Archive - 13 Кăрлач, 2014

13 Кăрлач, 2014

Турă панă пултарулăх

- Аннен ашшĕ каскалама ăстаччĕ, ун пек платник, столяр таврара çукчĕ. Вăл чăваш тĕррипе илемлетнĕ савăт-сапана туянма инçетрен килетчĕç. Анне каланă тăрăх - унăн таланчĕ манра та пулнă. Пурнăç парнеленĕ хаклă çыннăм эпĕ художник пуласса чун-чĕрипе ĕненнĕ. Мухтанатчĕ вăл манпа. Шел, çĕре питĕ ир кĕчĕ, - терĕ манпа калаçакан Алексей Николаев. Çулталăкран ашшĕ авланнă. Вун ултта кайнă ывăлне хырăм тăрантмалăх ĕçлесе илмеллине аса илтерсех тăнă. Ашшĕн хăнана килнĕ пиччĕшĕ Иван Лешăна хăйпе пĕрле Красноярск хулине илсе кайнă.