Archive - 18 Утă, 2014

18 Утă, 2014

Курăк удобренийĕ

Пахча çимĕçне курăк шывĕпе апатлантарни лайăх пулни çинчен çыратăр. Калăр-ха, тархасшăн, курăка каткана çу тăршшĕпех хушса пыма юрать-и? Шур утипе шĕпĕн курăкне яма юрать-и унта? Шĕвеке хупласан е хупламасан аван?

Лариса Макарова. Тăвай районĕ.

18 Утă, 2014

Ачасем килтех-и?

Çулла чылайăшĕ ачисене яла, аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ патне ăсатать. Уçă сывлăшпа сывлаччăр, канччăр, шкула кайиччен вăй пухчăр теççĕ. Ялта улми-çырли те куç тулли-çке. Качака е ĕне сĕтне ĕçни, килти чăх çăмартине çисе пурăнни мĕне тăрать! Ял – ырлăх. Анчах хăшĕ-пĕриншĕн вăхăтлăх кану ирĕке тухнипе танах. Ашшĕ-амăшĕ инçетре, асламăшĕсем вара юратнă мăнукĕсене пуçран кăна шăлаççĕ.

18 Утă, 2014

Ремонтатлă çĕр çырлине хăçан апатлантармалла?

Çуркунне тата çăвăн пĕрремĕш çурринче хĕрелекен çырлана вараламасăр органика хывмалла. Урăхла каласан 1-2 уйăхра пĕр хут 1 тăваткал çĕр пуçне 3-5 кг навус е компост тăкмалла. Утă уйăхĕн вĕçĕнчен вара – кĕлпе: 3-4 эрнере пĕр хут 1 тăваткал метра 200-300 г кĕл (пĕр тĕм пуçне 2 чей кашăкĕ).

Pages