Чăваш тĕнчи

18 Нарăс, 2014

Йăхташăмăрсене кĕпĕрнаттăр саламланă

Мурманскри С.М.Киров ячĕллĕ культурăпа халăх пултарулăх керменĕнче ку тăрăхра пурăнакан тĕрлĕ наци çыннисен йăлана кĕнĕ «Туслăх фестивалĕ» иртнĕ. Кăçалхипе тăххăрмĕш хут.

18 Нарăс, 2014

Пушкăрт чăвашĕсен пурнăç çулĕ çинчен

Иртнĕ çул вĕçĕнче Василий Антонов прозаикăн, поэтăн, журналистăн «Хĕвел тухас умĕн» кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Вăл ăс-шухăшăма, кăмăл-туйăма хумхантарчĕ.

Юлашки çулсенче нумай ăсчах, çыравçă тăван ялĕн, тавралăхĕн кун-çулне тишкерсе кĕнекесем кăларчĕç. В.Антонов та Пушкăрт чăвашĕсен пурнăç çулĕ çинчен çырать. Лайăх çырать!.. Паян кун та кĕнекери йĕркесем: «Ах, этем ятне илме çăмăл та вăл, этем пулма сĕре йывăр...» - пуçра явăнаççĕ. Тĕрĕс ĕнтĕ: халь нумайшĕ этемрен этемккене çаврăнать.

23 Кăрлач, 2014

Шупашкар çăлтăрĕсем - Париж тÿпинче

Шупашкарти С.М.Максимов ячĕллĕ ача-пăча музыка шкулĕнче вĕренекенсем Пĕтĕм тĕнчери «Париж çăлтăрĕсем» фестивале хутшăннă. РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анжелика Сидорова преподаватель ертсе пыракан ушкăн Парижра Раççей тата Чăваш Ен чысне хÿтĕленĕ.

23 Кăрлач, 2014

Ĕмĕр асăмра

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тури Çĕрпÿкассинче çуралса ÿснĕ Зоя Сывлăмпин «Мĕнле-ши пурăнать анне?» сăввине вуласан канлĕхе çухатрăм. Унта чăваш хĕрарăмĕн йывăр пурнăçне кăтартса панăран-ши - аннен çăмăл мар шăпи куç умне тухса чуна ыраттарма тытăнчĕ.

Эпир аттепе аннен - пилĕк ывăл. Шел, анне виçĕ çул каялла çут тĕнчерен уйрăлчĕ. Мăшăрсăр 50 çул ытла пурăнчĕ. Атте, вăрçă инваличĕ, пилĕк ывăлĕ валли çĕнĕ çурт лартса пĕтерес умĕн вилчĕ. Анне урăх качча кайма шухăшламан, пире тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе çын тăвас тесе тăрăшнă.

27 Раштав, 2013

Хăш тымартан эпир тата ăçталла талпăнатпăр?

Раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче Мускав хулин Тĕп администраци округĕн ача-пăчан 140-мĕш вулавăшĕнче А.П.Леонтьевпа Н.И.Егоровăн «Откуда мы, куда идем?» кĕнекинче хускатнă çивĕч ыйтусемпе «çавра сĕтел» иртнĕ.

Pages