Суйласа туянни усса кайтăр

11 Нарăс, 2015

"Хĕвел çутипе тăранса пурăнакансене ăмсанатăп", - тет пĕлĕшĕм тĕнчери çĕнĕлĕхсемпе питех те кăсăкланаканскер. Унашкаллисем нумаях мар-мĕн çĕр çинче. Анчах паянхи пурнăçра вĕсене кам ăмсанмĕ? Хаксем ÿснĕ хыççăн тепри сахалрах çиме тăрăшать. Апат-çимĕçе ĕлĕкхи пек лавккаран е пасартан сумки-сумкипе çĕклемест. Сывлăхшăн усăллă пахчаçимĕç туянма укçа енчĕкне самай пушатма тивет.

ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви хăйĕн сайтĕнче вырнаçтарнă куллен кирлĕ çимĕç хакĕсене тишкерер-ха. Малтанах çулталăкри улшăнусемпе паллашар. Куçа тăрăнакан кăтарту хуратула пырса тивет. Пĕлтĕрхи февралĕн 3-мĕшĕнчипе танлаштарсан кăçалхи çак тапхăр тĕлне вăл 142 процент хакланнă. Юрать-ха, умĕнхи эрнепе танлаштарсан кăшт йÿнелнĕ. Çулталăк пуçланнăранпа вара хак 1 тенкĕ çурă чакнă. Малашне çак туртăм вăйланасса шанмашкăн кĕтме те пулать, тен.

Помидор хакĕ хальлĕхе эрнесерен хакланни палăрать. Çулталăк пуçланнăранпа унăн хакĕ 80,9 тенкĕ ÿснĕ. Çулталăкра - 127 процент. Чĕрĕ купăста пĕр çулта 118 процент хакланнă. Эрне хушшинче унăн хакĕ чакман.

2015 çул пуçланнăранпа сысна ашĕ, сĕт, хуратул йÿнелнине палăртнă тĕрĕслевçĕсем. Çак вăхăтра самай хакланнисен шутĕнче: чĕрĕ хăяр, помидор, тĕрлĕ йышши сыр, хура чей, шăннă пулă, ĕне ашĕ тата ытти те.

Ялхуçалăх министерствинче те апат-çимĕç хакĕсене куçран вĕçертмеççĕ. Иртнĕ эрнере купăста вăтамран 36,60 тенкĕпе сутăннă. Тата маларахри эрнепе танлаштарсан хак 5,17 процент ÿснĕ. Кишĕр, хĕрлĕ кăшман, пуçлă сухан, ыхра та хакланнă. Сĕт, услам çу хакĕсем çаплипех юлнă. Бройлер чăх ашĕ, çавăн пекех чи паха тулă çăнăхĕ кăшт хакланнă. Палăртмалла, "Чăвашçăкăрпродукчĕ" пĕрлешÿ хальхи вăхăтра III, IV тата V классене тивĕçтерекен тулла хаваспах туянать.

Февралĕн 5-мĕшĕ тĕлне 1 сортлă сĕте ?унăн 1 килограмне% предприятисемпе организацисем вăтамран 20,28 тенкĕпе йышăннă. Процентпа хакласан умĕнхи эрнерен 0,05 процент ÿснĕ. Чи самăр шутланакан мăйракаллă шултра выльăха - 85, çамрăк выльăха 95 тенкĕпе йышăннă. Пĕр эрнере хаксем 3,66 тата 3,26 процент ÿснĕ. Çакă хресченсемшĕн япăх мар темелле. Иккĕмĕш категорине ларнă сысна халĕ /чĕрĕ виçепе/ - 105 тенкĕ, эрне хушшинче хаклатман.

Чăвашстат кăтартăвĕпе федерацин Атăлçи округĕнче пирĕн республикăра сысна какайĕ февралĕн 2-мĕшĕнче чи йÿнни пулнă. Самар облаçĕнче çак вăхăтра ăна çынсем 20 процент хаклăрах хакпа туяннă. Ытти апат-çимĕç хакĕсем те кÿршĕ регионсемпе танлаштарсан вăтам шайра тăнă.

Çак тунтикун Министрсен Кабинечĕн председателĕ Иван Моторин район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе, ытти ертÿçĕсемпе канашлу ирттернĕ. Унта та апат-çимĕç хакĕсене сÿтсе явнă. Экономика аталанăвĕн министрĕ пĕлтернĕ тăрăх - ялхуçалăх таварне тÿрех лавккасене ăсатассине йĕркеленĕ. Тĕслĕхрен, йÿнĕ купăста "Смак", "Сахарок", "Шубинский" лавккасене çитнĕ. "Йÿнĕрех хакпа туян" ятпа иртекен ярмăрккăсенче пахчаçимĕçе çырлахтаруллă хакпа туянма пулать.

Ирина ПАВЛОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.