- Чăвашла верси
- Русская версия
Çул - хăрушă вырăн
Çул - хальхи пурнăçра чи хăрушă вырăн. "Манăн машина çук, мĕн шикленмелле?" - тесе алă сулмалла мар. Çуран-и эсĕ е транспортпа-и - асăрханулăха çухатсан инкеке лекесси куçкĕрет. Пĕлтĕр çуран çула тухнă миçе çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнине пĕлетĕр-и? Çук пулсан аса илтеретпĕр.
Машина çуран çын çине пырса кĕнипе республикăра 606 инкек пулнă. Вĕсенче 74 çын çут тĕнчепе ĕмĕрлĕхех сывпуллашнă. 559-ăшĕ аманнă.
242 транспорт хатĕрĕ çул çинче тÿннине пула 32 çын пурнăçран уйрăлнă, 320-ĕшĕ суранланнă.
Машинăсем пĕр-пĕринпе çапăннăран инкек шучĕ 779-а çитнĕ. Вĕсенче леш тĕнчене 100 çын ăсаннă, 1178-ăшĕ сусăрланнă.
Çуран çÿрекен патнех таврăнар-ха. Ятарласа уйăрнă вырăнта унăн чиперех çул урлă каçмалла пек. Çук, çилхăван водитель ăна асăрхама шухăшламасть те. Çул урлă каçмалли вырăнсенче çулталăкра 218 инкек пулнине палăртнă. 13 çыннăн чунĕ тухнă, 216-шĕ хытах аманнă.
Çул çинче çуран çынсен айăпĕ те çук мар. Вĕсем йĕркене пăхăнманнипе 280 инкекре 48-ăшĕ масарта вырăн тупнă, 327-шĕ суранланнă. Машина юпана е ытти япалана пырса тăрăннипе 19 çынна çухатнă, 140-ĕшне сусăрлатнă.
Çул çинче пĕлтĕр пĕтĕмпе 1932 инкек патне çитсе тухнă. Вĕсенче 2424 çын пурнăçран уйрăлнă, 2408-ăшĕ аманнă. Пĕр çулталăкра çакăн чухлĕ çынна çухататпăр. Юлашки 5 е 10 çул хушшинчи кăтартăва хакласан çÿç-пуç вирелле тăрать. Çулсем çинче пĕчĕк вăрçă пырать тейĕн. Юрать-ха, инкексен шучĕ пĕлтĕр виçĕм çулхинчен чакнине палăртнă патшалăх автоинспекцийĕн Чăваш Енри управленине ертсе пыракан Владимир Романов. Тĕслĕхрен, аварисен шучĕ - 5,7 процент, вилнисен - 4,3, суранланнисен - 7,7 процент сахалланнă.
Яваплăх çинчен манакан водительсемпе кĕрешнин усси пур. Анчах çул çинчи кашни çиччĕмĕш инкекшĕн ÿсĕр çын айăплине шута илсен эрех-сăра тинĕсĕнчен ишсе тухасси инçе-ха. Киккириккине хĕретнĕ водительсене пула акă 57 çын пурнăçпа сывпуллашнă, 285-ĕшĕ алли-урине амантнă.
Пуласлăх ачасенче тетпĕр те çамрăк ăрăва мĕн пĕчĕкрен çул çинче тĕрĕс çÿреме хăнăхтарса ÿстересшĕн. Ыранхи ачасем паянхи пек инкек ан курччăр, ашшĕ-амăшĕнчен ăслăрах пулччăр теççĕ çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăха сыхлакансем час-часах ача сачĕсене тухса çÿренĕ май. Ара, вунулттă тултарман ачасем иртнĕ çул 219 инкекре шар курнă. Машинăра аслисемпе ларса пынă 6 ачан пурнăçĕ татăлнă, 245-ĕшĕн сывлăхĕ хавшанă.
Çула тухас умĕн çакна шута илни вырăнлă. Çынсем ытларах эрнекунпа шăматкунсенче аварине лекеççĕ. Сăмахран, пĕлтĕр эрнекунсенче 306, шăматкунсенче 317 инкек пулнă. Ирхине 7-8 сехетсенче, кăнтăрла иртсен 14 сехетрен пуçласа 21 сехетчен çул çинче çÿреме хăрушă. Çуллахи уйăхсенче питех те асăрханмалла. Тĕслĕхрен, иртнĕ июль уйăхĕнче - 206, августра 239 инкек тухнă.
Комментировать