Чăваш тĕнчи

21 Çу, 2014

Чĕмпĕрсене кĕнекесем килĕшнĕ

Чĕмпĕр облаçĕн Вĕренÿ тата ăслăлăх министерстви, Вĕрентÿ ĕçченĕсен квалификацине ÿстерекен институт тата чăваш наци культура автономийĕ чĕннипе Чăваш кĕнеке издательстви регионсен хушшинчи «Педагогическое наследие И.Я.Яковлева в аспекте современного образования и культуры» ăслăлăх практика конференцине хутшăнчĕ.

21 Çу, 2014

Халăх историне кашнин пĕлмелле?

Пĕтĕм Украинăри чăвашсен пĕрлĕхĕ 2010 çулта чăмăртаннă. Унччен маларах Севастополь чăвашĕсем пĕрлешнĕ. «Тăватă çул каялла Остер хулинче пулнă хыççăн Украинăра пурăнакан чăвашсен пĕрлĕхне тĕплĕнрех йĕркелемеллине ăнланса илтĕм, - тет Надежда Лисовая. - Халĕ сакăр облаçра пĕрлĕхĕн уйрăмĕсем ĕçлеççĕ.

Pages