Комментировать

11 Фев, 2015

Сергей Павлов: «Ыран паянхинчен лайăхрах пурăнасчĕ»

Çак кунсенче агропромышленноç комплексĕн ыйтăвĕпе ĕçлекен, апат-çимĕç рынокĕнчи улшăнăва асăрхаса тăракан правительство комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, районсенчи ялхуçалăх управленийĕн, апат-çимĕç тата тирпейлекен предприятисен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Ютран турттармасăр, вырăнтипе тăранар

Ларăва уçнă май ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ - ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов Раççей Правительстви 2020 çулччен ялхуçалăхне аталантармалли патшалăх программине улшăнусем кĕртнине пĕлтерчĕ. Сăмахран, документа 5 хушма программăпа пуянлатнă. АПК отрасльне пулăшма укçа татах уйăрма пăхнă. Кредитăн процент ставкине субсидилессине упраса хăварнă. Вăрлăх центрне тăвас, ялхуçалăх кооперацийĕсене пулăшас тĕлĕшпе те çĕнĕлĕхсем пур.

Сĕтшĕн субсиди уйăрмалли йĕркере хăш-пĕр критерисене - сĕт сорчĕ, ĕне тухăçлăхĕ... - кăларнипе патшалăх пулăшăвĕпе ытларах та усă курма пултарĕç.

- Программа тĕллевĕ - ют патшалăхран апат-çимĕç турттармасăр, вырăнтах аш-какай, сĕт, пахчаçимĕç, çĕрулми вăрлăхĕ, улма-çырла ытларах туса илсе халăха тивĕçтересси, - терĕ Сергей Павлов.

Чăвашстат кăтартăвĕпе республикăри мĕнпур категорири хуçалăхсенче ялхуçалăх производствин индексĕ 102,8 процентпа танлашнă. Ялхуçалăх организацийĕсенче вăл - 21,2, фермер хуçалăхĕсенче 30 процент ÿснĕ. Уйрăм хуçалăхсенче вара 4 процент чакнă. Ÿсен-тăран продукцине туса илесси 5,4 процент хăпарнă. Çулла типĕ те шăрăх тăнипе, кĕр вара çумăрлă килнипе чылай хуçалăх тухăçа вăхăтра пухса кĕртеймесĕр пысăк тăкак тÿснĕ. Пĕлтĕр тырă - 554,2 пин тонна, пахчаçимĕç - 143,9 пин тонна пуçтарса илнĕ. Çĕрулми те малтанхи çулхинчен 8 процент сахалрах тухнă ?пурĕ 580,3 пин тонна%. 2012 çулта республикăра «иккĕмĕш çăкăр» 900 пин тонна çитнĕччĕ. Ун чухне ăна пĕр миллион тонна çитересси пирки калаçатчĕç. Шел, кăтарту ÿсме мар, çиçĕмле хăвăртлăхпа чакса кайрĕ. Юлашки вăхăтра Красноармейски, Канаш, Вăрнар, Вăрмар, Комсомольски, Патăрьел, Елчĕк районĕсенче çĕрулми лаптăкĕсене палăрмаллах пĕчĕклетнĕ.

Хуçалăхсен пахчаçимĕçе упрама вырăн çуккипе ăна кĕркунне йÿнĕпех сутса яма тивет. Пĕлтĕр патшалăх хранилище тума каякан тăкаксене саплаштарнипе лару-тăру улшăнма тытăннă. Иртнĕ çул республикăра 25 пин тонна çимĕç вырнаçмалăх вунă хранилище хута кайнă. Кăçал çĕрулми лаптăкне пысăклатасшăн.

Пĕлтĕр выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ илесси - 0,3, çав шутра аш-какай - 5,6 процент ÿснĕ. 2008-2014 çулсенче пысăк хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп какайĕ туса илесси 61,3 процент хăпарнă. «Юрма» агрохолдинг, «Чăваш бройлерĕ» пĕрлешÿ, Шупашкар районĕнчи Тутаркассинчи чăх-чĕп фабрики ĕç-хĕле лайăхлатни, производствăна сарни республикăри кăтартăва ырă витĕм кÿнĕ.

Юлашки çулсенче ашлăх выльăх-чĕрлĕх усракансен йышĕ ÿсме тытăнни сисĕнет. Шупашкар районĕнчи «Атлашевский» агрофирма - 500, Пăрачкаври Юрий Голубев фермер 420 енĕ выльăх ĕрчетмелĕх ферма тăваççĕ.

Кăçалхи январь тĕлне республикăри мĕнпур категорири хуçалăхсенче 199,3 пин пуç мăйракаллă шултра выльăх шутланнă, çав шутра 96,5 пин ĕне. Çĕмĕрле, Пăрачкав районĕсенче кĕтÿ сайраланса юлни шухăшлаттарать.

Комсомольски, Тăвай, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка районĕсенче вара сысна фермисем пушанса юлнă.

Çулталăк пуçланнăранпа уйăх иртрĕ. Лару-тăру улшăнни сисĕнет-и? Январьте аш - 5,26 пин, сĕт - 9,3 пин тонна е пĕлтĕрхинчен ытларах туса илнĕ, çăмарта - сахалрах. Январьте кашни ĕнерен вăтамран 369 килограмм сĕт суса илнĕ ?109,5 процент%.

Иртнĕ çул апат-çимĕç продукчĕн индексĕ 98,5 процентпа танлашнă. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ кăтарту япăхланса пырать. Çак тапхăрта çăкăрпа булка изделийĕсем, ĕне çăвĕ, сĕт юр-варĕ, комбикорм, эрех-сăра сахалрах хатĕрлесе кăларнă.

Апат-çимĕç тата тирпейлекен организацисене инвестици явăçтарнипе ĕç калăпăшне ÿстерме пултарнă. Юсаса çĕнетнĕ хыççăн Елчĕкри сыр завочĕ хута кайнă. Шупашкарти 1-мĕш çăкăр завочĕ те кĕлентĕр кăларма тытăннă. Вăрнарти аш-какай комбиначĕпе «Девелей» пĕрлешĕвĕн ассортименчĕ пуянланнă.

Чăваш Енре фермер ĕçне пуçăнакансем, çемье фермине йĕркелекенсем патшалăх пулăшăвĕпе анлă усă кураççĕ. Виçĕ çулта конкурспа 151 фермер хуçалăхне суйласа илнĕ, вĕсене 159,09 млн тенкĕлĕх пулăшу панă. 16 çемье ферми 91,07 млн тенкĕлĕх грант илнĕ.

Чăвашстат кăтартăвĕпе пĕлтĕр ял, вăрман, сунар хуçалăхĕсенче ĕçлекенсен уйăхри вăтам шалăвĕ 12 616 тенкĕпе танлашнă .

2003 çултанпа федераци, республика программисемпе усă курса 7720 çемье пурăнмалли условийĕсене лайăхлатнă, çав шутра 4 826 çамрăк çемье.

 

Паха тырă сахал

Çураки çывхарать. Кăçал 565 пин гектар акса-лартса хăвармалла ?2014 çулхин 101,1 проценчĕ%, çав шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем - 281 пин, çĕрулми - 36,2 пин, пахчаçимĕç 4,6 пин гектар йышăнмалла. Çураки ирттерме пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне 48,7 пин тонна янтăланă, çав шутра кондицие ларни 30,7 пин тонна ?64 процент%.

Республикăри хуçалăхсем 3,4 пин тонна минерал удобренийĕ кÿрсе килнĕ ?кирлин 17 проценчĕ%. Удобрени вăхăтра туянайманни заводсем хака 20-60 процент хăпартса янипе те çыхăннă. Виçесĕр кармашакан хаксене хăваласа çитме йывăр. Заводсем таварăн 90 процентне чикĕ енне ăсатаççĕ, хаксене валютăпа палăртаççĕ. ГСМ, ялхуçалăх техники те вĕçĕмсĕр хакланса пырать. Акă, республикăри дилер компанийĕсенче МТЗ-82 трактор 938 пин тенке çитнĕ. Ку пĕлтĕрхинчен 142 процент хаклăрах! Лаша кÿлсе сухана тухмалли кăна юлĕ капла.

Çурхи ĕçсене ирттерме ?саппас пайĕсем, ГСМ, удобрени, вăрлăх, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсем туянма% 1,8 млрд тенкĕ кирлĕ, çав шутра кредит укçи-тенки - 1,3 млрд тенкĕ. Пĕлтĕрхинчен 30 процент ытларах укçа хатĕрлеме тивет. Предприяти ертÿçисене Перекет банкĕ унччен илнĕ кредитсен процент ставкине тăруках ÿстерсе яни пăшăрхантарать.

- Капла парăмпа мĕнле татăлса пĕтмелле? - ыйтрĕ «ТП «Сувар - 2» ертÿçи Александр Никаноров банкирсенчен.

- Пирĕн банкра унчченхи кредитсемпе улшăну пулмĕ, - лăплантарчĕ клиенчĕсене Раççей ялхуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн директорĕн çумĕ Николай Федотов. Анчах кунта та процент ставкине ÿстерсе пыни сисĕнет. - Ăнланăр, эпир те тăкаклă ĕçлеме пултараймастпăр.

Патăрьел район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Мансур Калмыков каланă тăрăх - иртнĕ çул хуçалăхсем ÿсен-тăран тухăçне икĕ хут ÿстернĕ, çĕрулмипе вара япăхрах. «Çĕрулмишĕн ăнăçсăр çулталăк пулчĕ. Кăçал лаптăка унчченхи шая çитеретпĕрех. Вăрлăхлăх çĕрулмине 60 тенкĕпе ?килограмшăн% илсе килтĕмĕр, - терĕ вăл. - Йывăрлăх - кадрсем çителĕксĕрри, ялхуçалăхĕнче ĕçлеме килĕшекенсем çукки».

- Пилĕк çул усă курман 5 пин гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртрĕмĕр. Района инвесторсем килни лару-тăрăва лайăхлатма пулăшрĕ, - пĕлтерчĕ Çĕрпÿ район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Борис Марков.

Ларура çивĕч ыйтăва - хаксем хăпарса кайнине - çине-çинех хускатрĕç. Çăкăр-булка изделийĕсене хатĕрлесе кăларакан предприятисене çăнăх хакланса кайни пăшăрхантарать. Çăнăха ют çĕршывран мар, вырăнтанах туянатпăр мар-им?

- Манран Чубайс ан тăвăр, - терĕ «Чăвашçăкăрпродукчĕ» предприяти директорĕ Алексей Ласточкин хаксем мĕншĕн капашсăр ÿссе кайнине ăнлантарса. - Хаксене сăнасах тăратпăр, пирĕн çăнăх чи йÿнни. Республикăра паха сортлă тырă сахаллипе ăна аякран турттаратпăр. Мĕн авăртнине тÿрех илсе кайса пĕтереççĕ. Пире те йывăр, ялхуçалăх предприятийĕсен умĕнчи парăм та пысăк.

Министр республикăра çăкăр 2 процент хакланнине палăртрĕ. Элеваторта тырă çителĕклех пултăр тесе ăна 12 тенкĕпе йышăнма тытăннă. Апат-çимĕç фондĕнче те тырă çителĕклех. Чĕртавара аякран турттармасăр вырăнтах туянма сĕнчĕ Сергей Павлов. Производствăна ÿстерсе пырса ĕççыннисен шалăвне хăпартма ыйтрĕ вăл. «Ыран паянхинчен лайăхрах пурăнасчĕ», - терĕ министр.

Лариса Никитина.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.