Комментари хушас

Хĕл иккĕмĕш уйăх хуçаланать пулин те урамра сивĕ мар. Сывлăш температури кăнтăрла та, çĕрле те нуль градуса çывăх. Çавна пула юхан шывсемпе кÿлĕсенчи пăр çÿхелсе пырать. Паянхи кун тĕлне пăр хулăнăшĕ нумай çулти вăтам кăтартуран икĕ хут çÿхерех. Тĕслĕхрен, Атăлта, Шупашкарти «Заовражное» микрорайон, Муркаш районĕнчи Ильинка çывăхĕнче, вăл 14 сантиметрпа танлашать. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кушник ялĕ таврашĕнче - 12 сантиметрпа /кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне/. Сăр çинче, Етĕрне хули çывăхĕнче, пăр 11 сантиметр хулăнăш пулни палăрнă, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Вишенер таврашĕнче - 10, Çĕмĕрле хули çывăхĕнче - 13 сантиметр. Уяв кунĕсенче Пĕчĕк карапсен патшалăх инспекцийĕн ĕçченĕсем вырăнти шыв-шур объекчĕсенче кулленех хурал йĕркеленĕ. Çăлавçăсем 30 ытла рейда тухнă. Инспекторсем çынсене çанталăк ăшă тăнине пула пăр çирĕп маррине тата вăл ытла çÿхе пулнине аса илтернĕ. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕ çанталăк ăшă тăнă тапхăрта пăр çине кĕме тăхтамашкăн сĕнет, çакă пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратнине аса илтерет. Шыв-шур объекчĕсен çывăхĕнче канма юратакансен пăр çирĕпленессе кĕтме тивет. Ун çине автомобильпе кĕме юраманнине те манмалла мар, унсăрăн шыв айне анса кайма та пулать. «Ачăрсене куçран ан вĕçертĕр, вĕсене инкекрен сыхлăр!» - асăрхаттараççĕ çăлавçăсем. И.БЕЛОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.