Хальлĕхе сÿтсе яваççĕ

6 Фев, 2015

Амăшĕн капиталĕнчен алла 20 пин тенкĕ параççĕ текен сас-хура çÿрет. Тĕрĕсех-и? Тĕрĕс пулсан ку ыйтупа ăçта каймалла?

Марина Степанова. Кÿкеç.

РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ çапла пĕлтерет:

- Хальлĕхе ниçта та каймалла мар. Амăшĕн капиталĕнчен çемье нуши валли укçа уйрассине малтан саккунпа çирĕплетмелле. Хальхи вăхăтра ку шухăш проект шайĕнче кăна-ха, ăна сÿтсе явас ĕç пырать. Саккуна йышăнсанах çакăн çинчен çийĕнчех республикăра пурăнакансене пĕлтерĕпĕр.

Паянхи куна федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн амăшĕн капиталĕпе пурăнмалли условисене лайăхлатма, ачасене вĕрентме, ача садне çÿретнĕшĕн тÿлеме, амăшĕн пулас пенсин пухăнакан пайне ÿстерме май пур. Пурăнмалли условисене лайăхлатма илнĕ кредита саплаштарма амăшĕн укçине ача миçе çула çитнине пăхмасăрах уйăрĕç, ытти енĕпе вара - ача 3 çул тултарсан кăна.

Республикăра амăшĕн капиталне 58 пин çемье илнĕ. Çурри ытларахăшĕ вăл укçапа пĕтĕмпех е пĕр пайĕпе усă курнă. Кăçалтан капитал виçи - 453 пин те 26 тенкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.