Комментировать

11 Фев, 2015

Кинĕ килтĕр кăнтăртан, çимĕç çиттĕр пахчаран

"Хĕрсем пирки хамăн ывăлсене эпĕ тахçанах каласа хунă. Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк районĕсенчен кин кĕртмелле пултăр тенĕ. Кăнтăр енчи хĕрсем мĕн пĕчĕкрен севок сухан йăранĕ çинче пилĕк аваççĕ. Ĕç мĕнне аван пĕлсе ÿсеççĕ", - çапларах каласа тĕлĕнтернĕччĕ мана пĕр çулçÿревре виçĕ каччă ашшĕ. Те чăнласа, те шÿтлесе патлаттарса хучĕ - ун чухне ку шухăша ăша хывман. Канаш районĕнчи Сиккассинчи Олег Васильевич Шпаков фермерпа тĕл пултăм та каллех çак шухăш патне çаврăнса çитрĕм. "Кунта чăнлăх çук мар", - терĕ те тĕслĕхсемпе ĕнентерме тытăнчĕ.

Унпа калаçу пуçличчен çакна палăртмалла. Олег Шпаков - пуян ăс-хакăллă фермер. Вăл хуравлама пултарайман ыйтăва тупма хĕн. Хуравĕсене историри, паянхи пурнăçри вун-вун тĕслĕхпе çирĕплетме тăрăшать. Унпа ăс-тăн тавлашăвĕ пуçлас тесен питех те нумай пĕлмелле, вуламалла, тĕпчемелле, тишкермелле. Политика уншăн кану вăхăтне усăллă ирттерни те ?урăхла каласан - хобби%, хăйне майлă "чир" те. Çакна тунмасть вăл.

- Олег Васильевич, республикăн кăнтăр районĕсенче пурăнакансем Канашсенчен те ĕçченрех-и?

- Ялта 20 сехет ĕçлесен пурнăçа тытса пыма пулать. 8 сехетпе çырлахса пÿрт умне хĕвелçаврăнăш шĕкĕлчеме тухса ларсан хамăра ĕçчен теме йывăртарах. Мари республикинчи Горномарийск тăрăхне çитсе курнă хыççăн хама кахал теес килет тепĕр чухне. Унта Андрей Бабушкин ятлă фермер пур. Сахал йышпах мĕн кăна çитĕнтермест? Пирĕнтен те лайăхрах ĕçлет. Вăйлă фермер. Консерватори пĕтернĕскер çĕр çинче тăрăшать.

- Унран тĕслĕх илесшĕн-и?

- Вăл вăрлăхран сухан ÿстерет. Эпир унран малтан севок тăватпăр, кайран сухан çитĕнтеретпĕр. Пĕлтĕр 4 га севок лартнăччĕ, анчах çу каçипе пирĕн енче çумăр çуманран тухăçпа савăнтараймарĕ. Кăçал сухана вăрлăхран ÿстересшĕн. Çавăнпа вĕренме çÿретĕп. Сухана вырнаçтарма манăн майсем ытларах.

- Пахчаçимĕç çитĕнтерекен фермерсемшĕн ăнăçлă тапхăр çитрĕ пек. Ютран тавар турттарма чарчĕç. Хавхаланса ĕçле те ĕçле... Купăста хакĕ ав çумăр хыççăнхи кăмпа пек ÿсет.

- Пахчаçимĕçсĕр пуçне тырă та ÿстеретĕп. 500 га çинче çĕрулми, купăста, хĕрлĕ кăшман, сухан, кишĕр çитĕнет. Хака хăпартаймастăп. Канаш хулинчи ача сачĕсемпе килĕшÿ тунă та чĕртавара унта ăсататăп. Ыйтсан районти ача сачĕсене те леçетĕп. Купăстана, тĕслĕхрен, килĕшÿре палăртнă 10 тенкĕрен хаклатаймастăп. Лавккасене турттарма та тупăшлă мар. Кĕркунне хак йÿнĕ, çул çÿресех тăкакланатăн. Çуркунне хак ÿссен пахчаçимĕç упранакан хуралта уç та - курттăммăн сутса яр. Капла меллĕрех. Малтан, паллах, лавккасене те турттарнă. Пасара çÿреме вăхăт çитмест.

Çĕр çинче ĕçленин усси çук теместĕп. 1 кило купăста паян 30 тенкĕ тейĕпĕр,анчах тепĕр çултан е кăшт каярах хак палăрмаллах йÿнелмессе кам шантарĕ? Санкцие пăрахăçлĕç те чикĕсене уçĕç, ютран пахчаçимĕç каллех капланса килĕ. Эсĕ вара ырра шанса улмуççи сачĕ лартнă тейĕпĕр. Панулмийĕ пулса çитнĕ вăхăта ютран каллех тавар турттарма пуçласан санăн чĕртавару çĕрсех пĕтет. Мĕншĕн тесен ютран йÿнни килет. Чикĕ леш енче фермерсене патшалăх хыт пулăшать.

- Пĕлнĕ тăрăх, тин фермер ĕçне пуçăнакансене паракан патшалăх грантне эсир те илнĕ. Сире пулăшман мар-çке.

- Тунмастăп, маншăн лайăх пулăшу пулчĕ. Малтан шăллăмпа пĕрле ĕçлеттĕмĕр. Грант пама тытăнчĕç те уйрăм хуçалăх йĕркелес терĕм. Паян çак ĕçе çĕнĕрен пуçланă пулăттăмччĕ-ши? Иккĕленетĕп. Ĕлĕк ĕçе планлатчĕç. Чикĕ леш енче фермерсем ăна-кăна туса иличчен чĕртаварăн хакне тата мĕн чухлĕ лартмаллине пĕлсе тăраççĕ имĕш. Суккăрла ĕçлемеççĕ. Планламасăр аталанма йывăр пек туйăнать. Çĕр çинче тавар туса илекен хăйĕн продукцийĕ ăçта тата мĕн хакпа сутăнасса пĕлсе тăрсан, фермерсене пурне те пĕрле пуçтарса йÿнĕрех хакпа топливо, удобрени туянма май туса парсан нимĕн те кирлĕ мар. Калăпăр, укçалли удобрение кĕркуннех йÿнĕпе туянма ĕлкĕрет. Теприн çуркунне хаклă хакпа çураçма тивет.

Интернетри форумсенче ялхуçалăх ĕçченĕсем тăтăшах: "Эпир субсидисĕрех пурăнма пултаратпăр, шанчăклă хак тытăмне кăна йĕркелĕр", - теççĕ.

- Ху туса илекен тавар хакне пĕлсе ĕçленине, чăн та, нимĕн те çитмест...

- Планлас тытăма пурнăçа кĕртсен тем пекехчĕ. Астăватăр пулсан темиçе çул каяллахи кризис чухнех хамăра хамăр таварпа тивĕçтересси çинчен калаçнăччĕ. Халĕ çав кĕрепле тепĕр хут çамкаран пырса çапрĕ.

Шухăшлатăп та çемье фермисене аталантарма паракан патшалăх укçине перекетлеме те пулать пек. Пĕр вăхăтра вăкăрсене самăртма халăха валеçсе панă. Ĕнесене те çавнашкал майпа çынсене пама пулать. Паллах, ĕçкĕçĕсене парас çук. Тĕплĕ шухăшласа палăртнă условисем патшалăх ĕнине тытакансене хавхалантармалла. Капла пысăк ферма туса укçа тăкакланасси çук.

Ют çĕршывсенче ялхуçалăхĕ фермерсен пысăк мар хуçалăхĕсем çинче тытăнса тăрать. Анчах та... Пĕлетĕр-и, тĕнчери фермерсен вăтам ÿсĕмĕ мĕн чухлĕ пулнине? 60 çул. Шухăшламалăх пур.

- Таçта инçе каймăпăр. Канаш тăрăхĕнче сирĕн пек пахчаçимĕç ÿстерекен чылай-и?

- Эпĕ пĕччен Канаш хулине пахчаçимĕçпе тивĕçтерме пултаратăп. Ытти фермерсем хăйсен таварне ăçта хунине калаймастăп. Пахчаçимĕçпе пирĕн патра ĕçлеме аван пек. Канаш районĕ те, хули те пысăк, вырнаçтарма май пур темелле. Анчах фермерсем сахалрах. Канаша пахчаçимĕçе Шупашкарти курттăммăн сутакан пасартан турттарнине пĕлетĕп.

- Пахчаçимĕçе шăвармалла, алă вĕççĕн пуçтармалла... Тен, çавăнпа унпа ĕçлес текен сахал?

- Купăста калчине эпĕ теплицăра кассетăллă ешчĕксенче çитĕнтеретĕп. Вăйлă тымарлăскере уя кăларса лартсан пĕрре кăна шăваратăп. Купăста кĕркуннехи çумăрпа ытларах ÿсет. Пирĕн патра вăл шăпах çак вăхăтра ислентерет. 10 сортлă купăстаран ытларахăшне ют çĕршывра хатĕрленĕ вăрлăхран çитĕнтернĕ. Шел, хамăр патра паха вăрлăх сахал.

- Олег Васильевич, ял çыннине çĕр хăйĕн патне туртать-и?

- Паян çĕр çинче ĕçлемесĕрех укçа тума пулать. Мускава çÿресе уйăхне 50-60 пин тенкĕ илсе килме май пур чухне мĕншĕн çĕр çинче чакаланмалла? Сывлăх пур чухне çамрăк укçаллă çĕре каять. Ав, пирĕн ялтан пĕри Мускавра пуянсем патĕнче ача пăхать. Виçĕ ачан - виçĕ няня тет. Ачисене ют çĕршыва илсе тухнă чухне пĕрле вĕсене пăхакансем те каяççĕ.

Тепĕр 5 çултан Раççейре çапах та çын шучĕ ÿсет. Кашнин апат çиес килет, çавăнпа камăн та пулин çĕр çинче ĕçлемелле.

Ман шухăшпа 10-15 çултан кăна эпир ялхуçалăхĕ питех те пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланса илĕпĕр. Ун чухне çĕнĕ пурнăç пуçланĕ.

Ирина НИКИТИНА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.