«Асамат кĕперĕ» - пултаруллисен уявĕ
Чăваш тĕнчи

Тюменьри наци культурисен «Строитель» керменĕнче ачасен пултарулăхĕн XIV «Асамат кĕперĕ» фестивалĕ иртнĕ.

Çамрăк артистсен тупăшăвне Тюмень облаçĕнчи çирĕм ытла наци культура пĕрлĕхĕ хутшăннă. Ачасем тĕрлĕ номинацире - халăх тата эстрада вокалĕ, хореографи, илемлĕ сăмах, наци декораципе хушма искусство, живопиç, скульптура - хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă.

Конкурса Ишим, Тюмень, Ялуторовск, Тобольск, Заводоуковск хулисен, облаçăн кăнтăр пайĕнчи 18 район, Петропавловск хулин /Казахстан/ юрăçисемпе пултарулăх ушкăнĕсем хутшăннă. Фестиваль гала-концертпа хупăннă. Наци ĕçĕсен комитечĕн, Тюмень облаçĕн тата хула Думин представителĕсем, наци общество пĕрлĕхĕсен тата ыр кăмăллăх фончĕсен ертÿçисем çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе, хаклă парнесемпе чысланă.

Тюмень облаçĕнчи «Чăвашсен «Тăван» ассоциацийĕ» общество организацийĕн «Хĕлхем» ушкăнĕсем /кĕçĕн тата аслă ÿсĕмрисем, ертÿçи Ю.Лактионова/ «Халăх хореографийĕ» номинацире диплома тивĕçнĕ. Ытти чăваш ачисем те вĕсенчен юлман. «Халăх вокалĕ» номинацире Дмитрий Бендорф, Ксения Кучкильдинова, инструментпа калакансен хушшинче Мария Мироненко, ал ĕç ăстисен хушшинче Исетск районĕнчи Солобоево ялĕнчи ачасен ушкăнĕ /ертÿçи Н.Герасимова/ палăрнă.

 

Тюмень облаçĕ

А.АРХИПОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.