Тăван ялăн тĕтĕмĕ те тутлă

«Пирĕн ялтан илемлĕ вырăн çут тĕнчере çуках пуль», - ачамсемпе çул çинче шăкăл-шăкăл калаçкаласа пыратпăр. Тăван тăрăхалла çывхарнă май хавхаланнипе кашнинчех чĕрем тапăлтама тытăнать. Çĕнĕ çул умĕн пушшех те кăмăлăм савăк. Кил патне çитиех асфальт сарнă та кирек епле çанталăкра та чарăнуран икĕ çухрăма яхăн утасси те хăратмасть пире. «Шкула çÿресе кашни кун çак çула парăнтарнă эпир, çурран утни - усăллă, сывлăшĕ те техĕмлĕхĕ», - уйрăмах çулла, пĕчĕк вăрман тăрăх утнă май, йăпататăп хĕрĕмсене.
Урамалла пăрăниччен малтан лавккана кĕретпĕр. Çул-йĕрте йывăр çĕклемпе нушаланас килмест. Хула усламçисене пуйтариччен хамăр ялти лавккасен тавар çаврăнăшне лайăхлатас тетĕп. Уяв умĕн туянакана темĕнпе те илĕртеççĕ-çке вĕсем, сентрисем таварпа йăтăнаççĕ. Эпир те сумка тултарса тухрăмăр. Темиçе çул каялла кăна-ха ялта райпо лавкки кăначчĕ. Акă халĕ тепĕр икĕ хĕрарăм предприниматель пулса тăчĕ, икĕ лавкка уçăлчĕ. Пĕри тепринчен пахалăхлăрах тавар сĕнеççĕ. Халăха чухăн теме чĕлхем çаврăнмасть: йăлтах сутăнать ялта. Кунсăр пуçне пенси валеçнĕ кун бизнесмен Ваççа та кăвак фургонлă машинипе урам тăрăх пиклетсе анать. Хапăл тусан çăнăх, кĕрпе, комбикорм миххисене килех кĕртсе параççĕ.
Епле аван ялта! Уйрăмах - хĕлле. Картишĕнче пилĕк авмалла мар. Кил-çурт газпа ăшăнать, шыв пÿртех кĕрет. Сарайне тухса выльăх-чĕрлĕхе апат парса кĕр те телевизор умне кĕрсе лар е кукăль пĕçер, сакай тулли хатĕрленĕ ĕçме-çимепе килен. «Ку çын çăмăлттайла çырать: выльăх пăхсах кун иртет!» - тÿрлетме пăхĕ хăшĕ-пĕри. Акă пирĕнтен пĕр кил урлă пурăнакансемех 5 ĕне тытаççĕ. Вĕсен, паллах, канлĕх çук. Çапах та хăйсен пурнăçне çăмăллатма тăрăшаççех. Ачисем амăшне пушăн 8-мĕшĕ тĕлне ĕне сăвакан аппарат илсе пама шантарнă-мĕн. Хĕлле те картишĕнче ăшă шыв юхать вĕсен. Выльăха та унпах шăвараççĕ, сĕт ямалли хатĕр-хĕтĕре çăваççĕ... Çав ĕçчен çемье уйри пай çĕр çинче çум-курăк мар, курăк ÿстерет. Хăйсен техникипех утта çулаççĕ, преслаççĕ, тюклаççĕ, турттараççĕ... Сĕт пуçтарма ялах килеççĕ, хĕлле вăл уйрăмах хаклă. 20-е яхăн сурăх тытакан çемьесем те сахал мар пирĕн ялта. Вăл кăна-и, сысна çăвăрлаттарса, шултра мăйракаллă выльăх темиçе пуç хĕл каçарса Ишек пасарĕнче сутма ÿркенменнисем те пур. Чи пахи вара çакă - Чăрăшкассисем демографи лару-тăрăвне лайăхлатас енĕпе правительство палăртнине туллин пурнăçлаççĕ. Нумай ачаллисем йышланчĕç, пирĕн яла çулталăкра аист темиçе те вĕçсе килет. Урам ача-пăча сассипе тулнă. Ашшĕ-амăшĕн телейне, садик та, шкул та - хамăр патрах. 2013 çул вĕçĕнче республикăри «Çулталăк çемйи» конкурсра пирĕн ялти 5 ачаллă Ядаковсене те чысланăччĕ.
Лайăх пурăнаççĕ халĕ ялта! Тепĕр кÿршĕсем хĕл варринчех гаражпа унăн умне асфальт сарса хытарма тытăннă. Вĕри хутăш пăсланать кăна. Цемент ирĕлчĕкĕ çăракан машинăна ачасем çăвар карса пăхса тăраççĕ. Çулла кÿршĕсем çурт тăррине черепицăпа улăштарчĕç, ял-йыш пĕри те тепри кил-çурта, çĕнетет, юсать. Çаврăнăçуллисем пурнăçра çухалса каймаççĕ, ылтăн алăллă çын валли ĕçĕ те тупăнсах тăрать çав. Çавăнпах ывăл-хĕрне те аслă пĕлÿ илме пулăшаççĕ, вĕсене валли кил-çурт çĕклеççĕ. Акă ентешĕмсенчен тĕрлĕ хулана ĕçлеме каякан пур, çапах та ытларахăшĕ Шупашкартах вырăн тупнă. Килĕренех çăмăл машина туяннă, хăшĕ-пĕрин вăл пĕрре кăна та мар.
Тăван ялăн тĕтĕмĕ те тутлă - мăрьерен йăсăрланаканскерĕн шăрши сăмсана кăтăклать. Çывхаракан çулталăка кашниех таса чун-чĕрепе кĕтсе илме ĕмĕтленет-çке. Мунча вара кĕлеткене кăна мар, чуна та сиплет теççĕ. Эпир те кĕçех мунча хутса ятăмăр, уяв сĕтелĕ хатĕрлерĕмĕр. Çĕнĕ çула яланах мĕн пур йышпа кĕтсе илеттĕмĕр, хальхинче мăшăрăм Мускавран килсе çитейменни чунăма хурлантарчĕ, çапах та ачамсем, анне çумра пулнипе йăпантăм.
2014 çула каçрăмăр. Президент саламĕ хыççăн вăхăт нумаях та иртмерĕ - урамра фейерверк йăмăхни, шаплатни илтĕнсе кайрĕ. Эпир те тула тухса вирхĕнтĕмĕр. Анатран та, туран та тĕрлĕ çутăпа ялкăшать урам! «Ура!» - кăшăрать кÿршĕ-аршă. Юнашар ялсенче те пĕлĕт, çиçĕм ялтлатнă евĕр, çутала-çутала илет. Темĕн тĕрлĕ фейерверк сутаççĕ халĕ, йÿнĕ тееймĕн ăна: 500 тенкĕрен пуçласа ытларах та кăларса хума тивет. Темиçе çеккунтлăх киленÿшĕн çапах та укçине шеллемеççĕ çынсем, мĕншĕн тесен аса илĕве «кĕмĕлпе» илме çук. Савăк кăмăллă ял-йыш клубалла çул тытрĕ. Патшалăх программипе усă курса çĕнетнĕ культура çурчĕ пурри мĕн тери паха пирĕншĕн. Унта тăтăшах тĕрлĕ мероприяти иртет, халăхăн хăйĕн пултарулăхне кăтартмашкăн та май пур. Чăрăш тавра Хĕл Мучипе Юр Пикепе пĕрле ирхи тăватă сехетченех ташланă çынсем. Фейерверка çĕрĕпех, тепĕр кунхине те, вĕлкĕштерчĕç. Урамра пĕр чарăнми кĕрĕслеттернине хăнăхса çитнĕрен тухма та ÿркентĕмĕр - пластик чÿречене яри уçса пăрахса тĕлĕнтермĕш курса килентĕмĕр. Ĕлĕкрех чÿречесене хĕл валли лайăххăн мăклаттăмăр, çу çитмесĕр те уçмастăмăр. Çавна хăнăхнипе-ши, хĕл варринче чÿрече уçнăшăн анне мăкăртатать: «Тĕнче ăшăтаççĕ! Çавăнпа сивĕ мар пуль урамра. Эпĕ вара куншăн газ укçи тÿлетĕп...» - тет хайхискер.
Кĕçех Мускавран таврăннă мăшăрăм тÿрех пирĕн пата çул тытнă. Вăл та ялшăн каçсах каять...
Алина ИЗМАН.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.