Комментировать

6 Фев, 2015

Хамăр ларакан турата касатпăр

Культура çулталăкĕ юрласа-ташласа иртсе кайрĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвне çак ĕçшĕн яваплă çынсем тăвĕç-ха. Паллах, пысăк ÿсĕмсем тунине палăртĕç. Чуна ыраттаракан ыйтусем вара яланхиллех юлĕç...

Литература çулталăкне кĕтĕмĕр. Ку та хальхи саманари чуна ыраттаракан ыйту. Çулталăка литературăна халаллама патшалăх шайĕнче йышăнни кăна ыйту çивĕчлĕхне палăртать. Ыйтăвĕ вара чăннипех те питĕ çивĕч: мĕншĕн-ха тĕнчере чи нумай кĕнеке, хаçат-журнал вулама юратакан совет халăхĕ политика тытăмĕ улшăннă-улшăнманах вулассинчен писрĕ? Килти сентресенчен кĕнеке çухалчĕ, халăх вулавăшсене çÿреме пăрахрĕ, нумай библиотекăпа кĕнеке лавкки хупăнчĕ. "Чи паха парне - кĕнеке", - теттĕмĕр те халĕ пĕр-пĕр паллă кунра кĕнеке парнелесен, ăçтан йăтăнса аннă ку тесе тĕлĕнсе пăхаççĕ. Ачасем кĕнеке вулама пачах пăрахни те шухăшлаттарать...

Мĕншĕн-ха халăх вулассинчен писрĕ? Ытларах чух çакна телекурав, Интернет витĕмĕпе ăнлантараççĕ. Укçа çитсе пыманнине те çак шута кĕртеççĕ... Пулĕ-ха, хирĕçлемĕпĕр. Телекуравпа Интернетăн тÿнтерле витĕмĕ пурах. Çапах та хамăр ятарласа тунă тăшманла ĕçсем те халăха вулассинчен пистерчĕç. Реструктуризаци текен сăмахпа витĕнсе ялсенчи вулавăшсене хупрĕç. Вулав çурчĕсене кашни ялта çĕршывшăн йывăр тапхăрта уçнă, вĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче те хупман. Эпĕ çирĕм çула яхăн ялти библиотека заведующийĕнче ĕçленĕ. Иртнĕ ĕмĕрти 60-70-мĕш çулсенче вулавăш 20-30 тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса илетчĕ. Вĕсен шутĕнче республика кăларăмĕсем пурте пулнă - "Агитатор блокночĕ" таранах. Халĕ мĕн куратпăр-ха? Вулавăш ял тăрăхĕн тĕп ялĕнче кăна. Унта та 2-3 тĕрлĕ хаçат кăна килет. Журналсем çинчен кунта ĕçлекенсем ĕмĕтленме кăна пултараççĕ. Район центрĕнчи тĕп библиотекăра та республика кăларăмĕсенчен чылайăшĕ çук. Кĕнеке вуламасăр пурăнма пултарайман виç-тăватă вулакан библиотекăри кĕнекесене икĕ-виçĕ хут та вуласа тухнă ĕнтĕ. Ачасем пирки те çакнах каламалла. Хитре ÿкерчĕксемлĕ 30-40 кĕнекене хăшĕ-пĕри пăхмасăр калама пĕлет ĕнтĕ. Кĕнеке сахалран, ача-пăча хаçат-журналĕ çукран ирĕксĕрех компьютер умне выляма кĕрсе лараççĕ.

Хăй вăхăтĕнче хамăрăнне пĕтĕмпех тиркесе Америка енне çаврăнса ÿкни халăха вулассинчен пистерчĕ. Çитмĕл çул пухнă ăс-хакăл пĕтĕмпех япăх иккен. Халăх вулама пăрахрĕ. Пĕрлехи килĕштерÿллĕ пурнăçа тиркесе уйрăм харпăрлăха мухтани те килĕшмерĕ халăха. Уйрăмах ялхуçалăхне аркатни. Пин-пин экземплярпа тухакан хаçатсене "бесплат" валеçме тытăнчĕç. Телекуравпа вара ăс-хакăла минретмелли меслет шыраса тупрĕç – сериалсем. Çакна ман шутпа кĕнеке, хаçат-журнал вулама халăхăн вăхăт ан юлтăр тесех турĕç...

Кĕнеке туянма, хаçат-журнал çырăнса илме халăхăн укçа çук тени тĕрĕсех мар. Вуламасăр пурăнайманнисем халĕ те темиçешер тĕрлĕ кăларăм çырăнса илеççĕ. Çапах та çырăнтару хакĕсем ахаль çынсене "çыртаççĕ-çыртаççех". Патшалăх ку енĕпе те халăх сахалрах вулатăр тесе тăрăшнăн туйăнать. Суйлав умĕн çеç суйлавçăсем çинчен аса илсе вĕсене хăйсем майлă çавăрас тĕллевпе хаçатсемпе чыхăнтарма тытăнаççĕ...

Кĕнеке вуланин уссине нумай-нумай ăсчах палăртнă, кунта эпир вĕсене илсе кăтартмăпăр. М.Горький "Кĕнеке - пĕлÿ çăлкуçĕ", - тенине хальхилле "Вулавăш вара - пĕлÿ океанĕ", - тесе çавăрттарса çакна аса илтерер: вулани çынна шухăшлама хăнăхтарать. Вăл вуланă май тĕрлĕ пĕтĕмлетÿ тăвать, ĕмĕтленет... "Сенкер экран" умĕнче ларакан шухăшламасть темелле…

Эпир вĕренекенсене кĕнеке вуламаншăн вăрçатпăр. Вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕ тахçанах алла кĕнеке тытса лармаççĕ пулсан ачасем, паллах, хатĕр сочиненисене Интернетран сăптăрса илеççĕ. Çапла пирĕн ханттарсем ÿсеççĕ те.

Каламалли нумай та, шел, ку йĕркесене эпĕ ятлакан çынсем вуламĕç, мĕншĕн тесен вĕсем хаçат çырăнса илме пăрахнă.

Чăваш кĕнеки пирки те виç сăмах калам. Вăл ялсене пачах çитеймест тесен те юрать. Тăхăр яллă тăрăхри вулавăша (кунта пин çын ытла пурăнать, пурте тенĕ пекех чăвашсем) пĕр авторăн кĕнеки пĕр экземплярпа килет. Пин çынна - пĕр кĕнеке!!! Эпир халăха вуламаншăн вăрçатпăр...

Культура çулталăкĕ литература çулталăкне алă пачĕ. Эпир кăçал чăннипех чăн-чăн вулакансем пулса тăрăпăр-ши?

Валерий Муравьев, çыравçă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.