- Чăвашла верси
- Русская версия
Таса чунлисем телейлĕ
- Чиркÿре кашни çулах февралĕн 15-мĕшĕнче паллă тăвакан "Сретение" текен уява чăвашла мĕнле каламалла-ши? Çак сăмахăн пĕлтерĕшне ăнланманнипе ыйтатăп.
Нина ПАВЛОВА.
Игнатий атте /СУРАНОВ/, Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр чиркĕвĕн настоятелĕ: - Çак уявăн ятне чăвашла, славян чĕлхинчи пек, пĕр сăмахпа палăртма çук. Питĕ кĕскен каласан та виçĕ сăмахран кая пулмасть: Хирĕç тухса илни. "Кама хирĕç тухса илни?" – тесе ыйтатăр-и? Ватă Симеон пророк пĕчĕк Иисус Христоса Турă Çуртĕнче кĕтсе илет. Çапла майпа унта Авалхи Халалпа Çĕнĕ Халал тĕл пулаççĕ. Манăн вара кăшт урăхларах ыйтас килет. Мĕн каласшăн пулнă-ши святой аттесем çак пулăма чиркÿре уяма палăртса е, тата анлăрах илсен, мĕне вĕрентет пире çак уяв?.. Ыйтăвне патăм-ха, анчах, туятăп, хамăнах хуравлама тивет ăна. Мĕн тăвăн, священникăн çĕклемĕ çавнашкал - чи йывăрри ун çинче.
Енчен те эпир ку çĕр çинче пурăннă чухне хамăра Пултараканпа тĕл пулаймасан. Унпа паллашаймасан леш тĕнчене куçсан (унта каймасăр вара никам та юлмасть) - ниепле те тăваймăпăр çакна. Юрий Гагарин космонавт та çакăнпа килĕшнĕ теççĕ. Вăл тĕнче уçлăхĕнчен вĕçсе таврăнсан унта Турра курнипе курманни çинчен хăйĕнчен ыйтакансене ассăн сывласа çапла хуравланă иккен: "Турăпа кунта çĕр çинче тĕл пулаймасан, унта çакна тума йывăртарах çав". Çавăнпа Турăпа тĕл пуласси пирĕн пурнăç тĕллевĕ, тĕп шухăшĕ пулмалла. Çак тĕлпулу пултăр тесе мĕн кирлине Çÿлти Аттемĕр Хăй пĕтĕмпех панă. Пирĕн кăмăл, пирĕн ирĕк кăна кирлĕ. Тата, паллах, чĕремĕрсем таса пулни. Сăваплă Çыру та çаплах калать. Таса чĕреллисем телейлĕ, вĕсем Турра курĕç (Мф 5,8), - тенĕ унта.
Эпир Турра курнине, Вăл пирĕн чĕрене кĕнине пĕлме пулать-и? Пулать. Акă, калăпăр, кам та пулин кăмăла килмен, кÿренмелли сăмах калать пире е сăлтавсăрах айăплать. Мĕн тăватпăр кун пек чухне? Турă Сăмахне асра тытса хамăр каçару ыйтатпăр-и? Е шăппăн, ăшра уншăн кĕлтуса, пăрăнса утатпăр-и? Çук, кÿренетпĕр те тÿрех хирĕç чĕнетпĕр. Тата вирлĕрех, хыттăнрах. Çăварне урăх ан уçайтăр çав çын. Малалла вара мĕн? Вăрçă пуçланать. Мăнкăмăллă пулнăран пĕрин те парăнас килмест.
Халĕ тата тепĕр ыйту. Кам та пулин йытта кÿрентерсен мĕн тăвать вăл? Вĕрет, хирĕç сикет, çурса тăкма хатĕр. Вăрçтараканни пăрăнса утсан та хыçран чупса тем вăхăтчен вĕрет… Эпир те хамăра кÿрентерекенсемпе çаплах тумастпăр-и?.. Апла пулсан йытăран мĕнпе уйрăлса тăратпăр эпир? Икĕ ураллă тата хÿресĕр пулнипе-и?..
Куратăр-и, вулаканăмсем, пĕр самантрах мĕн чухлĕ ыйту парса тултартăм сире? Анчах тĕрĕслĕхшĕн çакна палăртмалла. Вĕсене пурне те хамах хуравлама тăрăшрăм-çке. Çавăнпа ытлашши ан айăплăр мана. Юлашки ыйтăвĕсене вара хальлĕхе хуравсăр хăварăпăр. Хуравне кашниех хăйĕн ăшĕнче шыратăр. Чиркĕве çÿретпĕр пулин те, хамăра пăшăрхантаракансемпе йытăлла хăтланатпăр пулсан, Турăпа тĕл пулнă-ши эпир? Вăл пирĕн чĕрене кĕнĕ-ши?.. Мĕн чăрмантарать çакна тума?
Комментировать