Комментари хушас

21 Çу, 2014

Чĕмпĕрсене кĕнекесем килĕшнĕ

Чĕмпĕр облаçĕн Вĕренÿ тата ăслăлăх министерстви, Вĕрентÿ ĕçченĕсен квалификацине ÿстерекен институт тата чăваш наци культура автономийĕ чĕннипе Чăваш кĕнеке издательстви регионсен хушшинчи «Педагогическое наследие И.Я.Яковлева в аспекте современного образования и культуры» ăслăлăх практика конференцине хутшăнчĕ. Чăваш чĕлхи кунне тата чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлев çуралнăранпа 166 çул çитнине халалланă мероприяти Чĕмпĕр хулинче иртрĕ.

Вĕрентÿ управленийĕн регион тата муниципалитет органĕсен представителĕсем, ертÿçисемпе педагогсем, тавра пĕлÿçĕсем, музей, культура учрежденийĕн ĕçченĕсем валли издательство курав-ярмăркка йĕркелерĕ. Конференцие хутшăннисем чăваш чĕлхипе литературин, чăваш халăх культурин вĕрентÿ-методика литературипе, парнелĕх кăларăмсемпе кăсăкланса паллашрĕç. Паллах, Иван Яковлевăн кирек хăш вăхăтшăн та пĕлтерĕшлĕ, хăйне евĕрлĕхĕпе палăрса тăракан «Чăваш халăхне панă халал» экспозцире тĕп вырăн йышăнчĕ. Чăваш кĕнеке издательстви ăна пилĕк чĕлхепе - чăвашла, вырăсла, акăлчанла, нимĕçле, французла - çĕнĕрен пичетлесе кăларчĕ. Пухăннисем Е.Еньккан «Повествование о чувашах», «Асанне юмахĕсем», З.Антиповăпа В.Алексеевăн «Чăваш апат-çимĕçĕ», Г.Иванов-Орковăн «Узоры, цвет, символика», Е.Жачевăн «Чăваш тĕрри» кĕнекисемпе кăсăкланчĕç.

Вĕрентÿ ĕçченĕсен квалификацине ÿстерекен институт ректорĕ Т.Есенкова Чăваш кĕнеке издательствине мероприятие хастар хутшăннăшăн тав турĕ, малашне те пĕрле килĕштерсе тухăçлă ĕçлессе шаннине пĕлтерчĕ.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.