Чăх чĕппи туяннă чух

27 Фев, 2015

Пасартан е урăх çĕртен чăх чĕппи туянсан хăвăртрах киле васкатпăр. Вĕсене куç шăрçи пек пăхма пуçлатпăр. Анчах тепĕр чухне вĕсем пĕр-икĕ кунтанах вилме тытăнаççĕ. Чĕппине те, укçине те шел.

Чăх-чĕп туяннă чух чи малтанах вĕсен чĕрĕлĕхне тĕрĕслемелле. Калăпăр, вĕсем ларакан курупкăна пÿрнепе шаккасан чĕпсен çакна çийĕнчех туймалла - самантлăха шăпланмалла, унтан каллех шиплетме пуçламалла. Пĕр кунри чĕпсен çăра та типĕ мамăк тĕк пулмалла, кăвапи тухса тăмалла мар. Ура çинче çирĕп тăмалла, хыçалти пайĕ нÿрлĕ ан пултăр.

Ура çинче аран тăракан, курупкăна шаккаса пăхнине нимĕнле те йышăнман, çурма хупă куçлă чĕпе туянмалла мар.

Тепĕр чух чĕпĕн кăвапи шыçăнса тăрать. Сутуçă çакна чĕп тин çеç çăмартаран тухнипе çыхăнтарать, хайхи шыçă часах чакасса пĕлтерет. Ан ĕненĕр - кунашкал чĕпĕ сывă юлсан та начар аталанать, унран ним усси те пулмĕ.

Çитĕнерех кайнă чĕп туяннă чухне те вĕсем хăйсене епле тытнине сăнамалла: йăрă-и, çуначĕ мĕнлерех? Тĕршĕннĕн курăнакан, хускалсах кайман, çунатĕнче пысăк тĕксем курăнса тăрсан - туянмасан аванрах. Ку паллăсем чĕпсем таçта шăннине, кайран чирлеме пултарасса систереççĕ. Юлашки вăхăтра пасарта çаралма пуçланă чĕпсене сутнине курма пулать. Кунта ним хăрушши те çук - кусем бройлерсем. Çапах та ку ыттисен те çапла пулмалла тенине пĕлтермест, бройлерсене кăна пырса тивет ку.

Кăвакалпа хур чĕппи суйланă чух та çÿлерех асăннă мелсемпе усă курмалла.

Пирвайхи кунсенче чĕпсене чĕрĕ шыв пама юрамасть. Чи лайăххи - вĕретсе пÿлĕм температури таран сивĕтни. Тин вĕретнĕ шыва сивĕнме лартиччен унта мулкач курăкĕн ?тысячелистник% пĕчĕкçĕ туратне ярсан тата лайăхрах - çакă вĕсене чĕкĕрене ересрен упрĕ.

Малтанхи кунсенче чĕпсене манна кĕрпипе е тĕпретнĕ шурă сухарипе хутăштарнă вĕтетнĕ çăмарта памалла. Каярах вара вир, рис, куккурус кĕрписене те пама юрать. Ăшăх турилккере яланах таса шыв пулмалла.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.