Archive - 11 Jan, 2014

Хамăрăн хушамат мĕнле пулса кайни пирки шухăшласах кайман. Шупашкарта пурăннă Валентин тете хăй сывă та таса çÿренĕ чухне Патăрьел салинчи çывăх тăван патне 23 çул каялла янă çыру аллăма лекмен тĕк чăнлăха пĕлес те çукчĕ-и тен?
Аттен пиччĕшĕ Микуль /вăл Мускавра пурăннă/ хăй виличчен,1980 çулта, Валентин тете патне янă хыпарта унчченхи хушамата /Никифоровпа çÿренĕ/ хамăр шухăшланă пек Якур мар, Леркка улăштарни çинчен пĕлтернĕ.

Ăна Тăвай ен халăхĕ чĕререн хисеплет: аслă ăрурисем - ырă тĕслĕхĕпе тантăшĕсене хавхалантарма пултарнăшăн, вăй питтисем - хăйсене кăна мар, ывăл-хĕрне те салари вăтам шкулта халăха юрăхлă çитĕнтерме тÿпе хывнăшăн тата вырăс чĕлхине юратма вĕрентнĕшĕн, çамрăксем - тарăн пĕлÿ парса пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма пулăшнăшăн, малалла ăнтăлма вăй-хал парса тăнăшăн. Чăннипех маттур çын вăл - Валентина Кирилловна Терентьева. Пурнăçа юратаканскер унăн кашни самантне хаклама пĕлет, çынсене сума сăвать.

«Пирĕн ялтан илемлĕ вырăн çут тĕнчере çуках пуль», - ачамсемпе çул çинче шăкăл-шăкăл калаçкаласа пыратпăр. Тăван тăрăхалла çывхарнă май хавхаланнипе кашнинчех чĕрем тапăлтама тытăнать. Çĕнĕ çул умĕн пушшех те кăмăлăм савăк. Кил патне çитиех асфальт сарнă та кирек епле çанталăкра та чарăнуран икĕ çухрăма яхăн утасси те хăратмасть пире. «Шкула çÿресе кашни кун çак çула парăнтарнă эпир, çурран утни - усăллă, сывлăшĕ те техĕмлĕхĕ», - уйрăмах çулла, пĕчĕк вăрман тăрăх утнă май, йăпататăп хĕрĕмсене.

Вĕренÿ учрежденийĕсенче тăтăшах тĕрлĕ конкурс иртет. Пĕрне пĕлĕшĕн хĕр пĕрчийĕ те хутшăнма тĕллев тытнă. Вăл, Шупашкарти садике çÿрекенскер, Çĕнĕ çул темипе тăрăшсах ÿкернĕ. Анчах воспитатель хĕр ачан амăшне маларах асăрхаттарнă - конкурса хутшăнас тесен 70 тенкĕ тÿлемелле. Пĕчĕк художниксене кашнинех сертификатпа хавхалантараççĕ. «Ăна туянни пулчĕ ĕнтĕ, юрĕ-ха, чăрмантармĕ», - йăпатать хăйне пĕлĕшĕм. Чăнах та, халĕ садик ÿсĕмĕнчисенех портфолио пур, ача шкултан вĕренсе тухиччен хулăнлансах каять вăл.

 Аван-и, тусăмсем! Çĕнĕ çул саламĕпе васкать сирĕн пата “Чăваш хĕрарăмĕн” черетлĕ номерĕ. Чунран уяв кăмăлĕ сирĕлсе пĕтмен-ха, çак кунсенче çитнĕ ырă хыпар вара татах та хăпартлантарать - ара, пирĕн çемьере йыш хушăннă! Çук-çук, ача çуратса демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси пирки сăмах хускатмарăмăр хальхинче - “Чăваш хĕрарăмне” çырăнса илсе вулама кăмăл тунисен йышĕ ÿснĕ. Кама савăнтармĕ-ха ку? Çулран-çул пирĕн хаçатпа çыхăну тытакансене, кашни ултă уйăхрах почтальонпа тĕл пулса шăпах “Чăваш хĕрарăмне” çырăнса илекенсене чунтан тав тăватпăр!

«Халĕ хаçат мĕнле кăларнине пĕлтĕмĕр ĕнтĕ», - теççĕ пирĕн вулакансем. Çапла-çапла, çак сăн ÿкерчĕк туххăмрах «Чăваш хĕрарăмĕнче» пичетленчĕ. Александровсем пирĕн кăларăмпа тахçанах туслашнă. Унсăр пуçне кил хуçи арăмĕ Шупашкар районĕнчи Шăнкасри амăшне Зоя Прокопьевнăна Çĕнĕ çул ячĕпе «Чăваш хĕрарăмĕ» çырăнса панă.

Çулталăк вĕçĕнче кирек мĕнле тытăмра та ĕçе пĕтĕмлетесси йăлана кĕнĕ. Çĕнĕ çул пуçламăшĕнче вара - вĕсемпе тĕревленсе малашлăх тĕллевĕсене палăртаççĕ. Ĕнер ЧР Правительство çуртĕн¬че иртнĕ «çавра сĕтел» те çирĕплетрĕ çакна.

Юрăллă-кĕвĕллĕ, ташăллă, такмаклă Çĕнĕ çул уявĕ те, Раштав та хыçа юлчĕç. Анчах хальхи вăхăтра чăнласах юрăллах-ши вĕсем? Е ĕçкĕ-çикĕллĕ кăна-ши? Çак ыйтусем тавра сăмах пуçарассăм килет паян. Раштав уйăхĕн юлашки кунĕсенчен пĕринче ачасен ăлкинче пулма тÿр килчĕ. Халĕ ăна пирĕн вăхăтри /иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсем/ пек шкулта ирттермеççĕ, хулари культура керменĕсенче е кафесенче йĕркелеççĕ. Çакна пушар тухасран сыхланнипе сăлтавлаççĕ. Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» культура керменĕ пире хапăл пулчĕ. Кунта кашни кунах уйрăм пĕлÿ çурчĕ валли ăлка пулать.

Çĕнĕ çул умĕн Мускаври чăвашсен ентешлĕхĕн хастарĕсем Елена Малышева Пĕрремĕш каналпа ертсе пыракан «Жить здорово!» кăларăмри «Наци кухни тата апат-çимĕç» рубрикăра ÿкерĕннĕ.

Хĕл иккĕмĕш уйăх хуçаланать пулин те урамра сивĕ мар. Сывлăш температури кăнтăрла та, çĕрле те нуль градуса çывăх. Çавна пула юхан шывсемпе кÿлĕсенчи пăр çÿхелсе пырать. Паянхи кун тĕлне пăр хулăнăшĕ нумай çулти вăтам кăтартуран икĕ хут çÿхерех. Тĕслĕхрен, Атăлта, Шупашкарти «Заовражное» микрорайон, Муркаш районĕнчи Ильинка çывăхĕнче, вăл 14 сантиметрпа танлашать. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кушник ялĕ таврашĕнче - 12 сантиметрпа /кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне/.

Pages