Йăхташăмăрсене кĕпĕрнаттăр саламланă

18 Нарăс, 2014

Мурманскри С.М.Киров ячĕллĕ культурăпа халăх пултарулăх керменĕнче ку тăрăхра пурăнакан тĕрлĕ наци çыннисен йăлана кĕнĕ «Туслăх фестивалĕ» иртнĕ. Кăçалхипе тăххăрмĕш хут.

Уяв тĕллевĕ - Мурманск облаçĕнче пурăнакан халăхсен ырă йăли-йĕркине упраса хăварса аталантарасси, тĕрлĕ наци çыннисен хушшинчи туслăха çирĕплетесси, пĕр-пĕрне хисеплеме вĕрентесси тата çамрăк ăрăва Раççей халăхĕн культура пуянлăхĕпе наци йăли-йĕркине çывăхрах пулма хăнăхтарасси.

Концерт умĕн Мурманск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Марина Ковтун Кольск тăрăхĕнче пурăнакан халăхсен представителĕсемпе тĕл пулнă. Пысăк пĕлтерĕшлĕ çак мероприятие ирттерме тĕплĕн хатĕрленнĕшĕн тав тунă, малашлăхра ăнăçу суннă. «Чăваш Ен» общество канашĕн председателĕ Валериан Гаврилов Чăваш Республикинчи культурăпа экономика, физкультурăпа спорт аталанăвĕ, Чăваш наци конгресĕн ĕçĕ-хĕлĕ, Мурманск облаçĕнчи чăвашсен пĕрлĕхĕ ирттерекен мероприятисем пирки каласа кăтартнă. Культурăпа халăх пултарулăх керменĕн фойинче наци культура пĕрлĕхĕсем халăх тумĕсен, декораципе хушма искусство хатĕрĕсен, музыка инструменчĕсен куравне йĕркеленĕ, юрă-ташăпа савăнтарнă.

Чăваш культура обществи Чăваш Республикинче туса кăларакан апат-çимĕçрен сĕтел хатĕрленĕ. Чăвашсем Мурманскра пурăнакансене хăнасене яланах тарават, халăх çăкăр-тăвартан пуян пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç, - çырса пĕлтерчĕ Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккассинче çуралса ÿснĕ, «Шупашкар» ООО генеральнăй директорĕ, Мурманскри Чăваш культура обществин Канашĕн членĕ Дмитрий Осипов. Кĕпĕрнаттăра хăйсем туса кăларакан пылак çимĕçсем парнеленĕ, Вăрнарсен шăрттанне, Элĕксен пылак шывне тутанса пăхма сĕннĕ.

«Хальхи фестиваль пире пĕр-пĕрне лайăхрах пĕлме тата çывăхрах пулма пулăшать. Çапла вара пирĕн «пĕрлехи çурта» - Мурманск облаçне - татах та ăшăрах, тирпейлĕрех тума май парать. Эпир - пысăк пĕр çуртра пурăнакансем. Ырă кÿршĕсен пĕр-пĕрне хисеплемеллех. Çурçĕрте тĕрлĕ наци çынни тĕпленнĕ. Вăхăт çирĕплетрĕ: уйрăмлăх пире пĕрре те ютшăнтармасть. Пачах урăхла - туслăха çирĕплетет кăна», - тенĕ Марина Ковтун кĕпĕрнаттăр.

Концерт вăхăтĕнче наци автономийĕсемпе пĕрлешĕвĕсен представителĕсем Туслăх йывăçне «чĕртнĕ». Йывăç çине Мурманск облаçĕн гербне вырнаçтарнă. Светлана Абрашкина тата Валериан Гаврилов Туслăх йывăçĕ çине «Чувашия» тесе тĕрлесе çырнă транспарант çакнă.


А.ХОВАНСКИЙ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.