Чи пултаруллă çамрăксем - Самар облаçĕнчи форумра

20 Çĕртме, 2014

Çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Енри пултаруллă 90 çамрăк Самар облаçĕнче вунă кун иртекен «iВолга - 2014» форума çул тытрĕ. Вĕсен йышĕнче - «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ Алена Алтухова та. Форум епле уçăлнă? Унăн программине мĕнле акцисемпе мероприятисем кĕртнĕ? Атăлçи тăрăхĕнчи чи хастар та маттур яш-хĕр унта мĕнле тĕллевпе кайнă тата вĕсем патне хăнана кам пырĕ? Çак ыйтусене пирĕн корреспондент уçăмлатнă.

Чăваш Республикинчи çамрăксем хатĕрленĕ 225 проектран чи тивĕçлисене суйланă. ЧР вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов çула тухакан çамрăксене телейлĕ çул сунса сăмах каларĕ. Федерацин Атăлçи тăрăхĕн форумне каякансене унта ыттисен умĕнче хастарлăх кăтартма, проектсене тивĕçлĕ шайра хÿтĕлеме сĕнчĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.