Комментари хушас

29 Чÿк, 2013

“Çапла пултăр!” - пĕрремĕш

Телекуравра ток-шоу йышланчĕ. Пĕрремĕш каналпа Андрей Малахов ертсе пыракан «Пусть говорят» йышшине халăх уйрăмах кăмăллать. Ку проектсенче пурнăçри çивĕч ыйтусене сÿтсе яваççĕ, халăха хумхантаракан пулăмсене тишкереççĕ. Чăвашăн та каламалли шухăш чылай. Ăна хумхантаракан ыйтусене Чăваш наци телекуравĕн «Çапла пултăр!» ток-шоура хускатаççĕ. Чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери телекурав кунĕпе пĕрлех чăвашсен çак кăларăмĕ эфира тухма пуçланăранпа çулталăк çитрĕ.

«Çапла пултăр!» проект авторĕ - Татьяна Ильина. Программа пĕр сехете тăсăлать. Ертсе пыракансем - Татьяна Ильинапа Геннадий Максимов - вăл е ку темăпа килĕшÿллĕн ÿкерĕве республикăри паллă çынсене чĕнеççĕ. Паянхи кунччен эфира тухнă кăларăмсенче тĕрлĕ ыйту çĕклерĕç. ЧР наци политикин концепцийĕ, чăваш халăх пурнăçĕнче чĕлхепе йăла-йĕрке еплерех вырăн йышăнни, Шупашкар хули йĕркеленнĕренпе - 550 çул тата Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ май мĕн-мĕн тăвасси, чăваш театрĕ халăх вăй-хăвачĕ-и е вăйă çеç-и, чăваш литератури тата ытти ыйту тавра калаçрĕç, малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕç вĕсенче.

Кăларăма ертсе пыракансем - чăваш халăхĕшĕн тăрăшакан анлă тавра курăмлă çынсем. Татьяна Ильина - РФ Журналистсен союзĕн членĕ, Çемен Элкер ячĕллĕ преми лауреачĕ. Вăл Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕнче, «Химпром» АУО генеральнăй директорĕн пулăшуçинче, пресс-служба ертÿçинче, республикăн патшалăх влаçĕн органĕсенче, «Атăл-Волга» ИÇ директорĕн-тĕп редакторĕн çумĕнче ĕçленĕ. Халĕ вăл - Чăваш наци конгресĕн ĕçтăвком председателĕ.

Геннадий Максимов - ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çемен Элкер ячĕллĕ преми лауреачĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсенче 1979 çултанпа: Комсомольски районĕнчи «Октябрь ялавĕ» хаçат радиоорганизаторĕ, корреспондент, Чăваш телекуравĕн ачасемпе çамрăксен передачисен пайĕн ертÿçи, «Хресчен сасси» хаçатăн тĕп редактор çумĕ, «Çамрăксен хаçачĕн» редакторĕ... 1994 çултанпа - «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн çумĕ. «Сталин грамоти», «Çĕрĕллĕ хура кушак», «Танец в ночи» кĕнекесен авторĕ. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн ăна «ЧР умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе чысланă.

Каласа хăварам: иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен вĕçĕнче, 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Татьяна Ильинапа Геннадий Максимов, иккĕшĕ те Каçал тăрăхĕнче çуралса ÿснĕскерсем, Чăваш патшалăх телекуравĕнче пĕр сехетлĕх ИПК /информаципе публицистика кăларăмĕ/ тÿрĕ эфирта ертсе пынă. Апла тăк - çамрăклăхне тепĕр хут таврăнни, Чăваш наци телекуравĕнче «Çапла пултăр!» ток-шоу калăплама тытăнни хăйне евĕрлĕ те пархатарлă пулăм. Кăсăкли тата акă мĕн - ĕлĕк ИПК чи лайăх передачăсен йышĕнчеччĕ, халĕ «Çапла пултăр!» рейтингра пĕрремĕш.

«Çапла пултăр!» чăваш халăхĕшĕн - питĕ кирлĕ телекăларăм, çавăнпа вăл малашне те кулленхи çивĕч ыйтусене хускаттăр, вĕсене уçăмлатма, пурнăçлама пулăштăр.

Алена ТИМКОВА.

Владимир ФИЛИППОВ

сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.