Комментари хушас

21 Çу, 2014

Халăх историне кашнин пĕлмелле?

Пĕтĕм Украинăри чăвашсен пĕрлĕхĕ 2010 çулта чăмăртаннă. Унччен маларах Севастополь чăвашĕсем пĕрлешнĕ. «Тăватă çул каялла Остер хулинче пулнă хыççăн Украинăра пурăнакан чăвашсен пĕрлĕхне тĕплĕнрех йĕркелемеллине ăнланса илтĕм, - тет Надежда Лисовая. - Халĕ сакăр облаçра пĕрлĕхĕн уйрăмĕсем ĕçлеççĕ. Донецк, Херсона, Сумы, Черновецк, Чернигов, Киев хулипе облаçĕнче, Крымпа Севастопольре /вĕсем халĕ Раççее куçрĕç ĕнтĕ/ Одессăра... Пĕчĕк бизнесра ĕçленĕрен пĕрлĕх валли пÿлĕм уйăрма майсем тупрăм».

Надежда Ивановнăн тăванĕсем Чăваш Енре пурăнаççĕ. Тăван тăрăха кашни çулах килме тăрăшать вăл. Ака уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкара килсен тĕл пултăмăр унпа. Украинăри чăвашсен пурнăçĕ, пĕрлĕх ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартрĕ вăл.

- Пирĕншĕн, чăваш çĕрĕнчен аякра пурăнакансемшĕн, уйрăмах пĕлтерĕшли - чăваш халăхĕн историйĕ. Хăшĕ-пĕри чăвашсем Çĕпĕрте, Чукоткăра пурăнакан халăх тесе шухăшлать. Теприсем тата: «Эсир камсем? Чăвашсем... Ĕмĕрĕпе чурара пурăннă, ураран çăпата хывса курман халăх», - теççĕ. Историе тĕпчесе кĕрсе каятăн та пĕтĕмпех яри уçăлать. Чăваш мĕн тери пуян халăх пулнă. Атăпа çÿренĕ. Çăпата мĕнне пĕлмен. Пуян çын кăна атă тăхăнма пултарнă. Патшалăх органĕсенче те ĕçленĕ чăваш. Егоров архитектор, Мордвинов, Михайлов тата ыттисем... Чăвашран питĕ нумай паллă çын тухнă. Чура капла пултараймасть. Мана хама та интереслĕ, тăван халăх историйĕпе, культурипе ыттисене те кăсăклантарма тăрăшатăп, - тет Надежда Ивановна.

Н.Лисовая Киевăн тĕп пайĕнче Аттила вăхăтĕнче тунă пĕрремĕш чиркÿ ларнă вырăна тупнă. «Историксем манпа килĕшмеççĕ. Вырăнти халăх вара çирĕплетрĕ: чиркĕве пиллĕкмĕш ĕмĕрте тунă. Пачăшкă та пырса кайнă унта. Çавра тăрă çинчи Христослă пĕрремĕш чиркÿ тенĕ вăл ун пирки. Хальхи вăхăтра унта шырав ĕçĕсем пыраççĕ, тем тарăнăш шăтăк чавнă. Тупнă япаласене михĕсене тултарса турттараççĕ. Историксене çак ĕçе питĕ явăçтарас килет. Пирĕн истори вĕт-ха вăл, - пăшăрханса калаçрĕ ентеш. - Çамрăксене халăх историйĕпе, культурипе кăсăклантармалла, эпир хăш йăхран тухнине пĕлччĕр. Канаш районĕнче çуралса ÿснĕ пĕлĕш Украина Спорт министерствинче ĕçлет. «Манăн ывăл вуласа пĕлнĕ те: «Атте, эпир Аттила йăхĕнчен-им?» - тесе тĕлĕнсе ыйтни çинчен каласа кăтартнăччĕ вăл. «Апла эпĕ - чăваш!» - пĕр тĕлĕнсе, пĕр савăнса каланă тет ывăлĕ. Çамрăксем историе пĕлсен хăйсен халăхĕпе мăнаçланма тытăнаççĕ».

Надежда Ивановна мăнукĕсене чăвашла калаçма вĕрентет. «Тăван чĕлхепе сăвăсем вулатпăр, юрăсем юрлатпăр. Капла чĕлхене ăса хывма çăмăлрах. Çĕр-шыва килсенех хам та украинла пĕр сăмах та пĕлместĕмччĕ. Юрă урлă, калаçса хăвăртах хăнăхрăм, - каласа кăтартать вăл. - Икĕ çулти мăнукăм та аслисем хыççăн «Асамат кĕперĕ» юрра ĕнерлесе çÿрет. Çеçпĕлĕн 115 çулĕ тĕлне çĕнĕ сăвăсем вĕренесшĕн. Акă Шупашкарти лавккасенче çÿрерĕм. Çеçпĕлĕн чăвашла кăларнă пĕр кĕнекине те тупса илеймерĕм. Украинăна илсе каясшăнччĕ. Вырăсла-чăвашла пулсан тата та аванрахчĕ».

Чăвашла вĕренес кăмăллисем Украинăра татах та пур. Вĕсем валли ятарлă урок ирттереççĕ. Çак тĕллевпе чăвашла лайăх пĕлекен çынна ĕçе илнĕ.

- Мăнукăрсем çын çинче чăвашла калаçма вăтанмаççĕ-и? - кăсăкланатăп.

- Вăтанма-и унта? Шкулта юлташĕсен умĕнче мухтанаççĕ те. Кашни çул ачасемпе мăнуксене Чăваш Ене илсе килме тăрăшатăп. Йăх тымарĕ ăçтан тухнине, тăванĕсене пĕлччĕр. Ташлама вĕрент теççĕ. Пĕрремĕш хут чăвашсем çинчен кино пăхни халĕ те асрах. Сакăр-тăхăр çултискерсем мĕн вĕçне çити хускалмасăр ларчĕç. Юрлани, ташлани питĕ килĕшнĕ вĕсене. Юн туртăмĕ пурах пуль çав.

Малтанхи вăхăтра, сăмахран, çамрăксем украинла калаçма именетчĕç. 20 çул иртсе кайрĕ - халĕ ним вăтанмасăр тăван чĕлхепе калаçаççĕ. Чĕлхене сыхласа хăварас тесен патшалăх шайĕнче ĕçлемелле. Хавхалантармалла, тĕрлĕ конкурс йĕркелемелле.

Украинăра пурăнакан ачасем чăвашла калаçнине итлеме пурне те интереслĕ. Çак тĕслĕхпе хавхаланса ыттисем те хăйсен ачисене чăвашла вĕрентме пуçласса шанатăп. Чăваш чĕлхи урокĕсем ирттеретпĕр. Хамăрăн пÿлĕм пурри пире ĕçлеме хавхалантарать. Библиотека пур. Мероприятисем пирки Интернетра çырса кăтартатпăр. Сире ăçта тупма пулать тесе ыйтса çыраççĕ. Сайт нумай пулăшать.

- Украинăра юлашки вăхăтра пулса иртекен ĕç-пуç сирĕн пурнăçа йывăрлатмарĕ-и?

- Эпир хамăрăн историе, йăла-йĕркене тĕпчĕпĕр, вĕренĕпĕр. Украина халăхĕнне те. Яланах калатăп: хăш çĕр-шывра пурăнатăн, çав халăхăн культурине, йăли-йĕркине хисеплемелле, юратмалла.

Украина халăхне Çеçпĕл Мишшине асра тытса хисеплесе пурăннăшăн тавах. Турра шĕкĕр, поэтăмăрăн вил тăприне вырăнти çынсем пăхса тăраççĕ, тасатаççĕ, тирпейлеççĕ. Мăн кун умĕн икĕ эрне маларах пултăм унта. Йĕри-тавра тап-таса. Чечексем лартса хăвартăм. Каярахпа тепре кайса килесшĕн. Киревсĕр хăш-пĕр çыншăн мĕн пур халăх айăплă мар. Шел те, ырăпа-и, усалпа-и - пĕлтерĕшлĕ мар - чапа тухас текенсем пур-ха.

Надежда Лисовая ертсе пыракан Пĕтĕм Украинăри чăвашсен пĕрлĕхĕн тĕллевĕсем пысăк, ĕмĕчĕсем çунатлă. «Пирĕн хушăра пуçаруллă çын нумай. Акă, тĕслĕхрен, Черниговри уйрăма ертсе пыракан Георгий Трофимов, Донецкри Рудольф Семенов... Крымри уйрăм хастар ĕçлетчĕ, - малашнехи ĕçсем пирки каланă май палăртать Надежда Ивановна. - Остерта 10 сотка çĕр уйăрса пачĕç. Чăвашсен этнокартишне уçас килет унта. Çакна валли, паллах, сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ. Кам мĕнпе пултарать - пулăшсан аванччĕ.

Музей уçма питĕ нумай экспонат, материал, литература кирлĕ. Çĕре харпăрлăха илмелле чи малтан. Çакна валли 200 пин тенкĕ тупмалла. Археологи ĕçĕсем туса ирттермелле.

Тăван çĕр-шывран аякра пурăннă чухне туйăмсем вăйланаççĕ: тăвансемсĕр, тăван ялсăр, тăван чĕлхесĕр питĕ тунсăх. Çавăнпах ентешсемпе тĕл пулни пирĕншĕн - чăн-чăн уяв. Савăнтарать, хавхалантарать, çунат хушать. Ырă ĕçсемпе хамăра, тăван халăха хисеп кÿме тăрăшатпăр. Эпир чăваш халăхĕ мĕн таран ĕçчен, пултаруллă, ăслă пулнине çирĕплетсе пама тивĕç».

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.