Archive - 26 Раштав, 2015
"Чăваш хĕрарăмĕ” 26.12.2015
Ĕлĕкхи йăла-йĕркене тавăрмалла
- Хальхи вăхăтра ялта шыв та ăсмалла мар, ĕлĕкхи пек кăмака та хутмалла мар. Епле ансат, хĕл валли вутă-шанкă хатĕрлес шухăш та çук. Çулĕ те пур, çатма пекех йăлтăртатса выртать. Анчах та ялта çамрăксем сахал, мĕнпур ватă çеç. Ĕç çуккипе çыхăннă ку паллах. Ĕлĕкхи пек колхоз-совхоз кĕрлесе тăнă пулсан, тăван тăрăхран никам та тухса тармĕччĕ.
Çемье мастерскойĕ
Ырă çеç сунмалла
Ылтăн вăррисем
Кăçалхи чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарти Ленин урамĕнчи ылтăн сутакан-илекен пĕр лавккана çаратнă. Эрмен çамрăкĕсем ытла та харсăрла хăтланнăранах ку вăрă ĕçĕ ыттисенчен уйрăлса тăрать. 23-25 çулти 3 çамрăк питне те хупламан, сутуçа хăратма пăшалпа та усă курман - уççăнах хĕненипех çырлахнă. Ашкăнчăксене видеокамера ÿкерни те хăратман.
Çак киревсĕрлĕхе уçăмлатма раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче ЧР Шалти ĕçсен министерствинче брифинг иртрĕ. Журналистсене пухма сăлтав та пур - айăплă тесе шутланакан икĕ çамрăка тытса килнĕ.
Ĕçкĕ никама та ырă туман
Ĕçекеншĕн кашни кунах уяв çав. Эрехе пула сывлăх хавшанине, ĕмĕр пĕтнине, çемье арканнине пурте пĕлеççĕ, анчах ун аллине пĕрре лексен ниепле те вĕçерĕнеймеççĕ. Хаяр шĕвеке пулах çамрăксем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă тĕслĕх кашни ял-хуларах çав тери нумай. Раççейре çулталăкра кашни çын пуçне вăтамран 15 е ытларах литр эрех лекет. Кунта пепкесем те кĕреççĕ вĕт-ха, апла ĕçекен пĕр çынна тата ытларах тивĕçет.
Кĕнеке - этемлĕхĕн чи пысăк пуянлăхĕ
Иртнĕ эрнере Наци библиотекинче "Вулакан Чăваш Ен" форум иртрĕ. Ăна Раççейре литература, Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкĕ хупăннине халалланă. Форума Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.
Ун умĕн Наци библиотекин çĕнĕ корпусĕн лапамĕнче З.М.Таланцевпа 19-мĕш ĕмĕрти ытти мецената хисеп туса асăну композицийĕ уçрĕç.