Хăш тымартан эпир тата ăçталла талпăнатпăр?

27 Раштав, 2013

Раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче Мускав хулин Тĕп администраци округĕн ача-пăчан 140-мĕш вулавăшĕнче А.П.Леонтьевпа Н.И.Егоровăн «Откуда мы, куда идем?» кĕнекинче хускатнă çивĕч ыйтусемпе «çавра сĕтел» иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представительстви Мускаври чăваш офицерĕсен «Тăван çĕр-шыв ывăлĕсем» юлташлăхĕпе пĕрле йĕркеленĕ.

Хăнасемпе пухăннисене чи малтанах вулавăш ертÿçи Елена Ромодан саламланă тата ăнăçлă ĕçлемешкĕн ырă суннă. Мускав хулин ТАОн тĕп библиотека тытăмĕн генеральнăй директорĕ, чăвашсен паллă композиторĕн Филипп Лукинăн мăнукĕ Марианна Левитова палăртнă тăрăх - вулавăш залĕсенче кунашкал тĕл пулу малашне пĕрре кăна иртмĕ.

Чăваш Республикин Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков чăваш авторĕсен «Килĕштерсе ĕçлеме чĕнетпĕр», «Чăваш юмахĕсем», «Чăваш халăхĕн çутта кăларуçи И.Я.Яковлев», «Г.Айги. Сăвăсен пуххи» кĕнекисене библиотекăна асăнмалăх парнеленĕ. Марианна Левитова тата Елена Ромодан вулавăш фондне пуянлатнă хаклă произведенисемшĕн тав тунă.

«Çавра сĕтеле» Леонид Волков уçнă, вăлах ертсе пынă. «Манăн шухăшăмпа - паянхи тĕл-пулăва чăваш халăхĕн иртнĕ пурнăçĕпе, малашлăхĕпе, чăвашсен тата ытти халăхăн историйĕпе, хальхи шăпипе çыхăннă çивĕч ыйтусемпе, çавăн пекех вĕренÿпе, воспитани парассипе тата çутта кăларассипе чăннипех канăçсăрланакансем пухăннă. Халăхăн паянхи ăс-хакăлĕ пĕрешкел мар тăк тата унăн вăй-хăватне чăваш чĕлхи урлă кăна палăртма май килмесен - мĕн тумалла? Йăхташăмăрсен иртнĕ тапхăрти пурнăçĕпе малашлăхĕ, хăйĕн историллĕ йăх тымарĕ патне таврăнасси, чăваш чĕлхи, унăн пуянлăхĕ тата пĕлтерĕшĕ, иртнине чĕлхе урлă уçăмлатасси, этнос, нацилĕх, халăх кун-çулне хăй татса пани тата ытти пурне те интереслентерет», - палăртнă вăл.

«Çавра сĕтелĕн» модераторĕсем пулса кĕнеке авторĕсем - «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕ, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Алексей Леонтьев тата филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, тюрколог-лингвист, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн чĕлхе вĕрентĕвĕн уйрăмĕн ăслăлăх тĕп сотрудникĕ, Чăваш Республикин наукăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Егоров профессор тухса калаçнă.

«Çавра сĕтеле» хутшăннисем хăнасен сăмахне итленĕ хыççăн хальхи Чăваш Ене халалланă курав фильмĕпе паллашнă, унтан кĕнекере хускатнă ыйтусене тĕплĕн сÿтсе явнă.

Дискуссие хутшăннисем этноса сыхласа хăвармашкăн кулленхи культура кирлĕлĕхĕ, халăх историйĕпе культурине тишкересси, вырăс халăх культурине реабилитацилесси, мĕн пур культура пултаруллă ĕçпе никĕсленни çинчен калаçнă. «Çавра сĕтелте» вăй илнĕ тĕп шухăш - тăван халăх культурине сыхласа хăварасси. Тĕрĕссипе, культура пултарулăх кăна мар, вăл - халăхăн пĕтĕмĕшле кун-çулĕ: хăйне еплерех тытни, пурнăç йăли-йĕрки, тĕрекĕ, шухăшлавĕ тата ытти те. Асăннă мероприяти 2014 çулта Раççейре Культура çулталăкĕ тесе палăртнă тапхăр умĕн иртнĕ май унта хускатнă ыйтусем татах та пĕлтерĕшлĕрех.

Н.ВАСИЛЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.