- Чăвашла верси
- Русская версия
Курăк удобренийĕ
Пахча çимĕçне курăк шывĕпе апатлантарни лайăх пулни çинчен çыратăр. Калăр-ха, тархасшăн, курăка каткана çу тăршшĕпех хушса пыма юрать-и? Шур утипе шĕпĕн курăкне яма юрать-и унта? Шĕвеке хупласан е хупламасан аван?
Лариса Макарова. Тăвай районĕ.
Курăк шывне савăтра 7-10 кун таран тытмалла. Çак вăхăтра савăтри шыв ÿсен-тăранри тутлăхлă япаласемпе пуянланать. Йÿçсе çитнĕ хутăша каткара ытларах тытсан пахча çимĕçшĕн сиенлĕ пулĕ. Çавăнпа курăк юлашкине компост купине пăрахмалла. Çум курăкне вĕтетсе çĕнĕрен курăк шывĕ хатĕрлемелле. Çум курăкне чечеке ларнă вăхăтра, вăрăланиччен çумламалла. Çак тапхăрта унта тутлăхлă япала нихçанхинчен нумайрах. Нумай çул ÿсекен курăка (серте, кукша пуç, пиçен) тымарĕпе ямаççĕ. Шур утипе усă куриччен – курманни, мĕншĕн тесен унăн тымарĕ шывра та, компост купинче те чылай хушă çĕрмест, çĕре лексен ним мар тепĕр хут шăтса тухать. Çавăнпа ăна типĕтсе çунтарсан аванрах. Шĕпĕк курăкĕпе кукша пуç усăллă шĕвек хатĕрлеме вара чухах.
Курăк йÿçнĕ вăхăтра шыв пăсĕ, кăмрăк йÿçек газĕ, аммиак тата кÿкĕртлĕ водород тухать. Вĕсенче ÿсен-тăрана тутлăлантарма кирлĕ япаласем пур. Çавăнпа каткана пленкăпа хупласан аванрах.
Усă курма сире хатĕр рецепт илсе паратпăр: пысăк пичкене (240 л) çурри таран вĕлтĕрен, клевер, мăян, хура мăян (амарант), йĕпе курăк, кукша пуç, серте, кăшкар ути вĕтетсе ямалла, 1 л йывăç кĕлĕ, пĕр ывăç пек çăкăр хытти е комбикорм, çур литр варени, 100 мл кирек епле микробиологи препарачĕ (тĕслĕхрен, Байкал ЭМ-1) хушмалла. Шыв тултарса хĕвеллĕ вырăна лартмалла, темиçе çĕртен пăтапа шăтарнă пленкăпа витмелле. Кунне пĕр хут пăтратса тăмалла. Эрнерен, газ тухма пăрахсан, шĕвекпе усă курма юрать. Ӳсен-тăрана унпа шăвариччен е апатлантариччен шывпа (1:2) хутăштармалла.
Комментари хушас