Archive - 11 Çĕртме, 2014

11 Çĕртме, 2014

Ырă ят ылтăнран çутă

Иртнĕ номерте Çеçпĕл Мишшин амăшĕн вил тăприне чылай çул тирпейлесе тăнă Зоя Михайловăна аса илнĕччĕ. Сăпайлă хĕрарăм çакна капашсăр пысăк ĕç вырăнне хумасть. Çапах та хаçат вулаканĕсене Зоя Васильевнăпа çывăхрах паллаштарас килет.

84-ран иртнĕ вăл. Шупашкарта пурăнать. Пĕлтĕрччен дачăра ĕçлеме вăй çитернĕ. Халĕ çуртпа çĕр лаптăкне сутнă ĕнтĕ. Çĕнĕ хуçасем валли ыхра, улма-çырла хунавĕсем лартса хăварнă. «Хамăр çитĕнтернĕ çĕр улми пĕтмен-ха», - хăпартланать хресчен ĕçне юратакан чăваш хĕрарăмĕ. Çапла, тарпа йĕпеннĕ çĕр çинчен пуçтарса кĕртнĕ çимĕç тем тесен те тутлăрах.

11 Çĕртме, 2014

Йывăçсене камăн касмалла?

Ялта халĕ кашни килтех электричество пур. Ялсенче ытам çитми пысăк йывăçсене курма пулать. Хăш-пĕр йывăçсем пÿрт-çурт çывăхĕнчех ÿсеççĕ. Электричество пралукĕсене лекеççĕ. Ялсенчи çуртсем пушши те сахал марS ватăсем вилсе пыраççĕ. Электриксем туратсене каскалаççĕ-ха, анчах вĕсем яланах йывăç касса аппаланма тивĕç те мар пулĕ. Пралуксене лекме пултаракан туратсене анчах ирткелеççĕ.

11 Çĕртме, 2014

Шывсăр пурнăç çук

Кăçал пирĕн республикăна шăрăх ытти çултинчен маларах çитрĕ. Çу уйăхĕнчех температура 30 градуса çити хăпарни сайра пулать ку тăрăхра.

Юр сахал пулнипе часах ирĕлсе пĕтрĕ, çĕр çуркуннеренпех çумăрсăр типет. Çакнашкал чухне ÿсен-тăрана шăвармаллине пурте пĕлетпĕр. Анчах çак ĕçе тĕрĕс пурнăçлани пĕлтерĕшлĕ.

Ÿсен-тăрана шăварасси унăн ÿсĕмĕнчен, нÿрĕке е шăрăха юратнинчен, тăпра мĕнлерех пулнинчен килет. Хăйăрлă тăпра часах типсе каять, çĕр тăмлăрах пулсан нÿрĕк ытларах тытăнса тăрать.

Pages