Асанне пахчинчи качака
Пурнăçа ăнланса, унăн тĕшшине курса пурăнма пĕлнĕ çав ĕлĕк чăвашсем. Ырă йăла-йĕркене тытса пынăран ялсем паянхи пек йышсăрланман. Хăнана каймалла чухне парне пама та пĕлнĕ. Пĕлтерĕшлĕ пулнă вăл. Калăпăр, ывăл авланать, ашшĕ-амăшĕн килĕнчен уйрăлса тухать те хăй йăва çавăрать. Малтанах пÿрт лартнă, иккĕмĕш хуралтă - мунча. Çак ятпа хăнасене çĕнĕ пÿрт ĕçкине йыхравланă. Тăванĕсем парнепе пынă.
Хĕр качча кайнă чухне мĕн парнелемелли пирки те малтанах калаçса татăлнă. Выльăх-чĕрлĕх тĕп вырăнта пулнă. Пушмак пăру парсан аван, унтан ĕне пулать. Сурăх-путек, хур-кăвакал та вырăнлă.