Чувашев чăваш-и?
Редакцие Сĕнтĕрвăрри районĕнчен Зоя Герасимова шăнкăравларĕ. «Паралимп вăййисене хупнă чухне вăй-хăвачĕпе тĕлĕнтернĕ Алексей Чувашев чăваш мар-ши?» - пĕлесшĕн пулчĕ вăл.
Тĕнчене тĕлĕнтернĕ çав саманта аса илер-ха. Раççей спортсменĕ А.Чувашев /Лондон Паралимпиадин бронза призерĕ/ вăйăсене хупнă чухне вĕрен тăрăх 15 метр çÿллĕшне алă вăйĕпе хăпарчĕ. Унăн икĕ ури те çук. Алексей «Тетрис» вăййин пĕр кирпĕчне перĕнчĕ, лешĕ «impossible» /«ниепле те май çук»/ сăмах çине ÿкрĕ, апостроф пулса тăчĕ, «i m possible» - «эпĕ пултаратăп» - сăмах туса хучĕ. Çапла майпа Алексей вăй, ăнтăлу тата хастарлăх кирек епле йывăрлăха та çĕнтерме пултарнине çирĕплетрĕ.
Чувашев... Ят е хушамат çын çумне ахальтен çыпăçманнине шута илсен чăнах та спортсменăн йăх-несĕлне никĕслекенсем чăвашсем теме пулать.
...Алексейпе хăйĕнпе çыхăнма май килмерĕ. Хальхи вăхăтра вăл чикĕ леш енче сборта. Телефона мăшăрĕ Наталья тытрĕ. Вăл, паллах, хушамат тĕлĕшпе туллин нимĕнех те калаймарĕ, иккĕленĕве вăйлатрĕ кăна. «Алексей Чул хулара çуралнă. Ашшĕ, тен, чăваш та», - терĕ.
Çирĕплетсе калайманнин сăлтавĕ - мăшăрĕн ашшĕпе тахçанах çыхăну татăлни. Алексейĕн ашшĕпе амăшĕ арçын ача пĕчĕк чухнех уйрăлнă. Амăшĕ ывăлĕпе Мускав облаçне куçса кайнă. Хальхи вăхăтра Алексей çемйипе Талдом хулинче пурăнать. 2006 çулта ăна çар ретне илнĕ, вăл Тĕп разведка управленийĕнче службăра тăнă. 2008 çулта Чечняра çар операцийĕ вăхăтĕнче йывăр аманнă, икĕ урине те çухатнă. Нумайччен сипленнĕ, вăй илнĕ хыççăн спортпа туслашнă, кĕсменпе ишессине суйласа илнĕ. Малтан Химкири спорт комплексĕнче, каярахпа Коломнăра В.Бисарнов патĕнче тренировкăсем ирттернĕ.
Алексей Чувашев спортра пысăк çитĕнÿсем тума пултарнă. Вăл - Раççей чемпионĕ /2009-2012/, Тĕнче кубокĕн призерĕ /2011/, Словенире иртнĕ Тĕнче чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ /2011/, XIV Паралимп вăййисен бронза призерĕ /2012/.
Чувашев... Хушамат йăлана кĕме пуçланă саманана тишкерсен вăл чăваш халăхĕпе çыхăнни аван курăнать.
Мĕн çырăннă-ха истори страницисенче? Тĕне кĕртнĕ чухне панă ят çумне хушма ят хушасси - славянсен сĕм авалах çирĕпленнĕ йăли. Ята этем характерне, тыткаларăшне, хăш наци çынни пулнине е хăш вырăнта çуралса ÿснине кура «çыпăçтарнă». Пĕр территорире тĕрлĕ вырăнтан куçса килнĕ тĕрлĕ наци çынни пурăннă чухне пĕр пек ятлисене пĕр-пĕринчен уйăрма хушма ят панă. Чылай чухне вĕсем тĕне кĕртнĕ чухне илнисене кулленхи пурнăçра çеç мар, официаллă документсенче те хĕссе кăларнă.
Чувашев/Чувашов хушамат «Чăваш» /халăх ячĕ/ хушма ятран пулса кайнине çирĕплетет хăш-пĕр çăл куç. «Чăвашсем Атăл тăрăхĕнче пурăннă, - çырать пĕр сайт. - XV-XVI ĕмĕрсенче Хусан ханлăхĕнче уйрăм халăх шутланнă. Каярахпа Мускав тытăмне кĕнĕ. Ахăртнех, Чувашев хушамата пуçаракан чăваш пулнă. Е сăнран, тыткаларăшĕпе чăваш çыннине аса илтернĕ».
Çавăн пекех чăвашсен хушшинче чылай вăхăт пурăннă хыççăн тепĕр çĕре куçса пынă çынна та «чăваш» хушма ят панă. Акă 1572 çулта Ливони походĕнче пуç хунă Дмитрий Иванович Нарбеков кнеçе «Чăваш» ятпа ытларах пĕлнĕ. Канева мещанĕ Чăваш Черемшин /1552/, Арзамас улпучĕ Чăваш Суханов /1600/ пулнă... Сахал мар çакăн пек ят çыпăçнă çынсем.
Тепĕр верси тăрăх - «чăваш» хушма ят «чуваха» сăмахран пулса кайнă. Тверь тата Смоленск калаçăвĕнче тирпейсĕр çын пирки çапла каланă. «Чувахлай» /кăнттам/ паллă ячĕпе те çыхăнма пултарнă. Ку тĕслĕхре «Чăваш» тени çын характерĕн, хăйне тыткаланин уйрăм паллисене кăтартнă. Х/Ш сасăсем чĕлхе аталаннă май ылмашăннă.
XV-XVI ĕмĕрсенче Руçре йăх-несĕл паллисене ăруран ăрăва куçарса пыма пĕрремĕш хушаматсем, ытларах уйрăм праваллă сословисен хушшинче, йĕркеленме пуçланă. XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче çемье паллине палăртма ашшĕн чăн е хушма ячĕ çумне -ов/-ев тата -ин суффикс хушса хушамат тăвасси анлă сарăлнă. Вырăс хушамачĕсенче пусăма йĕркелесе çитерменнине кура «Чăваш» сăмахран икĕ хушамат - Чувашов /пусăм юлашки сыпăк çинче/ тата Чувашев /пусăм иккĕмĕш сыпăк çинче/ йĕркеленнĕ.
Чувашев тата Чувашов хушаматлă çынсем Раççейре кăна мар, чикĕ леш енче те питĕ нумайăн пурăнаççĕ. Социаллă сайтсенчен пĕри Туринск, Киев, Днепропетровск, Мускав, Кирово-Чепецк, Рязань, Ирбит, Таллин, Ижевск, Чул хула, Пермь, Луганск, Кустанай... хулисенчи Чувашевсемпе Чувашовсене тупса пачĕ.
тишкернĕ
Комментари хушас