Кун-çул уттинчен юлмасăр

11 Кăрлач, 2014

Ăна Тăвай ен халăхĕ чĕререн хисеплет: аслă ăрурисем - ырă тĕслĕхĕпе тантăшĕсене хавхалантарма пултарнăшăн, вăй питтисем - хăйсене кăна мар, ывăл-хĕрне те салари вăтам шкулта халăха юрăхлă çитĕнтерме тÿпе хывнăшăн тата вырăс чĕлхине юратма вĕрентнĕшĕн, çамрăксем - тарăн пĕлÿ парса пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма пулăшнăшăн, малалла ăнтăлма вăй-хал парса тăнăшăн. Чăннипех маттур çын вăл - Валентина Кирилловна Терентьева. Пурнăçа юратаканскер унăн кашни самантне хаклама пĕлет, çынсене сума сăвать. Хăй ĕнентернĕ тăрăх - ку тарана çитсе /вăл çут тĕнчене çитмĕл пĕр çул каялла çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче килнĕ/ никампа та урлă сăмах хушса курман, хăйĕнпе те сасă хăпартса калаçакан пулман. Кĕскен каласан - кăмăла кура кăмăл...
"Вĕрентекен пулас килет..."
Вăл Енĕш Нăрвашра çуралса ÿснĕ. Ачалăхĕ - ылханлă вăрçăпа, çамрăклăхĕ юхăннă хуçалăха ура çине тăратнă тапхăрпа пĕр килнĕ май вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă хыççăн института васкаман. "Эпир çурма тăлăха юлнă та кăштах тумланмашкăн укçаллă пулас тĕллевпе Мордва чукун çулĕ çинче тĕрлĕ ĕç тăвакана вырнаçрăмăр. Арçынсемпе тан ĕçленĕ, йывăр кувалда алăран кайман, - аса илÿ çăмхине сÿтет Валентина Кирилловна. - Çулталăкран каялла таврăнтăмăр. Ĕмĕтленнĕ пекех пальто, кĕпе-тум туянтăмăр".
Вĕренес тĕллевлĕ хĕр çав çулах Новосибирск облаçĕнчи Куйбышев хулинчи педагогика училищине кĕнĕ. "Чăваш хутлăхĕнче те унашкал пĕлÿ çурчĕ пур вĕт, мĕншĕн çичĕ юта тухса кайма шухăшланă вара?" - ыйтĕ вулакан.
Çĕпĕр тăрăхĕнчи Барабинск хулинче аслашшĕн шăллĕпе арăмĕ пурăннă. Турă ача-пăча пÿрмен енне ватлăх кунĕсене пĕчченлĕхре ирттерме тивнĕ вĕсен. "Кин, хăвăн хĕр ачуна шкул пĕтерсен пире пăхса пурăнма яр-ха", - çырнă Лазарь Петрович Енĕш Нăрваша инçетри çĕртен. Çак сăлтавпа пырса çитнĕ те ĕнтĕ вун саккăрти Валентина Новосибирск облаçне.
Хăй нумай вĕреннĕ çын пулнă май тăванĕн ачине те пĕлÿ илме пулăшмашкăн ĕмĕтленнĕ аслашшĕн шăллĕ. "Ахаль пурăнмастăнах ĕнтĕ, ăçта та пулин вĕренме кĕмеллех. Тĕслĕхрен, строитель специальноçне илни усса каймалла, ĕç тĕлне пĕлетĕн," - сĕннĕ ватă çын. "Çук, ман вĕрентекен пулас килет", - пĕлтернĕ хĕр. Çапла вара Барабинскран 10 çухрăмра вырнаçнă Куйбышев хулине çул тытнă. Икĕ çултан пуçламăш классене вĕрентекенĕн дипломне илнĕ. Ăна чăвашсем йышлă пурăнакан вырăна - Çурçĕр районĕнчи шкулсенчен пĕрне ĕçлеме янă. Анчах шăпа урăхларах çаврăнса тухнă: операци сĕтелĕ çине сасартăк лекнĕ амăшне пăхмашкăн çын кирлĕ. Ватлăх енне сулăннă асламăшне хăйне асăрхаса тăма тивнĕ. Тăватă пĕр тăванран иккĕшĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ май аппăшĕпе йăмăкĕнчен пĕрин çывăх çыннине пăхса усрамалла пулнă - Валентина тăван тăрăха таврăннă. Çамрăк специалист Енĕш Нăрвашри вăтам шкулта кĕçĕн класс ачисене пĕлÿ пама тытăннă.
"Хамăр ялтах пулас мăшăрпа паллашрăм, Михаил Семеновичпа пĕрлешрĕмĕр. Йĕппи хыççăн çиппи тенĕ евĕр ĕмĕрĕпех унпа пĕр ял-районран теприне куçса çÿрерĕмĕр", - тет вăл халĕ.
Михаил Семенович тăван колхозра комсомол организацине ертсе пынă, колхоз председателĕн çумĕнче - тĕп зоотехникра ĕçленĕ. Тăвайсене Канаш районĕпе пĕрлештерсен унти ял хуçалăх управленине ĕçлеме чĕннĕ. Вĕсен малтанхи ячĕсене тавăрсан асăннă тытăма ертсе пымашкăн Тăвайсем те ăнах шаннă. Пултарулăхне кура малтан райĕçтăвком председателĕн çумне, каярахпа председательне суйланă. Вăл партин районти комитечĕн пĕрремĕш секретарьне çитиччен ÿснĕ, унтанах тивĕçлĕ канăва тухнă.
"Нумай пурăнаймарĕ çав, ĕçĕ канăçсăр пулчĕ, ĕмĕрне кĕскетрĕ пулинех, - калаçăва тăсать хĕрарăм. - Çĕрĕпе йĕркеллĕ çывăраймастчĕ, хуçалăх пирки тăтăш шухăшлатчĕ. Çанталăк типĕ тăнă вăхăтра çумăр çăвасса питĕ кĕтетчĕ. Пÿрт тăррине витнĕ хĕç тимĕр çине тумлам патлатнă евĕр туйăнсанах çĕр варринче вăр-вар сиксе тăратчĕ те картишне васкатчĕ. Çук, çумасть çав, çил кăна алхасать тетчĕ каялла кĕрсен".

"Ачасемпе савăнатăп, тус-тăванпа мухтанатăп..."
"Çавăн пек ырă çынна качча тухса икĕ хĕр çуратрăм. Вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса халăха юрăхлă çитĕнтерме тăрăшрăмăр, аслă пĕлÿ илме пулăшрăмăр. Эльвира пенси службинче тăрăшать, Людмила манăн ĕçе малалла тăсать - Тăвайри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литератури вĕрентет. Иккĕшĕ те çемьеллĕ, пилĕк мăнук парнелесе савăнтарчĕç, кĕçĕн мăнуксем те пур, - тет Валентина Кирилловна. - Настя çуралсан кукамăшĕн мăнукĕпе килте лармаллине аса илтерчĕç. Çапла вара 2000 çулта тивĕçлĕ канăва кайрăм".
Халĕ вăл хăй тĕллĕнех пурăнать. Чăн та кун пек калани тĕрĕсех мар пулĕ: çывăх çыннисем тăтăшах килсе çÿреççĕ. Кил-тĕрĕшри ĕçсене тумашкăн вăл ĕлкĕрет-ха, пысăкраххисене вара пĕрле пуçтарăнса пурнăçлаççĕ. Кĕçĕн мăнукĕ Артем та пултарнă таран пулăшать. "Купăста тăварлама тытăнтăм кăна, вăл ăна турама, кишĕре вĕтетме пикенчĕ. Иксĕмĕр пĕрле ку ĕçе çийĕнчех вĕçлерĕмĕр", - савăнать кукамăшĕ.
Хăй вĕрентсе кăларнă ачасем те манмаççĕ. Çитмĕл çул тултарнă ятпа юратнă вĕрентекенне саламламашкăн Енĕш Нăрваш шкулне 40 çул каялла пĕтернисем класĕпех килнĕ. Вĕсемшĕн пĕлÿ тĕнчин алăкне Валентина Кирилловна уçнăранпа вара 50 çул çитнĕ. Çавăнпа пĕрле хăйĕн тĕнче курăмне те анлăлатнă, вăхăт иртнĕ май аслă пĕлÿ илсе вырăс чĕлхипе литератури вĕрентме тытăннă.
Сăмах май, ун патĕнче ăс пухнисем тĕл пулмассерен ăшшăн калаçаççĕ, хăйсен пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ пулăмсене паллă тумашкăн ятарласа хăнана чĕнеççĕ. Тивĕçлĕ канура пулнине пăхмасăр вăл паян кунчченех шкул ачисене вырăс чĕлхине тарăнрах тĕшмĕртмешкĕн пулăшать. Кун пирки ашшĕ-амăшĕ, хăй пĕлÿ панипе çын пулнисем ыйтсан епле хирĕçлейĕн? Пач палламаннисем те ахальтен пымаççĕ вĕт: Валентина Кирилловна ăста специалист пулнине шанчăклă çыннисем пĕлтернĕ ахăр. Ун пеккисен кăмăлне те хуçмасть: çитĕнекен ăру ытларах пĕлме тăрăшни савăнтарать кăна.
Пурнăçра унăн çулне суйласа илнисем йышлă. Вĕсен хушшинче Тăвайри Ивановсемпе Индюковсен хĕрĕсене, Светлана Моисеевăна, Светлана Яковлевăна, Алена Маковея, Енĕш Нăрвашри Антонина Тяминăна тата ыттисене асăнать вăл.
Республикăри аслă шкулсенче ăс пухакан çамрăксен ашшĕ-амăшĕ палăртнă тăрăх - унти преподавательсем Тăвай шкулне пĕтернисем вырăс чĕлхине лайăх пĕлнине палăртаççĕ мĕн. Кунта Валентина Кирилловнăн тÿпи сумлă ĕнтĕ.
Ватăлмашкăн вăхăт çук
Килте тунсăхласа лармасть, общество пурнăçне пуçаруллă хутшăнать. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса бассейнра, спорт залĕнче вăй-хала тĕреклетет. Вăл - алă ăсти, çекĕлпе çыхма ытларах кăмăллать, ĕçĕсен куравне пĕрре кăна мар йĕркеленĕ. "Надежда" клуб занятийĕсене çÿрет. Ветерансемпе унта нумаях пулмасть район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке тĕл пулнă, аслă ăру çыннисене канăç паман ыйтусене сÿтсе явнă.
Юрра-ташша юратнăран ветерансен хорне çÿреме те ерçÿллĕ самант тупать.
Çичĕ теçетке çул урлă каçнă, пурнăç тути-масине уйăрма пĕлекен Валентина Кирилловна шухăшĕпе - çакă çутă тĕнчере чи хакли - сывлăх тата çемьери тăнăçлăх, унсăр пуçне çынна хаклама-хисеплеме, май пур таран пулăшма ăнтăлни.
Ветерансен канашĕн членĕсем çамрăк ăрăва воспитани парассипе интересленеççĕ, шкулта час-часах пулаççĕ, уçă уроксене çÿреççĕ. Паянхи ачасем кĕнеке сахал вулани пăшăрхантарать вĕсене, çавăнпа вулавăшсенче ятарлă мероприятисене хутшăнаççĕ. Паллах, Интернет уçлăхĕпе усă курма май пурри лайăх-ха. Çапах кун пек чухне çул çитмен çамрăк хăш сайтра "чун киленĕçĕ" тупнине тĕрĕслесе тăма аслисен май килмест. Уссинчен сиенĕ ытларах пуласси те канăçсăрлантарать.
Валентина Кирилловна хăй вара вулама юратать. Литература вĕрентекенĕ тарăн шухăшлă кĕнекесене алăран яманнинчен тĕлĕнмелли çук. Унсăр пуçне вăл пичет кăларăмĕсемпе туслă. Чăваш халăх хаçатне, тĕслĕхрен, хăй кăна мар, хĕрĕсен çемйисем те кăмăллаççĕ, малтан пĕрисем алла тытаççĕ, унтан черетпе - ыттисем.
Валентина СМИРНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.