Телехыпарлав çул çыравĕ

13 Нарăс, 2015

Чăваш Ене телекурав хыпарлавĕ миçемĕш çулсенче çитнĕ? Телевизорсем хăçан тĕспе кăтартма пуçланă?

П.ВАСИЛЬЕВ. Çĕмĕрле районĕ.

Чăваш Республикинчи телехыпарлав историйĕ 1961 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнчен пуçланать. Ун чухне Шупашкарти телекурав студийĕ сăнав шайĕнче пĕрремĕш кăларăмне кăтартнă.

Малтанах телекурав ĕçне ЧАССР Министрсен Канашĕ çумĕнчи телекурав тата радиохыпарлав комитечĕ йĕркелесе пынă. 1978 çултан - ЧАССР Телекурав тата радиохыпарлав патшалăх комитечĕ, 1992 çултан - «Чăваш Ен» телерадиохыпарлав компанийĕ.

1962 çулхи мартăн 16-мĕшĕнче Тĕп телекуравăн пĕрремĕш кăларăмĕ эфира тухнă. 1966 çулта Шупашкарти телестуди Киевра çĕршыври телефильмсен пĕрремĕш фестивалĕнче хăйĕн кĕске метражлă «Чудесные узоры» фильмне кăтартнă. 1967 çулхи июльте Шупашкарта çĕнĕ йышши аппарат-студи комплексĕ хута кайнă. Çак самантран республика халăхĕ телекăларăмсене тĕспе пăхма пултарнă. 1967 çулхи ноябрĕн 6-мĕшĕнче куçса çÿрекен телестуди Чăваш патшалăх академи драма театрĕнчен эфира тухнă.

1968 çулхи декабрьте телецентрăн кинокомплексĕ ĕçлеме пуçланă. Çулталăкран Ленинградри телестудипе пĕрле ÿкернĕ «В краю ста тысяч песен» фильм кăтартнă. 1970 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче Тĕп телекуравăн пĕрремĕш тата иккĕмĕш, Шупашкар телестудийĕн программисене кăтартма пуçланă.

Çав çулах ноябрьте 196 метрлă /1960 çулта лартнă 106 метрли вырăнне/ телебашня хута кайнă. 1976 çулта Йĕпреç поселокĕнче ретранслятор вырнаçтарнă, Шупашкар-Йĕпреç радиореле линийĕ ĕçлеме пуçланă. Çакă Тĕп телекуравăн виççĕмĕш тата тăваттăмĕш программисене кăтартма май панă.

1980 çулта куçса çÿрекен, тĕспе кăтартакан телекурав станцийĕпе усă курма пуçланă. Майăн 1-мĕшĕнче тĕспе пĕрремĕш кăларăм - Шупашкарти ĕç халăхĕн демонстрацийĕ - эфира тухнă. Тепĕр пилĕк çултан Шупашкарти телестудийĕ, 1991 çулта Чăваш телекуравĕ тĕспе кăтартма пуçланă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.