Паттăрсене халалланă

11 Нарăс, 2015

Чăваш кĕнеке издательствинче вăтам тата аслă çулти шкул ачисем валли «Болгаро-чувашские богатыри, исторические предания» кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Авторĕ - Иван Тенюшев. Кăларăм И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тава тивĕçлĕ профессорĕ, истори ăслăлăхĕсен докторĕ В.Д. Димитриев çырнă «Истори урхамахĕ малалла талпăнать» умсăмахпа уçăлать.

«Кĕнеке авторĕ нумай çул ĕнтĕ халăх хушшинче çÿрекен халапсемпе легендăсене пуçтарать, - палăртать вăл. - Кĕлĕмкасси ялĕ епле пулса кайни çинчен çырнă легендăна вăл Йĕпреç район хаçатĕнче 1961 çулта пичетленĕччĕ. Çавăн хыççăн Иван Яковлевич Тенюшев истори халапĕсемпе легендисене республикăри хаçат-журналта пĕрин хыççăн теприне кун çути кăтартрĕ. Историк пулнă май вĕсем манăн алла та лекрĕç, эпĕ пурне те тимлесе вуларăм...

Ку хайлавсем пурте авалхи пурнăçпа, халăх пурнăçĕнчи манăçа тухнă пулăмсемпе çыхăннă. Чăнлăхпа тĕрĕслĕхе вара ун чухнехи шур сухалсем еплерех ăнкарнă - çавăн пек кăтартнă. Историн нумай пулăмĕсемпе факчĕсене мĕнле пулнă çапла, йăнăшмасăр çутатаççĕ. Паллах, ваттисем каласа кăтартни çумне автор хăй хушса çырнисем те пур. Çакă халапсемпе легендăсен пахалăхне пуянлатать, çĕнĕ сăрăсем кĕртет».

Кĕнекере хĕрĕхе яхăн истори халапĕпе легенда. Вĕсенче сăнарланнă паттăрсен шăпи, пăхаттирсен кун-çулĕ вулакана тарăн шухăша ямасăр хăвармаççĕ, хумхантараççĕ те. Кам-кам çук кунта. Хитре пике Атăлпи, Сĕвепи, Сăваскар паттăрĕсем, Сăвас тата Нарпи, Апош пинпÿ, Аспарух çĕрпÿ, Алманчă паттăрĕ т.ыт.те.

Кĕнекери кашни хайлавра тата пирĕн тăрăхри çутçанталăк илемне сăнарласа кăтартнă. Шăнкăр-шăнкăр çăлкуçсем, ешĕл çырмасем, тăпăл-тăпăл çавра пĕвесем, пуян та хитре кунти тавралăх. Çăкасем çеçке çурнă - пыл шăрши кĕрет. Таса юхăмлă шывра пулă чăмпăлт та чăмпăлт сикет...

«Çулăмпи - ытарайми чăваш пики» легенда уйрăмах кăсăклă. Хусанти Сююмбике башнине Анаткасра çуралса ÿснĕ чăваш пики ячĕпе туса лартнă иккен. Чăваш йăли-йĕркинчен пăрăнмасăр ăна кăштах тухăçалла тайăлтарнă, вăл Аçапа Ама хăватне палăртать, ăна çичĕ хутлă, тăватă тата сакăр енлĕ тунă. Çулăмпи башнин тытăмĕ вырăссен авалхи архитектурипе, мăсăльман е тухăç архитектурипе пачах çыхăнман. Çулăмпи керменĕн тăрринче хĕрес те, çурла уйăх та çук.

Çакă савăнтарать, Анаткас хĕрĕ илемĕпе, ăс-тăнĕпе пĕтĕм Хусана тĕлĕнтернĕ, çапла майпа ханум пулса тăнă. Хаяр Иван патша çарĕсем Хусана хупăрласа илнине курсан, ханум çавăнтан сиксе вилнĕ тени халăх юмахĕ кăна, башнине вăл вилсен пĕр ĕмĕр çурăран çеç тунă...

Лайăх кĕнеке. Сăмах май каласан, ăна 2013 çулта «Пăлхар-чăваш паттăрĕсем» ятпа чăвашла пичетлесе кăларнăччĕ. Вăл хăйĕн вулаканĕсене хăвăрт тупрĕ, халăх хушшинче анлăн сарăлчĕ. Аваллăха пĕлмесĕр паянхи пурнăçа ăнланаймастăн, малашлăх çулĕсене палăртаймастăн. Автор паттăрсен пурнăçне сăнланă чухне сăмахлăх юххипе çырнă нумай сăвă-юрăпа усă курать, юмахсен илĕртÿлĕхне те манмасть. Хăюллă та паттăр пăлхар-чăваш паттăрĕсене халалланă кĕнеке вулакансене килĕшессе шанас килет.

Кĕнеке редакторĕ Лариса Максимова, ăна Петр Сергеев художник ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ.

Герман Желтухин.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.