- Чăвашла верси
- Русская версия
Ачасем килтех-и?
Çулла чылайăшĕ ачисене яла, аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ патне ăсатать. Уçă сывлăшпа сывлаччăр, канччăр, шкула кайиччен вăй пухчăр теççĕ. Ялта улми-çырли те куç тулли-çке. Качака е ĕне сĕтне ĕçни, килти чăх çăмартине çисе пурăнни мĕне тăрать! Ял – ырлăх. Анчах хăшĕ-пĕриншĕн вăхăтлăх кану ирĕке тухнипе танах. Ашшĕ-амăшĕ инçетре, асламăшĕсем вара юратнă мăнукĕсене пуçран кăна шăлаççĕ.
Редакцие Элĕк районĕнчи Мăн Кăканар ялĕнчен пĕр хĕрарăм шăнкăравларĕ. «Мĕншĕн хуларан килекенсем çав тери пуçтах-ши? Пирĕн ял клубĕ çине вĕсем мĕн кăна çырса пĕтермерĕç-ши? Иртсе çÿреме намăс вĕт. Тем пысăкăш саспаллисемпе, шурă тĕслĕ сăрăпа. Мĕнле сăмахсем тетĕр-и? Калама чĕлхем çаврăнмасть. Акăлчанла та çырнă. Çакна кăна каласшăн: ашшĕ-амăшĕ пĕлет-ши ачисем кунта мĕн хăтланнине? Ваттисем тата мăнукĕсем мĕн йăтса тухса кайнине те курмаççĕ-ши? Çав интернет текен япалах пăсать пулĕ. Ял ачисемпе танлаштарсан ытла шавлă та пуçтах-çке вĕсем. Никамран та, нимрен те хăрамаççĕ. Хăйсене Турă сыхласан кăна ĕнтĕ».
Турри пурне те сыхласа çитереймест пулĕ. Хамăра хамăр упранине, аслисем куçран вĕçертмесĕр асăрхаттарсах тăнине нимĕн те çитмест-тĕр.
Ачана ытлашши шанма хушман ĕлĕкхи çын, суккăр пулан тенĕ. Шыва кĕнĕ чух та, çырла пуçтарнă вăхăтра та, хăйăр купи çинче выляса ларнă самантра та сăнасах тăмалла вĕсене. Унсăрăн пурнăç калама çук хакла кайса ларма пултарать.
Çулталăк пуçланнăранпа, республикипе илсен, шывра 22 инкек пулнă. 16 çын вилнĕ, вăл шутран 6-шĕ ача. Пур инкек те канма ятарласа уйăрман вырăнсенче сиксе тухнă. Çумра ашшĕ-амăшĕ пур çинчех шыва путнă тĕслĕх те сахал мар. Хамăр ĕçпе аппаланнă хушăра куçран çухататпăр мар-и ачасене? Тепĕр чухне ача ăçта тата кампа çÿренине те пĕлместпĕр вĕт.
Час-часах шыв хĕрринче эрех-сăра ĕçекен ушкăнсене асăрхатăн. Вĕсен хушшинче ачасем те çук мар. Хаяр шĕвекпе йывăрланма пуçланă пуçа уçăлтарма вара хăшĕ-пĕри шыва чăмать. Эх, тарăнăшне пĕлмесĕр шыва кĕме хушман та... Хальхи вăхăтра республикăра ятарласа уйăрнă 15 пляжра кăна шыва кĕме юрать, вĕсенчен саккăрăшĕ – Шупашкарта.
Инкекĕ çул çинче те, чÿрече ани çинче ларнă вăхăтра та, сарай тăррине хăпарса кайсан та, уйра кĕтÿ кĕтнĕ чух та хуса çитме пултарать. Яланах асăрханмалла: машинăсенчен, çÿллĕ вырăнтан ÿкесрен, аçа çапасран, пушар тухасран. Хамăр асăрхансан вара Турри те сыхлĕ. Ун-кун пăхкаласа илер-ха: ачасем юнашарах-и?
Елена Николаева.
Комментари хушас