Комментари хушас

29 Чÿк, 2013

Йĕплĕ пралук леш енче те - çынсемех

ФСИНăн Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем судпа айăпланнă тăванĕсемпе черетлĕ тĕл пулу ирттерчĕç. Зала пухăннисене пурне те пĕр хуйхă пĕрлештерчĕ: пĕрин - ывăлĕ, теприн пиччĕшĕ, виççĕмĕшĕн амăшĕ йĕплĕ пралук леш енне лекнĕ. Тĕл пулура кашнинех хăйне пăшăрхантаракан ыйтăва уçăмлатма май пулчĕ.

Пулăшас тĕллевпе

Малтанах ФСИНăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Алексей Нецкин ведомство ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Республикăри управлени тытăмне айăпланнисене тытмалли 11 учреждени, следствин 2 изоляторĕ кĕрет. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне юсанмалли учрежденисенче 7737 çын шутланнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, ку кăтарту пĕчĕкленнĕ /8889 çын/. УФСИН Чăваш Республикинче преступлени тăвассине, йĕркене пăсассине пĕчĕклетессипе çыхăннă профилактика программине хатĕрлес ĕçе хутшăннă. Унăн тĕп тĕллевĕ - йĕплĕ пралук леш енчен тухнă çынна пурнăçра вырăн тупма, ĕçе вырнаçма пулăшасси. Кăçалхи 10 уйăхра 612 çын ирĕке условлă майпа тухнă. Тĕрмерен тухма хатĕрленекенсене пулăшас тĕллевпе кăçал вакансисен ярмăрккине 5 хут ирттернĕ. Юсанмалли пур учрежденире те информаци терминалĕсем вырнаçтарнă. Унта вакансисен базипе паллашма кăна мар, юридиципе çыхăннă кирек мĕнле ыйтăва уçăмлатма та пулать. Йĕплĕ пралук леш енче ларакан 30 çула çитмен çыннăн вăтам пĕлÿ илме те май пур. Унта 0-мĕш класран пуçласах вĕрентеççĕ. Алексей Нецкин палăртнă тăрăх - тĕрмене лекнĕ хăш-пĕр айăпланакан çырма-вулама та пĕлмест. Теприсем унтах аслă пĕлÿ илеççĕ. Кунашкаллисем – 31-ĕн. Хăшĕ-пĕри дипломлă пулнă ĕнтĕ. 65-шĕ професси пĕлĕвĕ илет. Кĕçех тăванĕсен йĕплĕ карта леш енчи ывăлĕ-хĕрĕпе, ашшĕ-амăшĕпе видео урлă курнăçма май пулĕ. Ку шухăша малтан çакнашкал тĕл пулусенчен пĕринче сĕннĕ-мĕн. Управлени ĕçченĕсем çийĕнчех шута илнĕ: кĕçех юсанмалли учрежденисенче ятарлă хатĕрсем вырнаçтарĕç.

 

Тĕрлĕ ыйту тавра

Управлени ĕçченĕсен тĕрлĕ ыйтăва уçăмлатма тиврĕ. Хăш-пĕр ăнланманлăха шута илчĕç - вырăнта тĕрĕслемешкĕн. Пухăннисене ытларах айăпланнисене мĕн тăхăнтартни, çитерни кăсăклантарчĕ.

- Юсанмалли учрежденисенчи лавккасенче 1 литр сĕт мĕншĕн 70 тенкĕ тăрать? - ыйтрĕ пĕр хĕрарăм. Шел те, ку тĕлĕшпе управлени нимĕн те тăваймасть - лавккасем усламçăсен. «Эппин, лайăх коммерсант шырамалла», - сĕнчĕ çав хĕрарăмах. Тепĕр хĕрарăм йĕплĕ карта леш енчи тăванне 3 уйăхра пĕр хут çеç /20 килограмм/ апат илсе килме юранăшăн пăшăрханчĕ. «Çак тапхăрта 10-шар килограмм икĕ хут илсе пыма пулмасть-ши? Унсăрăн 1-2 эрне лайăх апатланĕ те темиçе уйăх каллех выçă ларĕ», - терĕ вăл.

- Эсир айăпланнисене выçă тытаççĕ тесе шухăшлатăр-и? Приказ приказах. Ăна эпир шухăшласа кăларман, пăхăнмаллах, - хуравларĕ Алексей Нецкин. - Пирĕнпе, апат-çимĕçе лавккаран туянакансемпе, танлаштарсан - йĕплĕ пралук леш енчисем таса аш-какай çиеççĕ - ГМОсăр. Выльăх-чĕрлĕхе хăйсем ÿстереççĕ, чăхсем те тытаççĕ, тыр-пул та çитĕнтереççĕ. Вĕсен хăйсем туса илнĕ макаронпа, çăмартапа апатланма май пур.

- Манăн анне юсанмалли 7-мĕш колоние лекрĕ. Вăл артритпа аптăрать, ури çине самаях пысăк мăкăльсем тухнă. Эпĕ ăна хĕллехи пушмак параятăп-и? Колонире пани хĕсет, кивĕ, ăшă мар, - ыйтрĕ пĕртен пĕр çывăх çыннисĕр юлнă хĕр. Айăпланнисене тумтирпе тивĕçтернине, вĕсен йышăннă формăпа çÿремеллине ăнлантарчĕç. Кĕçех унтисене çĕнĕ тум парĕç. РФ Юстици министерстви урăх йышши формăна çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн кашнине свитер, ăшă çĕнĕ пушмак валеçĕç. «Ирĕк пулнă тăк айăпланнисене кăçатă парăттăмăр, анчах каллех - приказ», - терĕ Алексей Нецкин. Вăл пухăннисене йĕплĕ пралук леш енчисем япăх пурăнманнине ĕнентерме тăрăшрĕ. Тĕслĕх илсе кăтартрĕ. Пĕр кинемей КПП-ра макăрса ларнă. Ун патне колони ĕçченĕсем пынă: мĕн пулнă? «Мăнукăм начар пурăнать пуль. Сивĕ, выçă...» - ăнлантарнă лешĕ. Кинемее колоние кĕртнĕ, унти пурнăçпа паллаштарнă - пĕтĕмпех йĕркеллĕ. «Ну, асанне, халĕ те йĕрĕн-и?» - ыйтнă мăнукĕ. «Эсĕ лайăх пурăнатăн-ха, кĕçĕннине мĕнле вырнаçтармалла-ши?» - куляннă ватăскер. «Шÿт ку», - унтан-кунтан сасă илтĕнчĕ залра. Çук иккен - чăн пулниех. Те ĕненмелле?

- Айăпланнисене мĕншĕн эмел пама юрамасть? Вĕсен урисем кăмпапа сиенленнĕ, колонире вара унран сипленмелли маç-эмел çук, - пăшăрханса ыйтрĕ тепĕр хĕрарăм.

- Сирĕнтен мĕншĕн йышăнман вара? Эсир парасшăн пулнă-им? - тĕлĕнчĕ пуçлăх.

- Çук, ăна посылкăна хуман. Пĕлтерÿре: «Айăпланакана эмел пама юрамасть», - тесе çырсан чикнин усси пур-им?

Кунта хăйне евĕрлĕх пур. Эмел хăвăрт пăсăлма пултарать. Ăна упрамалли услови расна. Тен, маç шăнĕ е ирĕлĕ? Айăпланнă çынна эмел парас килсен «Яваплăха хамăн çине илетĕп», - тесе ыйту çырмалла. Тепĕр тесен, юсанмалли учрежденисенче эмел çителĕклех.

- Унта иммун тытăмне çирĕплетме пулăшакан препаратсем те пур. Вăл йÿнех мар. Эсир ирĕкре хăвăр валли ăна туянатăр-и? Ахăртнех, çук, - терĕ Алексей Нецкин. Пухăннисем йĕплĕ карта леш енчи тăванĕсене электрочейникпе усă курма чарнăшăн пăшăрханчĕç. Кипятильникпе юрать-ха, анчах вăл та мĕн тума кирлĕ? Пур колонире те вĕретнĕ шыв пур - пыр та ил.

Ыйту хыççăн - ыйту. Тĕл пулу «чĕрĕ» калаçăва çаврăнчĕ. Тăванĕсем мĕншĕн куляннин сăлтавĕ паллă ĕнтĕ: «тĕрме» сăмах ырă туйăм çуратмасть. Йăнăш тунă çын та - çыннах.

- Йĕплĕ карта леш енне лекнисем чи малтанах - Раççей гражданинĕсем. Унтан тухсан пур пĕрех пирĕн хушăмăра лекĕç, çавăнпа пирĕн вĕсемшĕн тăрăшмалла, - калаçăва вĕçлерĕ Алексей Нецкин.

Ирина ЕВГЕНЬЕВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.