Аэропортра халăх пасарти пек хĕвĕшет: пĕри самолета ĕлкĕресшĕн васкать, тепри çывăх çыннисем таврăнасса кĕтет... Акă «Домодедово - Тегель» рейспа вĕçекенсене тĕрĕслев пунктне хăвăртрах пыма чĕнчĕç. Пысăк сумка сĕтĕрекен чăваш пики палăртнă вырăна тус-юлташĕпе пĕрле утрĕ.