Комментари хушас

29 Чÿк, 2013

“Инфекцие аякран çаклатса килеççĕ”

Раштавăн 1-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери СПИДпа кĕрешмелли кун. Специалистсем паян ВИЧ-инфекци ертме пултаракан çынсен ушкăнне палăртмаççĕ. Хăй вăхăтĕнче, 5-10 çул каялла, çак йыша “каçхи лĕпĕшсене”, инçе çула çÿрекен водительсене, наркомансене, гомосексуалистсене кĕртнĕ пулсан халĕ пачах ун пек мар. Ара, этем иммунитетне пĕтерекен чир ятарлă йĕркене пăхăнман кирек мĕнле çынна та çапса ÿкереет-çке. Хăй ĕмĕрĕнче ВИЧ-инфекциллĕ пĕртен пĕр арçынпа пĕр хут çеç сыхлав хатĕрĕсĕр савăшнă хĕрарăма та. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ ирттерме палăртнă кун çывхарнă май СПИДпа кĕрешекен тата профилактика ĕçĕсем ирттерекен республикăри центрăн методист тухтăрĕпе Ирина КОЧЕРОВĂПА калаçрăм, тĕрлĕ ыйтăва хуравлама ыйтрăм.

Виçĕ мел çинчен

- Ирина Владимировна, ВИЧ-инфекци сывă çынна епле майпа ерме пултарни пирки нумай калаçаççĕ. Интернетра та ку тĕлĕшпе хыпар нумай, анчах вĕсен хушшинче пĕр-пĕрне хирĕçлекеннисем те пур. Хăшне ĕненмелле?

- Çын иммунитетне пĕтерекен вирус виçĕ майпа ерме пултарать. Пĕрремĕшĕ - юн урлă. Ку мелпе чылай чухне пĕр шприцпа, йĕппе усă куракан наркомансем чирлеççĕ. Вĕсем ыттисем хыççăн хăйсен юн тымарне наркотик яраççĕ те çакăнпа пĕрлех ВИЧ-инфекци ертме пултараççĕ. Çавăн пекех юнлă суран, лăймака сий çине вируслă юн лексен инфекци куçас хăрушлăх пысăкланать. Тепĕр мел - ар çыхăнăвĕ урлă. Сăмах май, юлашки çулсенче çак мелпе чирлекен хĕрарăмсен те, арçынсен те йышĕ нумайланать, çавăнпах пурне те савăшнă чухне презервативпа усă курма хистетпĕр. Виççĕмĕшĕ - ВИЧ-инфекци чирлĕ амăшĕнчен ачине варта тата çуралсан кăкăр ĕмĕртнĕ чухне ерме пултарни.

- Этемĕн мĕнле шĕвекĕсенче çак инфекцин тепĕр çынна ертмелĕх вирус пур-ха?

- Юнра, арçыннăн ар вăрлăхĕнче, хĕрарăмăн ар органĕн секрецийĕнче тата кăкăр сĕтĕнче.

- Сĕлекере вара? Интернетри информацисенче унра та ВИЧ-инфекци вирусĕ пуррине палăртаççĕ-çке. Ун пек тĕк арçынпа хĕрарăм асса кайса чуп тусан та чир ерме пултарать.

- Чуп туни тĕрлĕрен пулать. Пит çăмартинчен, çамкаран тутапа сĕртĕнни, паллах, хăрушлăх кăларса тăратмасть. Çынсем расна чуп тăваççĕ. Сăмахран, çавăн чухне тутана çыртсан ВИЧ-инфекци, гепатит куçас хăрушлăх пур. Сиенленмен ÿт урлă вирус ермест.

- Чăваш Енре çак чир тĕлĕшпе лару-тăру еплерех? Раççей шайĕнчи пекех-и?

- Пирĕн çĕр-шывра 100 пин çын пуçне 48-49 çын ВИЧ-инфекциллĕ, федерацин Атăлçи тăрăхĕнче ку кăтарту 53-54 çынпа танлашать. Чăваш Республикинче 100 пин çынран 11-шĕн иммунитета тапхăрăн-тапхăрăн хавшатакан вирус пур. Çапах ку лăпланса лармалли сăлтав мар. Кăçал кăна, чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне, 127 çын çак чирпе нушаланнине тупса палăртнă. Пĕлтĕрхи вунă уйăхра çĕнĕ 115 тĕслĕх пулнă. Республикăра ВИЧ-инфекципе чирлĕ 1599 çынна шута илнĕ, вĕсенчен 333-шĕ пурнăçран уйрăлнă, çак йышран 90-шĕ чир СПИД тапхăрне куçсан вилнĕ. Халĕ Чăваш Енре ВИЧ-инфекциллĕ 1262 çын пурăнать.

 Ача кĕтнĕ чухне пĕлсен...

- Пирĕн регионта миçе çын çак чиртен сипленет? Вĕсен йышĕнче СПИДпа асапланакансем те пур-и?

- Тухтăрсем сипленме сĕннĕ мĕн пур пациент антиретровируслă препаратсемпе усă курать, пурнăçне вăрăмлатать. Ятарлă курссем витĕр куллен тухакансен 2,8 проценчĕ çеç СПИДпа чирлĕ.

- Çапах пĕлес килет: республикăри хăш кĕтесре ВИЧ-инфекципе нушаланакан ытларах?

- Ку тĕлĕшпе пире Канаш районĕпе хули, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри районĕсем сехĕрлентереççĕ.

- Çын ар çыхăнăвĕ урлă куçакан çак чирпе нушаланнине ăçта нумайрах тупса палăртаççĕ: поликлиникăра-и, стационарта-и е СПИД-центрта-и?

- Халĕччен инфекци ертнисен 44 проценчĕ çак чирпе нушаланнине поликлиникăра юн панă хыççăн пĕлнĕ. Кăçал унашкаллисен шучĕ - 50,4 процент.

- Статистика кăтартăвĕ тăрăх, хĕрарăмсенчен пĕр пайĕ савăшу урлă куçакан çак инфекцие çаклатнине çие юлсан çеç пĕлет. Кун пек чухне вĕсен чи малтан мĕн çинчен шухăшламалла?

- Тухтăрсем ача кĕтекен хĕрарăма вăл ВИЧ-инфекциллĕ пулни çинчен каласанах унăн чи малтан пирĕн центра килмелле. Кунта ăна шута тăратаççĕ, кирлĕ тĕпчевсем ирттереççĕ. Унсăр пуçне антиретровируслă препаратсем çырса параççĕ. Шăпах çакă вирус варти ачана куçасран сыхлама май парать те. Çавăн пекех чирлĕ хĕрарăмăн гинеколог патĕнче шута тăмалла. Вăл та ятарлă анализсем памашкăн направлени хатĕрлет. Вĕсем урлă пулас амăшĕн иммун тытăмĕн шайне тĕрĕслеççĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕ специалистсене тĕрĕс сиплев палăртма пулăшать. 2004 çултанпа Чăваш Енре ВИЧ-инфекциленнисен пысăк пайĕ вируса ар çыхăнăвне кĕрсе çаклатнă, вĕсенчен чылайăшĕ - ача çуратмалли вăхăтри хĕр-хĕрарăм. Паллах, кашнинех амăшĕ пулас килет, çав шутра - ВИЧ-инфекциллисен те. Палăртмалла: юлашки вăхăтра сывă çуралакан ача нумайланать.

- Пирĕн республикăра ВИЧ-инфекциллĕ хĕрарăмсенчен чирлĕ миçе ача çуралнă?

- Иртнĕ çулсенче кунашкал пĕр тĕслĕх те шута илмен. Хими профилактикин виçĕ тапхăрĕ витĕр тухнă хĕрарăмсем сывă пепкех çуратнă.

Шприцри юн

- Ирина Владимировна, эсир çÿлерех наркомансем пирки асăнтăр-ха. Çак тĕлĕшпе манăн тепĕр икĕ ыйту пур. Усал çак йăлапа туслă çынсен миçе проценчĕ вируса пĕрлехи шприцпа, йĕппе усă курса ертнĕ? Этем иммунитетне пĕтерекен вирус çут çанталăкра часах юрăхсăра тухать теççĕ. Тĕнчене çавăрса илнĕ серепере çырнине ĕненес тĕк - вăл йĕпре 10 талăк таранах упранма пултарать. Ку тĕрĕсех-и?

- Психика тĕлĕшĕнчен хастар препаратсене юна янă май инфекциленекен нумаййи чылай регионшăн çивĕч ыйту. Чăваш Енре кунашкаллисен йышĕ 38,4 процент. Эпир паян калаçакан вирус сывлăшра часах пĕтет, чирлĕ наркоман усă курнă шприцри, йĕпри типсе хытнă юнра вара вăл темиçе эрне те упранаять.

- Чăваш Енре пурăнакансен пысăк пайĕ хамăр тăрăхра тивĕçлĕ шалуллă ĕç çуккипе аякка тухса çÿрет. Эпĕ илтнĕ тăрăх - мăшăрлисемех “чир çыххине” унтан пуçтарса килеççĕ. Ку чăнлăхпа пĕр килет-и?

- Шел те, хирĕçлесе калама çук. Чăнах та, Чăваш Енре пурăнакан ВИЧ-инфекциллĕ çынсен 35 проценчĕ чире ют регионтан илсе килнĕ. Раççейĕн тĕп хулинче тата Мускав облаçĕнче инфекци ертекен уйрăмах нумай: 25 процент.

- Чăваш Ене ют çĕр-шывсенчен, çав шутра - Африкăри чир анлă сарăлнă патшалăхсенчен, çамрăксем йышлăн вĕренме килеççĕ. Вĕсен сывлăхне тĕрĕслеççĕ-и? Çакскерсем пирĕн граждансемшĕн хăрушлăх кăларса тăратмаççĕ-и?

- 1995 çулта кăларнă “Раççей Федерацийĕнче ВИЧ-инфекци сарăласран хÿтĕлемелли çинчен” федераци саккунĕнче палăртнă тăрăх - гражданлăхсăррисен тата ют çĕр-шыв çыннисен Раççее килмешкĕн виза иличчен ВИЧ-инфекци пуррипе çуккине тĕрĕслени çинчен документ тăратмалла, унсăрăн пирĕн çĕр-шыва кĕмешкĕн ирĕк памаççĕ. Чăваш Ене чикĕ леш енчен вăхăтлăха килнисене тĕрĕслеççĕ, енчен те ВИЧ-инфекци тупса палăртсан вĕсене саккунпа килĕшÿллĕн тăван тăрăхне ăсатаççĕ.

Йÿнни йÿнеçтерет-и? Хакли хакне кăларать-и?

- Лайăх пĕлмен çынпа презервативсăрах савăшнисене специалистсем 3, 6 тата 12 уйăхран тĕрĕсленме сĕнеççĕ. Мĕншĕн? “Ирхине пĕр хĕрарăмпа çывăрса вирус ертнĕ арçын каçхине теприне чирлеттерме пултарать”, - тенине ĕненмелле-и?

- Юнра çак инфекци тĕлĕшпе ют кĕлеткесем /антитела/ пуррипе çуккине лабораторире палăртаççĕ. Специалист “-” паллă лартса пани çын ВИЧ-инфекциллĕ маррине пĕлтерет, анчах чылай чир пекех ку инфекцин те инкубаци тапхăрĕ пур, вăл вăтамран 3 уйăха тăсăлать. Ун чухне юнри ют кĕлеткесем курăнмасан та пултараççĕ. Çак тапхăрта çын хăй чирлине пĕлмесĕрех ыттисене вирус ертеет.

- “Йÿнни йÿнеçтерет, хакли хакне кăларать”, - теççĕ. Лавкка-пасарта презервативсене тĕрлĕ хакпа сутаççĕ: 5 тенкĕлĕххи те, 200-300-ли те пур. Ку пахалăхран килет-и?

- Презерватив пахалăхĕ хакран мар, ăна епле тиесе вырăнтан вырăна куçарнинчен, мĕнле температурăра упранинчен тата ытти лару-тăруран килет. Унсăр пуçне усă курма ирĕк панă тапхăра шута илмелле. Паллах, киосксенче кирлĕ условисем пирки манаççĕ, çавăнпа çак тавара аптекăра туянмалла. Çапах нимĕнле презерватив та 100 проценчĕпех шанчăк кÿреймест. Тепĕр самант: унпа пĕлсе тата тĕрĕс усă курмалла.

- Халĕ диспансеризаци ирттереççĕ. Çамрăксен хушшинче те усал шыçăпа чирлекенсем пур, çапах ку тĕлĕшпе ятарлă тĕрĕслевсем ирттермеççĕ. ВИЧ-инфекци тупса палăртас енĕпе те çаплах. Мĕншĕн пурин юнне те лабораторире тĕрĕслес мар?

- Çÿлерех асăннă саккунра палăртнă тăрăх - ку ĕç-пуçа пациентăн ирĕкĕпе кăна ирттерме юрать. Çавăн пекех унта юна тÿлевсĕр тата ят-шыва палăртмасăр тĕрĕслеттерме ирĕк пурри çинчен те каланă.

- “СПИДпа чирлесрен шутсăр хăратăп. Хĕрпе ар çыхăнăвне кĕрсенех ВИЧ-инфекцин пĕрремĕш паллисене шыратăп. Шăнса чирлесен е грипп ертсен канăçа çухататăп. Çак фобирен мĕнле хăтăлмалла-ши?” - ыйту шăрçаланă пĕр каччă Интернетри форумра. Пирĕн хушăра кунашкалли сахал мар, вĕсене пулăшма май пур-и?

- Чăнах та, тĕрĕсленнĕ хыççăн та иккĕленекен питĕ нумай. СПИДофоби - ипохондрин пĕр тĕсĕ. Ипохондри вара - çын чирлесрен çав тери хăрани. Ара, аякран чиксен те усал шыçăпа аптăратăп пулĕ тесе сыватмăша чупса пыракансем пур-çке. Телее, çакăн пек фобирен хăтăлма май пур. Ялан пăшăрханакансен пĕр тăхтаса тăмасăрах пысăк квалификациллĕ психотерапевт патне каймалла. Вăл тĕрĕс сиплев палăртса çынна лăпкăн пурăнма хăнăхтарĕ.

Дмитрий МОИСЕЕВ калаçнă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.