Шупашкар çăлтăрĕсем - Париж тÿпинче

23 Кăрлач, 2014

Шупашкарти С.М.Максимов ячĕллĕ ача-пăча музыка шкулĕнче вĕренекенсем Пĕтĕм тĕнчери «Париж çăлтăрĕсем» фестивале хутшăннă. РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анжелика Сидорова преподаватель ертсе пыракан ушкăн Парижра Раççей тата Чăваш Ен чысне хÿтĕленĕ.

Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен - Тутарстанран, Иркутск облаçĕнчен, Бурят, Якути республикисенчен тата ытти вырăнтан - килнĕ ачасене Ротшильд йышăннă. Çамрăк артистсем искусствăна чунпа туякан Франци кураканĕсен кăмăлне кайма тăрăшнă. Хусан хĕр пĕрчийĕсем - купăс каласа, якут ачисем пупăнь сассипе ташланă. Иркутскри ансамбль «Калинка» янраттарнă. Пултаруллă ачасене французсем тăвăллăн алă çупса хавхалантарнă.

Сасартăк зал шăпланнă... Флейтăн çепĕç сасси илтĕнсе кайнă. Вăл вăйланса-вăйланса пынă, куракансен чун-чĕрине çавăрса илнĕ. Ксюша Казакова Рахманинова янăраттарнă. Иван Таратинпа Глеб Кириллов Вебер тата Дюссек хайлавĕсене шăрантарнă. Шупашкар флейтисчĕсен концертне «Граци» ансамбль вĕçленĕ. Шăп... Унтан пурте тăвăллăн алă çупма пуçланă.

Конкурса хутшăннă чăваш артисчĕсене дипломсемпе чысланă. «Граци» ансамбль черетлĕ кубока тивĕçнĕ. Çакă - Париж культура тÿпинче Шупашкар çăлтăрĕсем ялкăшма пуçланине пĕлтерекен пулăм!

И.СЕРГЕЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.