«Юрлакан чĕресем»: олимп старчĕ!
Вăхăт иртрĕ, лару-тăру лăпланчĕ, çавăнпа хăрушла вăрттăнлăха уçса парар. Чÿкĕн 16-мĕшĕнче Шупашкар чутах сирпĕнсе каятчĕ: мĕнле тĕрĕс-тĕкел юлчĕ чун юратнă хула - никам та пĕлмест, наука та вăйсăр - ним те калаймасть. «Юрлакан чĕресем» ушкăн акăш-макăш хăватлă та хĕрÿ концерт кăтарт- нăран тĕнче уçлăхĕнче Шупашкар апокалипсисĕ чутах тытăнмарĕ. 900 вырăнлă филармони залне туп-тулли çын пухăнтăр-ха, куракансен умне хавхаланулăхĕпе тĕнчене халь тесен халь кутăн çавăрса хума хатĕр Екатерина Семенова, Виктория Павлова, Владимир Тимофеев, Рина Светопольская, Светлана Иванова (Трофименко) тухччăр-ха: мĕн пулма пултарать? Юрать, Атăл тăвалла юхма тапратмарĕ. Филармони çуртĕнчи электричество вара концерт вăхăтĕнче заряд паллисене улăштарнă тет: минус вырăнне плюс, плюс вырăнне минус ылмашăннă. «Юрлакан чĕресемшĕн» электричество ухмаха ерни, наука парадоксĕ ним те мар - вĕсем «чĕрĕлле» çеç юрлаççĕ, «плюсовка», «фанера» - мĕнне пĕлмеççĕ те. Ушкăн продюсерĕ тата юрă-сăввисен авторĕ Вăрăм Палюк (Владимир Рыбкин) хастарсене ахальтен-им кастинг ирттерсех суйланă? Суйлама пулăшаканĕ чăваш юрри-кĕвви тĕнчин мэтрĕ Юрий Кудаков хăй пулнă. Туятăр пуль?.. Amicus Rybkin, sed magis amica veritas... Ахальтен мар паллă чăваш композиторсем те куç хывнă пултаруллă ушкăна.
Хăйсем те пĕлмесĕр, ачалăхрах, шкулта-клубра сольфеджио экзаменне тытнă хастарсене 600 ытла юрă, 35 сăвă кĕнеки авторĕ Вăрăм Палюк халĕ ĕнтĕ юрă-кĕвĕ тĕнчин Олимп тăвне парăнтарма çула илсе тухать. Çăмăл мар, çулĕ те кĕске мар, продюсер шучĕпе - «альпинистсен» çичĕ пĕлĕт тăррине хăпарма çулталăк çурă вăхăт иртет. Мĕн-мĕн те, ăна-кăна шутлама та, хальччен нимĕнле продюсер ури ярса пусман кĕтесе те кĕрсе тухма пĕлет Владимир Рыбкин. Ансат арифметика. Пĕр юрра халăх умне кăларма сахалтан 10 пин тенкĕ кирлĕ. «Юрлакан чĕресем» концертра 10 юрă ытла юрларĕç. Ĕçе пула апат çиме, шыв ĕçме кăна мар, хушăран сывлама та манса каякан продюсер мĕн хак спонсор пулăшăвĕ тупма пултарнă?
Тепĕр вăрттăнлăха та уçар. Филармони залне пуçтарăннă эстрада эстечĕсен 1000 çынна яхăн çарĕ умне тухиччен «Юрлакан чĕресем» Патăрьел, Комсомольски, Çĕмĕрле районĕсенчи халăха чĕре юррисене итлеттернĕ. Репетицисен гастрольне ăнăçлăн вĕçленĕ хыççăн тин чăваш эстрада çăлтăрĕсем веç иртĕнтерсе янă Шупашкар халăхĕ умне тухнă. «Чĕресен» ăнăçăвĕ вара сăпайлăн кĕтнинчен те ытларах килсе тухнă. Вырăсла калашле, публика неистовствовала! Пурнăçĕнче темле аншлаг та курнă Владимир Рыбкин та çак таранах ăнасса кĕтмен. Ушкăн хастарĕсем пирки каламастпăр та - вĕсем сцена çинчех шăкăрин йăванса кайма хатĕр пулнă. Систер- нĕччĕ вĕт, чутах апокалипсис хыпса илетчĕ Шупашкарта.
Хăçан та пулин «Юрлакан чĕресем» - Олимп хуçисем» кĕнеке кăлараççех пуль ĕнтĕ. Çавăнпа пулас бестселлер валли ушкăн хастарĕсем пирки кĕскен каласа парас.
Катя Семенова. Çĕмĕрле районĕнчи Анат Кăмашара çуралнă. «Кĕмĕл сасă» конкурс лауреачĕ. «Сăпкара выртнă чухнех, анне мана юрă юрласа сиктернĕ. Унăн çепĕç сассипе çывăрса кайнă. Ÿснĕçем хам та юрлама пикентĕм. Хитре юрлас, анне пек çепĕç саслă хĕр пулас килетчĕ. 1-мĕш класра вара пуçласа юрă çыртăм, тĕрлĕ конкурса çÿреме тытăнтăм. Саланчăкри ача-пăча музыка шкулне те вĕренме кĕтĕм. Пĕрре, Культура училищинчен вĕренсе тухсан, Володя Тимофеев шăнкăравларĕ, Вăрăм Палюк йĕркеленĕ ушкăна чĕнчĕ».
Света Иванова. Грузире, Поти хулинче çуралнă, Сĕн- тĕрвăрри районĕнчи Чăнкассинче ÿснĕ. «Ака вĕçĕнче «Çĕнĕ ятсем» дискăн концерт презентацийĕ иртрĕ. Эпĕ унта юрă юрларăм. Владимир Николаевича эпĕ юрлани килĕшнĕ, хăйĕн ушкăнне чĕнчĕ. Юрлама ача садĕнчех тытăннă. Чăн малтан халăх умĕнче «Офицерсен çуртĕн-че», анне ĕçĕнче, «Шурă бескозырка» юрланăччĕ. 8 çулта чух Грузирен куçса килтĕмĕр. Шкулта вĕреннĕ чухнех район Акатуйне, «Çĕнĕ ятсем», «Вирьял шевлисем» конкурссене хутшăннă».
Рина Светопольская. Елчĕк районĕнчи Курнавăшра çуралнă. «ЧППУри музыка факультетĕнче вĕренетĕп. Манăн çывăх тус Виктория Павлова «Юрлакан чĕресем» ушкăнра. Юрий Кудаков вĕрентекен мана та çав ушкăна кайма сĕнчĕ. Викăпа пĕрле юрлама хăнăхнăскер, хавас- пах килĕшрĕм. Авăн уйăхĕнчен эпĕ - ушкăн солистски. Юрлама ачаранпах юрататăп».
Вика Павлова. Комсомольски районĕнчи Тăманлă Выçлинче çуралнă. «ЧППУра вĕренетĕп. Владимир Рыбкин пуш уйăхĕнче музыка факультетне лайăх юрлакансене суйлама килнĕччĕ. Юрий Кудаков мана йышăнма сĕннĕ ăна. Факультетра «Юрай» фольклор ансамбльне çÿ- ретĕп».
Володя Тимофеев. Çĕмĕрле районĕнчи Юманайĕнче çуралнă. «1-мĕш класра вĕреннĕ чухнех «Çăлтăрчăк» ушкăн йĕркеленĕччĕ. 6-мĕш класра пирĕн ушкăна Францине илсе кайса та хавхалантарчĕç. 8-мĕш класран пĕччен юрлама тытăнтăм. 11-мĕш класра Владимир Рыбкин сăввипе юрă та çырнăччĕ. 2012 çулта «Пĕр классем» тетелте Владимир Николаевич пĕлтерĕвне вуларăм - çакăн пек лекрĕм «Юрлакан чĕресене».
Владимир Рыбкин генерал мар пулсан та, ушкăн стратегине, тактикине мал курăмлăн та оперативлăн йĕркеленĕ. Йăлтах каласа памăпăр, продюсерăн хăш-пĕр шухăшне çеç çутатăпăр. Ушкăн репертуарĕ çĕнелсех пырĕ, вырăсла юрăсем те пулĕç. Гастрольсен географийĕ анлăланĕ. Ушкăн ансамбль шайнех çитĕ, инструмент калакансем çеç мар, ташлакансем те пулĕç. Ăсталăха ÿстерес-туптас ĕç пĕр самант та чарăнмалла мар. Концерт çи-пуçне те аталантармалла. Стратеги планне веçех çутатмăпăр - пурнăç кăтартĕ вăл вăй илсе пынине. Çакна пĕлтерер: «Юрлакан чĕресем» çитес пысăк концерта тепĕр çул, акан 25-мĕшĕнче - Чăваш чĕлхи уявĕнче - ирттерме палăртнă.
Евгени ВОЛЧЕЦКИ