- Чăвашла верси
- Русская версия
Халăх хавалĕ - хĕвел вăй-халĕ
Канаш районĕнчи Пайкилт ял тăрăхĕ юлашки вăхăтра палăрмаллах улшăннă. Хăш-пĕр çĕрте ялсем пушанса пынине пăшăрханса пĕлтереççĕ пулсан кунта пач урăхла. Виçĕ ялта - Пайкилт, Çĕнĕ Мами, Тăрăн - пурнăç вĕресе тăрать. Кашнинчех çĕнĕ урамсем хушăннă. Чаплă çурт-йĕр, кайăк-кĕшĕк вĕçсе каçайми хуралтăсем... Вĕсенче çамрăк çемьесем тĕпленнĕ.
Ял çĕнелет, чун савăнать
- Вăйпиттисем пысăк хуласенчи стройкăсене ĕçлеме çÿренĕ май çуртсене те илемлĕ тума вĕренсе çитрĕç. Ял халăхне те çурт-йĕр çĕклеме пулăшаççĕ, - терĕ Пайкилт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Аркадий Трофимович Григорьев вырăнти лару-тăрупа паллаштарнă май.
- Ялта ĕç тупса вырнаçасси сирĕн тăрăхра пурăнакансемшĕн те çивĕч пулас? - ыйтатăп унран.
- Вырăнта шкул, ача сачĕ, ваттисен çурчĕ, ытти социаллă объект пур. Канаша çитме те 10 минут кăна. Нумаях пулмасть Пайкилтре çĕвĕ цехĕ ĕçлеме пуçларĕ. Арçынсемшĕн ĕç тупасси пысăк чăрмав мар, анчах хĕрарăм ачи-пăчине, выльăх-чĕрлĕхне пăрахса тухса каяймĕ. Вăл та вăрăм çула тухсан çемье вучахĕ сÿнет. Владимир Булавин пайтаçăпа калаçса Пайкилтре çĕвĕ цехĕ уçрăмăр. Культура çуртĕнчи вулавăша пушатса цех валли вырăн турăмăр. Вулавăша ял тăрăхĕн кантурне куçартăмăр. Капла пысăк çурт-йĕре тытса тăма çăмăлрах, перекетлĕ. Халĕ унта вăтăр çын вăй хурать. Кунта çĕленĕ ача япалисене Мускав, Чулхула, Чĕмпĕр хулисене ăсатаççĕ.
Хушма хуçалăхран тупăш илекен те самай. Çемьесем ик-виç ĕне усраççĕ, сĕт, аш-какай сутса укçа тăваççĕ. Ÿркенмесен вырăнтах ĕç тупма пулать-ха, анчах кунти укçапа çурт-йĕр çавăрма кансĕртерех. Ирĕксĕрех кил хуçисен çичĕ юта тухса кайма тивĕ.
- Апла чаплă керменсен хуçисем - çичĕ ютра çич хут тар тăкакансем-и?
- Мĕншĕн? Çамрăксене çурт-йĕр çавăрма патшалăх та пулăшать. «Çамрăк çемье» программăпа пĕлтĕр икĕ çемье пÿрт çĕклерĕ. Вĕсем 300-400 пин тенкĕ субсиди илчĕç. Çулсерен виçĕ ялта 10-15 çĕнĕ çурт хушăнать. Ялта ĕçлесе пурăнакансем ытти программăпа та усă курма пултараççĕ. Акă, юлашки çулсенче ултă ачаллă виçĕ çемьене - Ильинсене, Ивановсене, Андреевсене - икĕ хутлă çурт лартса патăмăр. Пÿртре çутçанталăк газĕ çунать, кранран ăшă, сивĕ шыв юхать. Пирĕн тăрăхри тăватă тăлăх çĕнĕ çурт-йĕрлĕ пулчĕ. Çав шутран виççĕшĕ çемьеленсе кунтах пурăнать. Тăваттăмĕшĕ - Канашра.
Пайкилт енче ĕлĕкхи ырă йăла - нимелле çурт тăвасси - халĕ те упранса юлнă-ха. Пÿрт купаланă чухне ялĕпех пуçтарăнаççĕ. Кунти çамрăксем ял пурнăçĕнчен хăрамаççĕ. Вĕсем хваттерте мар, уйрăм çуртра, хăйсен хуçалăхĕпе пурăнасшăн, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесшĕн.
- Хальхи яш-кĕрĕм хĕллехи вăрăм каçсене телевизор умĕнче ирттересшĕн мар...
- Пирĕн кашни ялтах клуб пур. Анчах Çĕнĕ Мамири клуба 37-мĕш çулсенчех тунипе юхăнса çитрĕ. Кăçал ăна тĕпрен çĕнетесшĕн. Строительство материалĕсене турттарма тытăннă ĕнтĕ. Укçа çитсе пыманнипе ĕç вăраха кайрĕ. Тăрăнра, Пайкилтре йĕркеллех-ха, мероприятисем те час-часах иртеççĕ. Аслăрах çултисем «Пуранар» ятлă юрăпа ташă ансамбльне çÿреççĕ. Ăна Петр Николаев ертсе пырать. Вырăнти ваттисен канашĕ республикăри конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Яшсем шкулти спортзала волейбол-баскетбол, шашка-шахматла выляма çÿреççĕ. Канмалли кунсенче ташă каçĕсем иртеççĕ. Кĕскен каласан «культура вучахне» сÿнме паман.
- Такăр çул, таса шыв ыйтăвĕсене эсир татса панă ĕнтĕ. Паян мĕн канăçсăрлантарать пуçлăха?
- Хăй вăхăтĕнче виçĕ ялти урамсене асфальт çул сартарнипе халĕ çăмăлрах. Çĕнĕ урамсенче те вак чул сарса тухрăмăр. Вĕсене газ, çутă тÿрех çитерме тăрăшрăмăр - туса пĕтернĕ çуртсене куçма чăрмав ан пултăр. Çапах пур ыйтăва та татса панă теме иртерех-ха. Акă, ялта спорт комплексĕ тăвасси шухăшлаттарать. Çĕрне уйăрнă, проекчĕ хатĕр. Шел, укçа çителĕксĕррипе ĕç каймасть. Хамăрăн вăй çитмĕ, çÿлтен пулăшсан кăна. Анчах патшалăх хысни те тĕпсĕр мар.
Пайкилтри клуба тĕпрен юсаса çĕнетесси те канлĕ пурăнма памасть. «Çурт-йĕре компактлă тăвасси» программăпа 600 пин тенкĕ илсен культура çуртĕнче чылай ĕç турăмăр, юхăннă япаласене улăштартăмăр. Шел, тăррине çĕнетме çитеймерĕ. Кăçал каллех программăна хутшăнса пăхасшăн. Тен, пире те нимсĕр хăвармĕç.
Халăх вĕрсен хапха уçăлать
- Аркадий Трофимович, эсир «Цивиль» хуçалăх лавне 21 çул туртнă. Ял тăрăхне вара 8 çул ертсе пыратăр. Тивĕçлĕ канăва тухнă май канас, ăшă кăмака çинче шăм-шакка ăшăтса выртас килмест-и?
- Халăхпа килĕштерсе пурăнсан, пĕрле ĕçлесен чун-хавал çĕкленет, ывăннине, ватăлнине туймастăн. Маншăн ĕмĕрех ыттисен пурнăçĕ, шăпи малта тăнă. Вĕсен ыйтăвне çийĕнчех татса пама тăрăшнă. Хуçалăха ертсе пынă чухне ĕç çыннисен пурнăçне лайăхлатассишĕн вăй-хала шеллемен. Хуçалăх шучĕпе колхозниксене пурăнмалли çурт-йĕр туса панă.
Халĕ ĕлĕкхи пек мар, укçа çитсе пыманнипе ĕмĕт-шухăша пурнăçа кĕртме йывăртарах. Анчах май çитнĕ таран ял çыннисен пурнăçне пуянрах, илемлĕрех тăвас килет. Килте канса выртма вăхăт çук.
Массăллă информаци хатĕрĕсенче час-часах чиновниксене тиркенине, ятланине илтме тивет. Кирек мĕнле ĕçре те çитменлĕхсĕр пулмасть. Çапах çынна тиркесе лариччен малтан хамăртан ыйтмалла: «Халăх пурнăçне лайăхлатма эпĕ мĕн турăм-ха?» Пурнăç йывăр тесе чÿречерен пăхса ларнипе нимĕн те улшăнмĕ.
- Халăхпа пĕр чĕлхе тупма мĕн пулăшать? Йывăр вăхăтра лару-тăруран мĕнле тухатăр?
- Ертÿçĕ ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Яланах яваплăха туйса тăратăп. Хамăн кашни утăма тишкеретĕп, çитменлĕхсене шыратăп. Çакă пуçа каçăртма, хăпартланса кайма памасть.
Халăх вĕрсен хапха та уçăлать. Ĕç ăнса пыни çынсемпе пĕр чĕлхе тупнинчен те килет. Унăн терт-нушине пĕлсе тăмалла. Йывăр вăхăтра алă тăсмалла. Астăватăп-ха: 1986 çулта Тăрăнра ветеринарсен айăпĕпе харăсах 139 ĕне вилсе выртрĕ. Тухтăрсем выльăха сиплемелли препарата колорадо нăррине пĕтермелли наркăмăшпа пăтраштарса янă иккен. Ĕне çухатни ял çыннишĕн пысăк инкек. Вăл ĕмĕртен çемьене тăрантарнă. Тата ăна туянма та хаклă. Кĕтмен инкек Тăрăнсене çапсах хуçрĕ. Ялта чунтан хурланса йĕни илтĕнсе тăратчĕ. Кун пек чухне мĕнле аякран пăхса тăрăн? Колхоз шар курнисене тепĕр икĕ кунран ăратлă пушмак пăру валеçсе пачĕ. Тÿлевсĕр, анчах кайран, ĕнесем пăрулма тытăнсан, пăрушĕсене хуçалăха тавăрса пама килĕшсе татăлтăмăр. Паллах, халăх çакна савăнса йышăнчĕ, чĕререн тав турĕ. Кун пек самантсем татах пулнă. Мĕн те пулин сиксе тухсан яланах вырăна çитсе лару-тăрупа паллашатăп, мĕнпе те пулин пулăшма тăрăшатăп. Сăмахпа мар, ĕçпе.
- Ĕмĕрĕпех халăхшăн тăрăшнипе çемье валли пушă вăхăт та юлмасть-тĕр?
- Çемье, хушма хуçалăх валли те вăхăт тупма тăрăшатăп. Унсăрăн май çук. Пирĕн те картиш тулли выльăх-чĕрлĕх. Ачасем çитĕнсе тухса кайнă хыççăн мăшăрпа иксĕмĕр çеç кăштăртатса пурăнатпăр. Анчах вите-сарайне пушă лартас килмест. Çĕр çинче ĕçлесе ÿснĕ çынна ахаль лартаймăн.
Аркадий Григорьев мăшăрĕпе çичĕ ача пăхса çитĕнтернĕ, ура çине тăратнă. Çав шутра тăваттăшĕ - усрава илнисем. Вăл 23 çултах нумай ачаллă ашшĕ пулса тăнă. Кĕтмен çĕртен хăрушă инкекре пиччĕшĕпе арăмĕн пурнăçĕ татăлать. Вĕсен тăватă ачи тăлăха юлать. Пурте çул çитменскерсем, кĕçĕнни тăхăр уйăхра кăна. «Йывăр пулсан та тăлăхсене ача çуртне ярас темерĕмĕр, хамăр çемьене илтĕмĕр, - аса илет арçын. - Хамăрăннисемпе усрава илнисене уйăрса тăман, пурне те вĕрентсе кăларса пурнăç çулĕ çине тăратнă».
Йывăр çĕклем ытларах мăшăрĕ çине тиеннĕ. Ун чухне тăлăхсене пăхнăшăн хальхилле пысăк укçа паман. «18 çул тултарсан хăйсене тыткаламалăх пултăр тесе вĕсен укçине перекет кĕнекине хурса пытăмăр. Анчах инфляци йăлтах çăтса ячĕ. 40 пинрен ?90-мĕш çулсенче% нуски илмелĕх те юлмарĕ», - хаш сывларĕ Аркадий Трофимович. Паян ватăсене савăнмалăх 15 мăнук ÿсет. Пурнăçа усăсăр ирттерменшĕн, хăй хыççăн ырă йĕр хăварма пултарнишĕн савăнать вăл.
Лариса Никитина.
Комментировать