Комментари хушас

26 Раштав, 2015

Ылтăн вăррисем

Кăçалхи чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарти Ленин урамĕнчи ылтăн сутакан-илекен пĕр лавккана çаратнă. Эрмен çамрăкĕсем ытла та харсăрла хăтланнăранах ку вăрă ĕçĕ ыттисенчен уйрăлса тăрать. 23-25 çулти 3 çамрăк питне те хупламан, сутуçа хăратма пăшалпа та усă курман - уççăнах хĕненипех çырлахнă. Ашкăнчăксене видеокамера ÿкерни те хăратман.

Çак киревсĕрлĕхе уçăмлатма раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче ЧР Шалти ĕçсен министерствинче брифинг иртрĕ. Журналистсене пухма сăлтав та пур - айăплă тесе шутланакан икĕ çамрăка тытса килнĕ.

- Ку преступлени çакăн йышшисенчен уйрăлса тăрать. Ытти чухне çынсем маскăпа, пăшал-çĕçĕ таврашĕпе усă кураççĕ. Харсăрла хăтланни преступление «гастролерсем» тунине тавçăрма май парать. Кунта хăнара кăна пулнăранах палласран та хăрамаççĕ вĕсем, - калаçăва пуçларĕ ЧР ШĔМĕн уголовлă шырав управленийĕн уйрăмĕн пуçлăхĕн заместителĕ Владимир Фадеев.

- Республикăра кун пек преступленисем юлашки вăхăтра пулманпа пĕрех, 2010-13 çулсенче шута илнĕ-ха вĕсене, ун чухне саккуна пăсакансем пистолет евĕр теттесемпе усă курнă. Ку хутĕнче перчетке те тăхăнман. Эппин, пирĕн республикăра пурăнмаççĕ. Апла ют хваттерте тĕпленнĕ. Çавăнпах вăхăтлăх тара паракан хваттерсене тÿрех тĕрĕслеме пуçларăмăр та. Волгоград тăрăхĕнче çуралса ÿснĕскерсен йĕрĕ çине ÿксен, вĕсене тытас тĕллевпе командировкăна кайрăмăр. Икĕ эрне сыхлама тиврĕ. Волгоград тăрăхĕнчи полицейскисемпе СОБР пулăшнăран айăплă тесе шутланакан икĕ йĕкĕте тытса килме май пулчĕ. Вĕсенчен пĕри шăпах ылтăн вăрлакансен йышĕнчен. Теприн докуменчĕсемпе, ун ячĕпе регистрациленĕ автомашинипе Шупашкарта усă курнă та. Тĕрĕсленĕ хыççăн вăл усал ĕçе хутшăнманни палăрнă.

Хăйсен халăхне пулăшасси вăйлă сарăлнă эрменсен. Çавăнпах вĕсем паспорт таранчченех шанаççĕ. Мĕн сăлтавпа кирлине те тĕпчемеççĕ, - ĕç-пуçа еплерех тишкернине каласа кăтартрĕ ЧР ШĔМĕн уголовлă шырав управленийĕн пайĕн пуçлăхĕ Сергей Васильев.

Волгоградра пулнă аслă оперуполномоченнăйăн Константин Детенышевăн та журналистсене каласа кăтартмалли нумай.

- Чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнчех çитнĕ вĕсем пирĕн республикăна. Вăрра кайма çак кунран пуçласах хатĕрленнĕ. Çавăнпах асăннă ломбарда каçхи 5 сехет тĕлĕнче куллен çÿренĕ, ылтăнăн пысăк виçине илес шухăшлине пĕлтернĕ. Психологи тĕлĕшĕнчен сутуçă шанăçне кĕнĕ. Лавккара мĕн чухлĕ ылтăн пуррипе кăсăкланнă. Палăртнă ĕçе тăвиччен пĕр кун маларах хăйсем пурăнакан вырăна улăштарнă çамрăксем. Хăйсене мĕн кирлине илсе тухсанах Мускава вĕçтернĕ. 1 миллион яхăн тенкĕлĕх тупрана çĕршывăн тĕп хулинче сутнă та. Унтан тăван тăрăха таврăннă, - терĕ вăл.

Асăннă ушкăн малтан та вăрланă тесе шухăшлаççĕ. Раççейĕн 4-5 регионĕнче алхаснах-ха. Çавăнпах ытти тăрăхпа та тачă çыхăнса ĕçлеççĕ йĕрке хуралçисем.

Волгоградра эрменсем пурăнакан районта чăвашсене ĕçлеме те çăмăл килмен. Пурте пĕр-пĕрне лайăх паллаççĕ-çке. Ют çын пуррине те тÿрех сисеççĕ, кун пирки хăвăртах хыпар сараççĕ.

- Тытма май килнĕ тăванне илсе каясса пĕлсен эрменсем питĕ нумайăн пухăнчĕç. Çавăнпах айăпланакана çĕрле вăрттăн илсе тухма тиврĕ. Чăваш Ен ÇÇХПИ инспекторĕсем çул çинче юнашар пычĕç, - пĕлтерчĕ Константин Николаевич.

Хайхи çав виçĕ каччăран иккĕшне тупма май килмен-ха, анчах ячĕсем паллă ĕнтĕ. Çавăнпах вĕсене шыраççĕ.

Айăпланакансене шыранă май тепĕр сăлтав та йывăрлăх кÿрет иккен. Пĕрешкелтерех сăнлă пулнăран РФ гражданинĕн пĕр паспорчĕпе темиçе эрмен те усă курать тепĕр чухне. Ку йывăрлăхран хăтăлмалли мелсем шыраççĕ йĕрке хуралçисем.

Татьяна НАУМОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.