Archive - Чÿк 2013

ноябрь 28th

28 Чÿк, 2013

Илеме туйма пĕлсен...

Фольклорта - халăх историйĕ, пурнăçĕ, чĕлхе малашлăхĕ. Чăваш фольклорне аталантарма ăнтăлакан Наталья Васильева шăпах çапла шухăшлать. Пурнăçне чăваш юрри-ташшипе çыхăнтарнă пике мĕншĕн çак çула суйласа илнĕ-ши? Паянхи ачасене халăх юррисемпе кăсăклантарма йывăр мар-ши?

28 Чÿк, 2013

Çамрăксем пур чухне ял пĕтместех

«Пирĕн тăрăхра пултаруллă, маттур та тăрăшуллă çынсем пурăнаççĕ, тăван кĕтесе аталантарма ăнтăлаççĕ. Юлашки вăхăтра çамрăксем яла юлас туртăм та палăрма пуçларĕ», - çапла пуçларĕ калаçăва Елчĕк районĕнчи Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Людмила Смирнова çав хутлăхри хĕрсемпе каччăсен тата çамрăк çемьесен пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ пирки сăмах пуçарсан.

28 Чÿк, 2013

"Раççей гражданинĕ пулнăшăн мăнаçланатăп!"

Шупашкарти 38-мĕш вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Анатолий Шакмаков кăçалхи юпа уйăхĕн 29-мĕшне нумайлăха ас туса юлĕ: шăпах çав кун вăл Ача-пăча полицейски академийĕн итлевçин пакунĕсене тивĕçрĕ.

28 Чÿк, 2013

Тĕлĕнтерекен çын

Михлеев хушамат темиçе çул каяллах «Цветные сны с черно-белым финалом» фильма пăхнă хыççăн асра юлнă. Хирург çĕççи айне темиçе хутчен те выртнă Чернобыль ачисен шăпи пăлхантарнăран фильма ÿкерекенсем пирки пĕлес килнĕччĕ. Вĕсенчен пĕри - авторĕ, операторĕ, вырăнлă юрă-кĕвĕ тупаканĕ - чăваш пулнине пĕлсен вара питĕ тĕлĕннĕччĕ.

28 Чÿк, 2013

«Туртах, нихăçан та ватăлмастăн...»

Çак сăмахсемпе уçрĕ республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли Пирус туртассине хирĕçлекен кун умĕн ирттернĕ пресс-конференцие ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви çумĕнче йĕркеленĕ Табак туртнине хирĕç кĕрешекен координаци канашĕн председателĕн çумĕ Михаил Федотов, унтан çапла хушса хучĕ: « Мĕншĕн тетĕр-и? Ун пеккисем ватлăх кунĕсем çитиччен пурăнаймаççĕ вĕт».

28 Чÿк, 2013

Умра - яваплă тапхăр

Хĕле кĕретпĕр, çавна май РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ĕнер видеоконференци мелĕпе регионсен ертÿçисемпе ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри селектор канашлăвĕ шăпах вăхăтлă пулчĕ. Унта РФ субъекчĕсем кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра мĕнле хатĕрленсе çитнине тĕплĕ тишкерчĕç.

28 Чÿк, 2013

Кăткăс пурнăç нумай вăхăтлăх мерăсем ыйтать

Ĕç рынокĕнче паян çĕнĕ мерăсем кирлĕ. Раççей Правительстви вĕсене палăртрĕ ĕнтĕ. Çакăн пирки сăмах пырать Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Петрович Димитриев "Хыпар" хаçата панă интервьюра.

28 Чÿк, 2013

Çÿхе пăр, пушар... Инкекрен сыхланар!

Çанталăк сивĕтме пуçларĕ, çавна май эпир пурте килте ăшă пултăр тесе тăрăшатпăр. Шăпах çак тапхăрта пушар шучĕ палăрмаллах ÿснине пĕлтереççĕ çăлавçăсем. Теприсем тата юхан шывсемпе кÿлĕсене пăр ларнă-ларман ун çине кĕрсе шар кураççĕ. Çанталăк сивĕтме тытăннă май инкек ытларах тухни пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе çак кунсенче ирттернĕ видеоконференцире те пăшăрханса каларĕ, çавна май муниципалитет ертÿçисен уйрăмах тимлĕ пулмаллине аса илтерчĕ. Михаил Васильевич ку енĕпе профилактика мерисене вăйлатма сĕнчĕ.

28 Чÿк, 2013

Çĕмĕрлесен çăхавĕ, никам пĕлмен завод...

Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашĕн ертÿçисене, депутачĕсене тав тунинчен пуçларĕ. Сăлтавĕ - виçĕм кун вĕçленнĕ сессире парламентарисем республикăн çитес виçĕ çуллăх бюджетне йышăнни. «2014 çула финанс докуменчĕпе кĕретпĕр, - кăмăллăн палăртрĕ Михаил Васильевич. - Халĕ Правительствăн тивĕçлĕ йышăнусем хатĕрлемелле. Бюджетра пăхса хăварнă укçапа туллин тата вăхăтра усă курассине тивĕçтермелле. Строительствăпа çыхăннă ĕçсем тăсăлса ан кайччăр - 1-мĕш кварталтах ĕçе тытăнмалла пултăр. Вăхăтра пурнăçланине хам тĕрĕслесе тăрăп».

ноябрь 27th

Pages