Архив - Фев 2015 - Хресчен сасси

февраль 11th

11 Фев, 2015

Чире эмелсĕр сиплеймĕн

Апат-çимĕçпе пĕрлех аптекăри эмелсем те хакланма пуçларĕç. Çавна май Раççейри фармацевтика рынокĕнче эмелсен хакне саккунсăр майпа ÿстернине хирĕç тĕрĕслевсем ирттереççĕ. Çак пулăма аптека тытса тăракансем туяну хакĕ хăпарнипе сăлтавлаççĕ. Анчах та ютра çеç мар, хамăр çĕршывра кăларнисем те хакланнă-çке. Çавăнпа тĕрĕслевçĕсем фармацевтика заводĕнчен пуçласа суту-илÿ вырăнĕ таранах тĕрĕслеççĕ. Сăмахран, çĕршывăн тĕп хулинчи аптекăра андипала маларах 5 тенкĕпе туяннă пулсан халĕ вăл 23 тенкĕ тăрать.

11 Фев, 2015

Çĕр пайĕн чиккисем çинчен манман-и?

Çĕр пайĕпе усă курма ирĕк панине ĕнентерекен документ алăра пулни кашниншĕн пĕлтерĕшлĕ. Анчах тепĕр чухне çак документăн усси çукпа пĕрех. Мĕншĕн çапла пулса тухать? Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - çĕр пайĕн чиккисене палăртса патшалăхăн куçман пурлăх кадастрне кĕртмен пулсан çыннăн çĕр лаптăкĕ çук пулса тухать.

11 Фев, 2015

Паттăрсене халалланă

Чăваш кĕнеке издательствинче вăтам тата аслă çулти шкул ачисем валли «Болгаро-чувашские богатыри, исторические предания» кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Авторĕ - Иван Тенюшев. Кăларăм И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тава тивĕçлĕ профессорĕ, истори ăслăлăхĕсен докторĕ В.Д. Димитриев çырнă «Истори урхамахĕ малалла талпăнать» умсăмахпа уçăлать.

февраль 6th

6 Фев, 2015

Хамăр ларакан турата касатпăр

Культура çулталăкĕ юрласа-ташласа иртсе кайрĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвне çак ĕçшĕн яваплă çынсем тăвĕç-ха. Паллах, пысăк ÿсĕмсем тунине палăртĕç. Чуна ыраттаракан ыйтусем вара яланхиллех юлĕç...

6 Фев, 2015

Хальлĕхе сÿтсе яваççĕ

Амăшĕн капиталĕнчен алла 20 пин тенкĕ параççĕ текен сас-хура çÿрет. Тĕрĕсех-и? Тĕрĕс пулсан ку ыйтупа ăçта каймалла?

Марина Степанова. Кÿкеç.

РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ çапла пĕлтерет:

- Хальлĕхе ниçта та каймалла мар. Амăшĕн капиталĕнчен çемье нуши валли укçа уйрассине малтан саккунпа çирĕплетмелле. Хальхи вăхăтра ку шухăш проект шайĕнче кăна-ха, ăна сÿтсе явас ĕç пырать. Саккуна йышăнсанах çакăн çинчен çийĕнчех республикăра пурăнакансене пĕлтерĕпĕр.

февраль 4th

4 Фев, 2015

«Хресчен сасси» 7/2520/ №, 4.02.2015

Мĕн акан – çавна выран. Çивĕч ыйту

Халăх хавалĕ - хĕвел вăй-халĕ. Канаш районĕнчи Пайкилт ял тăрăхĕ юлашки вăхăтра палăрмаллах улшăннă.

Юратнă ĕçĕ те, чечекĕ те, йывăçĕ те çумра. Унăн чечекĕсем /тĕрĕсрех, вĕсен тымарĕ/, хурлăхан, крыжовник, слива йывăçĕсем халĕ шурă юр пĕркенчĕкĕ айĕнче канаççĕ.

Марье аппа - 101 çулта. Пĕр ĕмĕр ытла пурăнакан çынпа калаçма кăсăк пуласса шанса Мария Копташкина пурăнакан кил енне утрăм.

4 Фев, 2015

Мĕн акан – çавна выран

Çулсерен пĕр ÿкерчĕке сăнатăп: çуркунне пахча хыçĕнчи лаптăка сухаласа акаççĕ, кĕркунне йĕркеллĕ вырса илейменнипе тырпул юр айне юлать. Уйра калчаран маларах çумкурăкĕ ашкăрма тытăнать. Çу каçипе пуссах илет ăна. Çавăнпах вырса та тăкакланмаççĕ-и, тен? «Тăмлă çĕр çинче тырă çитĕнесшĕн мар çав», - пăшăрханатăп ашкăрса ларакан мăянсене курсан. «Çĕрĕ айăплă мар. Эпир акнă вăрлăхран хытхурасăр пуçне мĕн шăтса тухтăр?» - куçа уçма пулăшрĕç мана хуçалăхра вăй хуракансем.

Мăян та хытхура çĕкленет уйра

4 Фев, 2015

Халăх хавалĕ - хĕвел вăй-халĕ

Канаш районĕнчи Пайкилт ял тăрăхĕ юлашки вăхăтра палăрмаллах улшăннă. Хăш-пĕр çĕрте ялсем пушанса пынине пăшăрханса пĕлтереççĕ пулсан кунта пач урăхла. Виçĕ ялта - Пайкилт, Çĕнĕ Мами, Тăрăн - пурнăç вĕресе тăрать. Кашнинчех çĕнĕ урамсем хушăннă. Чаплă çурт-йĕр, кайăк-кĕшĕк вĕçсе каçайми хуралтăсем...

4 Фев, 2015

Çул - хăрушă вырăн

Çул - хальхи пурнăçра чи хăрушă вырăн. "Манăн машина çук, мĕн шикленмелле?" - тесе алă сулмалла мар. Çуран-и эсĕ е транспортпа-и - асăрханулăха çухатсан инкеке лекесси куçкĕрет. Пĕлтĕр çуран çула тухнă миçе çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнине пĕлетĕр-и? Çук пулсан аса илтеретпĕр.

Машина çуран çын çине пырса кĕнипе республикăра 606 инкек пулнă. Вĕсенче 74 çын çут тĕнчепе ĕмĕрлĕхех сывпуллашнă. 559-ăшĕ аманнă.

242 транспорт хатĕрĕ çул çинче тÿннине пула 32 çын пурнăçран уйрăлнă, 320-ĕшĕ суранланнă.

4 Фев, 2015

Юратнă ĕçĕ те, чечекĕ те, йывăçĕ те çумра

Унăн чечекĕсем /тĕрĕсрех, вĕсен тымарĕ/, хурлăхан, крыжовник, слива йывăçĕсем халĕ шурă юр пĕркенчĕкĕ айĕнче канаççĕ. Ĕç пÿлĕмĕнчи чÿречерен ферма заведующийĕ вĕсен еннелле пăхать те тути йăл кулать. Ахăртнех, çуллахи илеме аса илет хĕрарăм.

Страницы