Archive - 21 Кăрлач, 2014
«Эсир тĕрĕс çулпа пыракансем»
Пичет кунĕ хаçат-журнал, кĕнеке кăларакансемпе полиграфистсен уявĕ çеç мар. Вăл - радиоитлевçĕсен, телекуравçăсен, хаçат вулавçисен, штатра тăман авторсен праçникĕ те. Эпир - пĕр пысăк çемье, пысăк пĕр ĕç тăватпăр: хамăрăн историе çырса пыратпăр. Чăваш журналисчĕсен мăнаçланмалли те, хăпартланмалли те пур.
Коммуналлă пулăшусен хакĕсем çулталăкăн пĕрремĕш çурринче ÿсмеççĕ
Кăрлачăн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, влаçăн территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Чăваш Республикин Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Иван Никитин 2013 çулта управляющи компанисем коммуналлă пулăшусемшĕн шутласа палăртнă йĕркене тĕрĕслени, вĕсен улшăнăвĕн мониторингĕ çинчен пĕлтернĕ.
Больница çумĕнчи чиркÿ
Иртнĕ эрнере Час илтекен Турă Амăшĕн турăшĕн чиркĕвĕн /вăл Республика психиатри больницин территорийĕнче вырнаçнă/ тĕп куполне хăпартрĕç. Ăна хăйĕн вырăнне вырнаçтариччен Шупашкар тата Чăваш епархийĕн социаллă ĕçпе чиркÿ ыр кăмăллăхĕн уйрăмĕн ертÿçи Михаил Павлов иерей сăвапларĕ тата молебен ирттерчĕ.
«Çĕр улми» уява йыхравлать
Нарăс уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче Шупашкарти Николаев космонавт урамĕнчи суту-илÿ комплексĕнче регионсен хушшинчи «Çĕр улми-2014» курав иртет. Кăçал унăн программи пуян та анлă. Хутшăнакансемшĕн çеç мар, курма пыракансемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ вăл. Экспозицисенче çынсем чикĕ леш енчи тата хамăр çĕр-шыври селекционерсем туса кăларнă çĕр улмин вун-вун сорчĕпе, вĕсен уйрăмлăхĕсемпе çывăхрах паллашаççĕ.