Archive - Чÿк 2013
- Date
- Type
ноябрь 29th
“Ĕне сума пĕлмен хĕре качча илмеççĕ”
Чăваш Республикинче 128 наци çынни тата 8 этнос ушкăнĕ пурăнать. Вĕсен йышĕнче Шупашкара пĕлÿ пухма килнисем пур. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче Тува Республикинчи яш-хĕр те вĕренет. Вĕсенчен пĕринпе - Аялга Биче-оолпа - паллашма тÿр килчĕ.
“Çапла пултăр!” - пĕрремĕш
Телекуравра ток-шоу йышланчĕ. Пĕрремĕш каналпа Андрей Малахов ертсе пыракан «Пусть говорят» йышшине халăх уйрăмах кăмăллать. Ку проектсенче пурнăçри çивĕч ыйтусене сÿтсе яваççĕ, халăха хумхантаракан пулăмсене тишкереççĕ. Чăвашăн та каламалли шухăш чылай. Ăна хумхантаракан ыйтусене Чăваш наци телекуравĕн «Çапла пултăр!» ток-шоура хускатаççĕ.
“Инфекцие аякран çаклатса килеççĕ”
Раштавăн 1-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери СПИДпа кĕрешмелли кун. Специалистсем паян ВИЧ-инфекци ертме пултаракан çынсен ушкăнне палăртмаççĕ. Хăй вăхăтĕнче, 5-10 çул каялла, çак йыша “каçхи лĕпĕшсене”, инçе çула çÿрекен водительсене, наркомансене, гомосексуалистсене кĕртнĕ пулсан халĕ пачах ун пек мар. Ара, этем иммунитетне пĕтерекен чир ятарлă йĕркене пăхăнман кирек мĕнле çынна та çапса ÿкереет-çке. Хăй ĕмĕрĕнче ВИЧ-инфекциллĕ пĕртен пĕр арçынпа пĕр хут çеç сыхлав хатĕрĕсĕр савăшнă хĕрарăма та.
Раççейпе паллашма - ют тăрăхран
Чÿкĕн 25-мĕшĕнче ЧР Правительство çуртĕнче Патшалăх Канашĕн ĕçченĕсем ют çĕр-шывсенчен килнĕ çамрăк журналистсемпе тĕл пулчĕç. «Диалог культур» медиа-форум кăçалхипе 8-мĕш хут иртет. Тĕрлĕ патшалăхри çамрăк журналистсем Раççейри хуласене çÿресе унти пурнăçа сăнаççĕ, тишкереççĕ, хăйсен çĕр-шывне таврăнсан кун пирки каласа параççĕ, çыраççĕ. Форума тăван тăрăхĕнче палăрнă пултаруллă специалистсене явăçтарнă. Кăçал Раççее Молдова, Украина, Беларуç, Армени, Кăркăсстан, Таджикистан, Узбекистан çĕр-шывĕсенчен телекурав, радио хыпарлав тата хаçат-журнал ĕçченĕсем çитнĕ. Пурĕ пĕрле - 26 çамрăк.
“Сусăрланнăран вăтанаттăм...”
Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери сусăрсен кунĕ. Ăна ПНОн тĕп ассамблейи халăх сусăрсене пулăштăр, вĕсен пурнăçне çăмăллаттăр тесе йышăннă. Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин Чăваш Енри уйрăмĕнче, унăн ертÿçи Маргарита Кузьминых каланă тăрăх, 9 пине яхăн çын тăрать. Вĕсенчен пĕри - инвалидсен «Феникс» физкультурăпа спорт клубĕн директорĕ Юрий Степанов. Мĕн тÿсме тивет-ха унăн? Мĕнле тĕллевпе пурăнать арçын?
Йĕплĕ пралук леш енче те - çынсемех
ФСИНăн Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем судпа айăпланнă тăванĕсемпе черетлĕ тĕл пулу ирттерчĕç. Зала пухăннисене пурне те пĕр хуйхă пĕрлештерчĕ: пĕрин - ывăлĕ, теприн пиччĕшĕ, виççĕмĕшĕн амăшĕ йĕплĕ пралук леш енне лекнĕ. Тĕл пулура кашнинех хăйне пăшăрхантаракан ыйтăва уçăмлатма май пулчĕ.
Пулăшас тĕллевпе
Виçĕ çултах вулама вĕреннĕ
Шупашкарта пурăнакан Максимилиан Севастьянов ача чухнех пурнăçра мĕн кирлине пĕлнĕ. Вăл вĕренÿре çеç мар, кирек епле ĕçре те яваплăха туйнă. Çавăнпах ытти тантăшĕнчен уйрăлса тăнă. Кашни кун валли план тунă, хăйĕн ÿт-пĕвне çамрăкранах пиçĕхтернĕ.