Сиккассисен пултарулăхĕ

11 Фев, 2015

«Тарават» çемьепе тăванлăх ансамбльне ялта çеç мар, таврара та аван пĕлеççĕ. 2005 çулта йĕркеленнĕскер çулсерен çирĕпленсе вăй илет. Унта çамрăк ăрăва явăçтарни унăн малашлăхĕ пуррине пĕлтерет.

«Тарават» çынна тарават

Маларах асăннă районти Кăшнаруйĕнчи Никоноровсен çемье ансамблĕ сцена çинчен анма пĕлмен. Хăйсен пултарулăхĕпе куракана тĕлĕнтернĕ. Сиккассисем те вĕсенчен юласшăн пулман. Культура çурчĕн ертÿçи Ирина Андреева пуçарăвĕпе «Тарават» ушкăн çуралнă. Малтанах 8 çын хутшăннă унта, халĕ - 13 çын. Илемлĕх ертÿçи - Алексей Мурзуков.

«Эпир ытларах вырăнти юрăсене, такмаксене кăмăллатпăр, - калаçăва пуçăнчĕ Ирина Анатольевна. - Çавăнпа та репертуарта вĕсем ытларах. Çавăн пекех Алексей Анатольевичăн юрри-кĕввине те шăрантаратпăр».

Алексей Мурзуков юрăсем те хайлать. Вăл, Канашри педагогика колледжĕн музыка уйрăмне пĕтернĕскер, 12 çул культура çуртĕнче ĕçленĕ. Пĕр вăхăт культорганизатор, «Асам» вокалпа инструмент ансамблĕн илемлĕх ертÿçи пулса тăрăшнă. Халĕ - халăх хорĕн хормейстерĕ. «Хамăн ĕçе питĕ юрататăп», - терĕ Алексей сăпайлăн. Ахальтен мар хăйĕн виçĕ хĕрне те «Тарават» ушкăна явăçтарать. Софья, Александра тата Анастасия сцена çине хаваспах тухаççĕ. Мăшăрĕ Валентина Витальевна та юрлама кăмăллать. Пĕр концертран та юлмасть. «Тараватра» Мурзуковсем 8 çын. Вĕсемсĕр пуçне Сурановсем, Андреевсем, Шпаковсем çÿреççĕ унта.

Ÿсĕмсем те çук мар. Акă 2011 çулта Шупашкарта ирттернĕ çемье фестивалĕнче асăннă ушкăн пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Кашни конкурсрах хăйнеевĕрлĕхпе палăрма тăрăшнă вăл. Иртнĕ çул вара Сиккассисем Чулхулари чăвашсен Акатуйĕнче йăхташсене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă.

«Санкт-Петербурга çитсе килес тĕллевпе пурăнатпăр, - терĕ Ирина Анатольевна. - Сцена костюмĕ, пушмак саккас панă, музыка хатĕр-хĕтĕрĕ çителĕклĕ. Ытти хамăртан килет: сцена çине ытларах тухасчĕ, çĕнĕ репертуар йĕркелесчĕ, ялти ватăсенчен юрă ытларах çырса илесчĕ».

Ĕмĕт пурри çынна çунат хушать. Ăна пурнăçлас тĕллевпе пурăнать вăл. Мĕнех, «Тараватăн» çутă ĕмĕчĕсем пурнăçланччăр.

Ял-йышпа пĕрле

Пĕр культура çуртĕнче «ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ виçĕ çын вăй хунине тĕл пулманччĕ-ха хальччен. Сиккассинче тăрăшаççĕ вĕсем: Роза Шоркина, Сергей Шпаков тата Ирина Андреева. Маларах кунта «РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» Николай Бабанов та ĕçленĕ. Хăй хыççăн культура тилхепине пултаруллă çамрăк ăрăва панă Николай Михайлович. Ахальтен мар культура çурчĕн директорĕ хăйĕн ĕçченĕсемпе мухтанать. «Вĕсем пек хастарсем районта урăх çуках, - тет. - Юрлама-ташлама çеç мар, юсав ĕçĕсене пурнăçлама та пултараççĕ. Пĕрне мухтаса теприне хурламалли çук, пурте маттур».

Культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ икĕ ушкăн «халăх» ятне тивĕçнĕ: Пĕри - «Асам» вокалпа инструмент ансамблĕ, тепри - халăх хорĕ. Унсăр пуçне кунта «Салам» вокал ансамблĕ, «Хĕлхем» ача-пăча театрĕ, аслисен драма тата теннис, шашка кружокĕсем пур. Вĕсем те ячĕшĕн çеç мар, тухăçлă ĕçленине палăртмалла. Акă «Салам» ?ертÿçи Роза Шоркина% хăй вăхăтĕнче Волгоград, Мускав, Нижнекамск таран çитнĕ. Оренбургра ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри фестиваль-конкурсра иккĕмĕш вырăна тухнă. «Хĕлхем» ача-пăча театрĕ те 2014 çулта республикăра палăрнă, «Çамрăксен чи лайăх театр коллективĕ» ята тивĕçнĕ. Наталья Горшкова ертсе пыракан ушкăна ача-пăча хапăлласах çÿрет.

«Асам» ?ертÿçи Вячеслав Шпаков% пирки те ыррине çеç каламалла. Çак ансамбль пирки Сиккассинчи эстрадăна пуçараканĕ темелле пулĕ. Миçе çамрăка асамлă вăйпа илĕртмен-ши вăл? Хăй вăхăтĕнче Алексей Мурзуков та унтах юрланă. Ахальтен мар ĕнтĕ ял халăхĕ вырăнти концерта курма кăмăллать. Фонограммăпа юрлакан çăлтăрсене çамрăксем те килĕштермеççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ вĕсен концертне çын сахал çÿрет. Вырăнтах шоусем йĕркелеççĕ. Çĕнĕ çул уявне кашни çул 250-300 çын хутшăннине палăртрĕ Ирина Анатольевна. Уявсен сценарине Вячеслав Шпаков хатĕрлет. Ку енĕпе унăн пултарулăхĕ чăнахах та иксĕлми.

Сиккассисем 2014 çулта республикăра «Чи лайăх культура учрежденийĕ» ята илме тивĕçнĕ. Унпа пĕрлех 100 пин тенкĕлĕх сертификата та.

Ÿсĕм хăй тĕллĕн пулмасть. Пĕр чăмăра пухăнса тăрăшаççĕ вĕсем, ял халăхне кăсăклантарма пултараççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Питрав уявне ял çыннипе ирттерессине клуб ĕçченĕсем хăйсем çине илнĕ. Маларах ăна урамсенче çеç уявланă. Халĕ çиччĕмĕш çул халăх шкул стадионне пухăнать. Питрав сăрине çулсеренех культура çурчĕн директорĕ хăй вĕретет, шÿрпене вара - ял-йыш. Халăхпа пĕрле савăнса кулни, юрласа ташлани ĕмĕр-ĕмĕр асра юлать.

Валентина ПЕТРОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.