Йывăçсене камăн касмалла?
Ялта халĕ кашни килтех электричество пур. Ялсенче ытам çитми пысăк йывăçсене курма пулать. Хăш-пĕр йывăçсем пÿрт-çурт çывăхĕнчех ÿсеççĕ. Электричество пралукĕсене лекеççĕ. Ялсенчи çуртсем пушши те сахал марS ватăсем вилсе пыраççĕ. Электриксем туратсене каскалаççĕ-ха, анчах вĕсем яланах йывăç касса аппаланма тивĕç те мар пулĕ. Пралуксене лекме пултаракан туратсене анчах ирткелеççĕ.
Ватă йывăçсем çилпе те хуçăлаççĕ, инкек курма турă ан хуштăр. Администраци йывăç касассине темшĕн йĕркелемест. Кил хуçисем те йывăç касма васкамаççĕ. Камăн касмалла-ха кил-çурт çывăхĕнчи йывăçсене. Электриксен е кил-çурт хуçисен.
Г.ТИМОФЕЕВ. Элĕк районĕ.
Çакнашкал пăшăрхануллă çыру килчĕ редакцие. Çырăва ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем асăрхасса шанатпăр. Тен, сирĕн тăрăхра та пур çакнашкал ўкерчĕкQ Пысăк вольтлă электричество линийĕсене электриксем асăрхаса тăраççĕ. Ялти çурт-йĕр çумĕнчи йывăçсене ял тăрăхĕн йĕркелесе кастармаллах.
Комментари хушас