Тăван чĕлхе - пуянлăх

21 Çу, 2014

Красноярск крайĕнчи йăхташăмăрсем Чăваш чĕлхи кунне паллă турĕç. Уява çутта кăларуçа И.Я.Яковлева халалланă.

Ĕçпе килĕшÿ керменĕнче ирех халăх йышлă пухăнма пуçларĕ. Пин-пин çухрăма хыçа хăварса килекен хăнасене савăнăçлă юрă-кĕвĕ кĕтсе илчĕ. Çак кун Бородино, Дивногорск, Железногорск, Зеленогорск, Лесосибирск, Канск, Красноярск, Сосновоборск хулисенче, Абан, Ачинск, Балахта, Боготол районĕсенче тата ытти вырăнта пурăнакан 400 яхăн чăваш пĕр-пĕринпе тăван чĕлхепе калаçма, чăваш чĕлхи урокĕнче ларма пухăнчĕç.

Уява Красноярск крайĕнчи чăваш наци культура автономийĕн президенчĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Храмов уçрĕ. "Тăван чĕлхерен çывăхраххи, хаклăраххи çук. Тăван чĕлхе - сăпка юррипе, атте-анне юратăвĕпе пирĕн чуна кĕрсе вырнаçакан чи пысăк пуянлăх. Чĕлхе - халăх вăй-хăватне кăтартакан паллă", - терĕ вăл пухăннисене сумлă уявпа саламланă май. Чăваш чĕлхи кунне хутшăннисене çавăн пекех РФ ШĔМĕн Красноярск крайĕнчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Вадим Антонов генерал-лейтенант, Иоанн Боев протоиерей ăшă сăмахсемпе хавхалантарчĕç.

Чăваш чĕлхи кунне халалланă урока Ольга Великородная уçрĕ. "Çеçпĕл" ансамбль /ертÿçи Вера Власова/ юрă-ташăпа тăван чĕлхе кĕвĕлĕхне, йăла-йĕрке пуянлăхне кăтартса пачĕ. "Юмансар" фольклор ансамблĕ /ертÿçи Светлана Барабанова/ уява халăх юрри-такмакĕпе илемлетрĕ.

Урокăн иккĕмĕш пайĕнче Шупашкар хăнисем савăнтарчĕç. Вячеслав Христофоров, Марта Зайцева, Елена Османова эстрада юррисемпе, кулăшсемпе пухăннисен кăмăл-туйăмне çĕклерĕç. Хаваслă купăс сассипе ташша сиксе тухакансем те пулчĕç. В.Христофоров, В.Антонов, Г.Храмов пĕрле Андриян Николаев космонавтăн чи юратнă юррине - "Вĕç, вĕç, куккук" - шăрантарчĕç. Унтан Чăваш халăх тата Тутар Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Вячеслав Христофоров илемлĕ пултарулăх ушкăнĕсен коллективĕсемпе ăсталăх класĕ ирттерчĕ, сцена вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕ.

...Тăватă сехете тăсăлнă чăваш чĕлхи урокĕ пĕр сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ. Красноярск чăвашĕсем ку мероприятие çулсерен йĕркелеççĕ. Кăçалхи - тăххăрмĕш.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.