Архив - 27 Фев, 2015 - Хресчен сасси

27 Фев, 2015

Чăх чĕппи туяннă чух

Пасартан е урăх çĕртен чăх чĕппи туянсан хăвăртрах киле васкатпăр. Вĕсене куç шăрçи пек пăхма пуçлатпăр. Анчах тепĕр чухне вĕсем пĕр-икĕ кунтанах вилме тытăнаççĕ. Чĕппине те, укçине те шел.

Чăх-чĕп туяннă чух чи малтанах вĕсен чĕрĕлĕхне тĕрĕслемелле. Калăпăр, вĕсем ларакан курупкăна пÿрнепе шаккасан чĕпсен çакна çийĕнчех туймалла - самантлăха шăпланмалла, унтан каллех шиплетме пуçламалла. Пĕр кунри чĕпсен çăра та типĕ мамăк тĕк пулмалла, кăвапи тухса тăмалла мар. Ура çинче çирĕп тăмалла, хыçалти пайĕ нÿрлĕ ан пултăр.

27 Фев, 2015

Грипран сывалма

Вирус инфекцийĕнчен хамăр тĕллĕн сиплеме хăтланса йăнăшсем те тăватпăр. Халăхра çирĕпленнĕ ăнлавсене Марина Нефедова тухтăрпа пĕрле пăхса тухар-ха.

Температура пысăк пулнине чăтса ирттерсен аванрах. Вăл мĕн чухлĕ пысăкрах, вирус организмран çавăн чухлĕ хăвăртрах тухса каять. Чăннипе вара температура 38,5 градусран пысăкрах пулсан ăна чакармалла, мĕншĕн тесен тахикарди ?чĕре хăвăрт тапни% хăрушлăхĕ пулма, сывлăш пÿлĕнме, ăс-тăн арпашăнма, шăнăр туртса лартма пултарать.