«Вĕсем çынна вĕлернĕ, наркотик сутнă, вăрланă, çаратнă, çавă кирлĕ...» - теме пултараççĕ тĕрмере ларакан хĕрарăмсем пирки. Чăн та, Куславккари колонире йывăр тата уйрăмах йывăр статьясемпе айăпланнă хĕрарăмсем питĕ нумаййăн.
«Парне» фольклор ушкăнĕн концерчĕ Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче иртрĕ. Ушкăн «Çăлкуç» халăх театрĕ çумĕнче 12 çул каялла йĕркеленнĕ. Унăн ертÿçи - ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Галина Скворцова.
Аэропортра халăх пасарти пек хĕвĕшет: пĕри самолета ĕлкĕресшĕн васкать, тепри çывăх çыннисем таврăнасса кĕтет... Акă «Домодедово - Тегель» рейспа вĕçекенсене тĕрĕслев пунктне хăвăртрах пыма чĕнчĕç.