Шывсăр пурнăç çук
Кăçал пирĕн республикăна шăрăх ытти çултинчен маларах çитрĕ. Çу уйăхĕнчех температура 30 градуса çити хăпарни сайра пулать ку тăрăхра.
Юр сахал пулнипе часах ирĕлсе пĕтрĕ, çĕр çуркуннеренпех çумăрсăр типет. Çакнашкал чухне ÿсен-тăрана шăвармаллине пурте пĕлетпĕр. Анчах çак ĕçе тĕрĕс пурнăçлани пĕлтерĕшлĕ.
Ÿсен-тăрана шăварасси унăн ÿсĕмĕнчен, нÿрĕке е шăрăха юратнинчен, тăпра мĕнлерех пулнинчен килет. Хăйăрлă тăпра часах типсе каять, çĕр тăмлăрах пулсан нÿрĕк ытларах тытăнса тăрать.
Тин çеç çăлтан ăснă е çĕр айĕпе пыракан пăрăхри сивĕ шывпа шăварни пур пахча çимĕçшĕн те сиенлĕ. Эсир хулари пек хлоркăпа тасатакан водопровод шывĕпе усă куратăр тăк ăна ик-виç кун пысăк савăтра тытмалла.
Кăнтăрла, хĕвел шăратса пăхнă чухне шăварни те сиенлĕ. Каç еннелле, шăрăх иртсен шăварма тăрăшмалла. Кун пек чух нÿрĕк çĕре лайăх сăрхăнать, ÿсен-тăран çулçисем пиçсе каймĕç.
Ытларах мĕнле пахча çимĕç шывсăр аптăрать-хаQ Купăста, кабачок, хăяр, редис, салат. Йывăç-тĕмсенчен - хура хурлăхан, облепиха, улмуççи.
Нумай çул ÿсекен чечексенчен - дельфиниум, купальница, примула, флокс.
Хăяр нÿрĕке питĕ юратать. Ăна çулçă çийĕнех пĕрĕхни килĕшет. Анчах каç пуличчен çулçăсем типсе ĕлкĕрмелле - унсăрăн çĕрĕк чирĕсем аталанма пултараççĕ. Хăяра кун сиктерсе шăварни аван.
Çимĕçĕ тĕвĕленнĕ чухне, ÿснĕ тапхăрта помидора та нÿрĕк çителĕклĕ кирлĕ. Вăл нÿрĕк сывлăша юратмастьS фитофтора чирĕ хăвăрт сарăлма пултарать. Çавăнпа помидора сайрарах шăвармалла - эрнере пĕрре çителĕклĕ. Нÿрĕк çĕрĕн 30 см тарăнăшне анмалла. Кашни тĕм айне пĕрер витре шыв ямалла, помидор хушшисене те лачкам йĕпетмелле. Анчах çулçăсене питех ан йĕпетĕр. Помидорсем йышлăн пиçсе çитнĕ вăхăталла вĕсене сахалрах шăвармалла. Унсăрăн çимĕç çĕрĕшесси ÿсет.
Тутлă пăрăçа та чечеке ларнă, пирвайхи çимĕçĕсем тытăннă чухне кун сиктерсе шăвармалла. Нÿрĕк сахал пулсан унăн туни хытать. Тĕвĕленнĕ пĕчĕк çимĕçĕсем тăкăнаççĕ. Нÿрĕк ытлашши пулнине те чăтаймасть пăрăç. Кун пек чухне унăн чечекĕсем çĕрĕшсе тăкăнаççĕ. Пăрăçа та çулçăсене лектермесĕр шăвармалла.
Купăста нÿрĕк çитмесессĕн пачах ÿсме пăрахать. Уйрăмах пуçĕ чăмăртаннă чухне час-часах шăвармалла. Пĕрĕхсе çиелтен сапнине юратать.
Кишĕр, кăшман типĕлĕхе чăтма пултаракан пахча çимĕçсем. Анчах лайăх тухăç илес тесен вĕсене те çителĕклĕ нÿрĕк кирлĕ. Шăрăх çанталăкра вĕсен çулçисем шанаççĕ. Çимĕçĕсем ÿсеймеççĕ. Кишĕрĕн "ачисем" ÿсе-ÿсе тухаççĕ, тути япăхать.
Шăварнă хыççăн пахчари тăпрана тепĕр кунне кăштах çемçетни тымарсене сывлăшпа тивĕçтерме пулăшĕ.
Хăвăра ан манăр
Шăрăх çанталăкра хамăра та тимлĕх кирлĕ. Уйрăмах ватăсене, хĕвел çинче нумай вăхăт çÿреме тивнĕ çынсене, ача-пăчана аптратма пултарать шăрăх. Чĕре, юн çаврăнăшĕ сывах мар çынсен пушшех те асăрхануллă пулмалла.