Archive - 20 Çĕртме, 2014 - Çамрăксен хаçачĕ
Атте авланать... улттăмĕш хут
Мана анне варĕнче ÿт илсе çут тĕнчене килме май панă аттене куçăмпа курас килми пулчĕ, чунăмри тарăхăва кăштах та пулин сирес тĕллевпе «Çамрăксен хаçатне» çыру шăрçаласа яма шухăш тытрăм.
Шалчи тулнă - çавă çеç
Тăватă кун каннăран Мускавран Чăваш Ене таврăнтăм - атте-аннене те пĕр уйăх ытла курман, хĕр тусăмсемпе те тахçантанпах калаçман. Ку кăна та мар, Çимĕкре те ялта пулаймарăм. Килсенех алла «Çамрăксен хаçачĕ» лекрĕ - çывăх çыннăмсем ăна тахçантанпах çырăнса илеççĕ. Эпĕ те çак хаçата вулама кăмăллатăп, Мускавра унсăр тунсăхласах çитетĕп...
Халĕ эсĕ ăçта-ши, кампа-ши?
Пирвайхи, шкул чухнехи, юратăвăм, халĕ те, университетран вĕренсе тухса ĕçлеме тытăнсан та, хутран-ситрен, пĕрер черкке ĕçсен, аса килсе чунăма пăлхатать.