Ĕмĕр асăмра

23 Кăрлач, 2014

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тури Çĕрпÿкассинче çуралса ÿснĕ Зоя Сывлăмпин «Мĕнле-ши пурăнать анне?» сăввине вуласан канлĕхе çухатрăм. Унта чăваш хĕрарăмĕн йывăр пурнăçне кăтартса панăран-ши - аннен çăмăл мар шăпи куç умне тухса чуна ыраттарма тытăнчĕ.

Эпир аттепе аннен - пилĕк ывăл. Шел, анне виçĕ çул каялла çут тĕнчерен уйрăлчĕ. Мăшăрсăр 50 çул ытла пурăнчĕ. Атте, вăрçă инваличĕ, пилĕк ывăлĕ валли çĕнĕ çурт лартса пĕтерес умĕн вилчĕ. Анне урăх качча кайма шухăшламан, пире тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе çын тăвас тесе тăрăшнă.

Анне пысăк та тĕреклĕ ратнерен тухнă. Асламăшĕпе аслашшĕне кулак тесе репрессиленĕ. Ялти пуçламăш шкула «пиллĕк» паллăсемпе пĕтернĕ. Темле йĕрсе ыйтсан та кĕçĕн йăмăкĕсене пăхмаллипе ашшĕ ăна малалла вĕренме яман. Вăрçă вăхăтĕнче колхоз председателĕсен виçĕ уйăхлăх курсне пĕтернĕ. 1945 çулта вăрçă инвалидне качча тухнă, пилĕк ывăл çуратнă. Мăшăрлă пурнăç 14 çултан татăлнă.

Пăянамĕпе пăятамĕ, ашшĕпе амăшĕ пулăшăвĕсĕрех тăлăха юлнă аннемĕр пуçне çĕклеме пултарнă. Ашшĕ 1943 çулта Беларуç çĕрне тăшмансенчен тасатнă чухне пуç хунă. Амăшĕ ывăлĕпе кинне пăхса пурăннă. Пилĕк ывăлпа пĕччен юлнă хĕрĕн нушине ăнланман. Анне Сталинград хулине çĕр улми сутма кайнине ас тăватăп. Пысăк 41 миххе пĕччен тиесе пĕччен пушатнă вăл. Унтан таврăнсан парăмĕсене татрĕ, пире валли тумтир туянса пачĕ.

Вăрçă вăхăтĕнче анне Кушкуй ялĕнчи «Коммунар» колхоза Гусаров председательпе пĕрле тытса, ертсе пынă. Çĕрлехи вăхăтра килти ĕнепе колхоз хирне сÿреленĕ. Çавăншăн икĕ центнер çурă тырă илнĕ. Ăна сутса çĕвĕ машини туяннă. Аттепе иккĕшĕ тиртен кĕрĕкпе алсасем пальто çĕленине ас тăватăп. Атте вилсен те анне пире хăех кĕпе-йĕм çĕлесе тăхăнтаратчĕ. Колхоз ĕçне пăрахмасăр килти пахчара хăярпа помидор калчисем ÿстеретчĕ, вĕсене сутса пурăнмалăх укçа тăватчĕ.

Пĕр пăтăрмаха пула эпир пĕчĕк пенсипе тата çăмăллăхсемсĕр тăрса юлтăмăр. Налуксене анне 40 çул тÿлесе тăчĕ. «Аçу вилсен сирĕншĕн пенси шыраттарас терĕм. Ара, вăл вăрçă инваличĕ çеç мар. Унăн çăмăллăх илме пулăшакан орден та пур вĕт-ха. Анчах социаллă пулăшу центрĕнчи хĕрарăм мана: «Вăл фронтра вилмен-çке!» - тесе кăшкăрса пăрахрĕ. Кÿренĕве чăтаймасăр йĕрсе ятăм, унтан тухса кайрăм. Урăх нихăçан та йăлăнса çÿремен. Çавăнпа эсир 5 тенкĕ çеç илсе тăтăр. Çĕршĕн, пÿртшĕн тата выльăх-чĕрлĕхшĕн тулли налук тÿлесе пурăнтăм...» - каласа панăччĕ анне.

Юлашки çулсенче анне: «Маншăн эсир пĕр сĕтел хушшинче апат çисе ларнă вăхăтсем чи телейлисем пулчĕç», - тесе аса илетчĕ. Ачасемпе, мăнуксемпе яла пырсан аннепе масар çине кайса килекенччĕ. Пĕррехинче аттен вил тăпри çинче: «Миттÿк, эсĕ мĕншĕн эпĕ мĕнле пурăнни пирки ыйтса пĕлместĕн?» - тесе ÿлесех йĕрсе ячĕ.

Çуралса ÿснĕ, кÿршĕ ялсен, пуçламăш тата вăтам шкулсен историне çырнă чухне мана анне самаях пулăшрĕ. Пурнăçăн тĕрлĕ енне сăнланă чухне вăл каласа панисем вырăнлă пулчĕç.

Анне пĕçернĕ çăкăр

Тăван ял уй-хирĕнче ытларах ыраш акатчĕç. Тулă çăнăхĕнчен пĕçернĕ çăкăр кулачпа танлашатчĕ. Ăна уяв кĕрекинче кăна çисе киленнĕ. Ыраш çăнăхĕнчен пĕçерни вара кулленхи апат пулнă. «Хура çăкăр» теттĕмĕр ăна. Анчах пирĕншĕн унран тутли пулман. Анне пĕçернипе-ши? Çăкăрăн техĕмлĕ шăрши таврана сарăлатчĕ.

Халь анне çăкăр пĕçереймест - алли ыратать. Ырашне те аксах каймаççĕ. Хулара пурăнакансем заводра тулă çăнăхĕнчен пĕçернине кăмăллаççĕ. Ялсенче вара ĕлĕкхи йăла-йĕрке пĕтмен-ха: кăмака çуккисем электрокăмакасенче пĕçереççĕ.

Иртнĕ шăмат кун анне патĕнче пултăм. Ун патне вăтам ывăлĕ пурăнма куçнă. Килте пĕçернĕ кулач парса ячĕç. «Гена, тепре килнĕ çĕре хура çăкăр пĕçерсе хураймăн-ши? Анне каласа, кăтартса тăрĕ...» - именчĕклĕн ыйтрăм. «Халĕ ялта ыраш çăнăхĕ тупма çук, хуларан илсе килсен кăна...», - терĕ вăл ăшшăн кулса. Анчах таçтан илсе килнĕ ыраш çăнăхĕнчен «анне çăкăрĕ» пулайĕ-ши? Шухăшсем, ыйтусем, шухăшсем...

Анне ыраша ял арманĕнче авăртатчĕ. Çăнăха чăланта фанер ешчĕкре е михĕре упратчĕ. Пусарăнса ларнăскере такана çине алласа кăпăшлантаратчĕ, хывăхĕнчен тасататчĕ. Кашни çăкăр пĕçермессерен кăвас чусти хăваратчĕ. Ăна, пĕчĕк пашалу евĕрлĕскере, типсе ан кайтăр тесе çăнăхпа йăваласа хуратчĕ. Çĕрле çывăрма выртас умĕн кăвас чустине лĕп шывра ирĕлтеретчĕ. Тутăхман тимĕртен тунă пысăк витрере çăнăх хушса лăкаса лартатчĕ. Ирпе унта çăнăх, тăвар яратчĕ. Çурăм çине тар тухиччен, ал тупанĕ çумне çыпăçма пăрахиччен чуста çăратчĕ. Унтан савăта пиртен тĕртнĕ ал шăллипе витсе ăшă çĕре вырнаçтаратчĕ.

Çав вăхăтра эпĕ ыйхăран вăранса кайри пÿрте васкаттăмччĕ. Анне кăмака çăварĕ патне çити туртса хунă кăвар çине икерчĕ пĕçерме лартатчĕ. Вĕрискере сивĕ сĕтпе çиеттĕмĕр. Çакăнтан тутли тата мĕн пулнă-ши? Хыççăн анне тата ăшне çĕр улмипе сухан хунă кукăль пĕçеретчĕ. Çав вăхăталла чуста та хăпарса çитетчĕ. Вутă çунса пĕтсен кăвара турчăкапа туртса вучаха тултаратчĕ. Кăмака тĕпĕнчи кĕле вăрăм авăрлă мунчала милкине шывпа йĕпете-йĕпете шăлса кăларатчĕ. Хăпарнă çăкăрсене йывăç кĕреçе çине хуратчĕ. Аллине шывпа йĕпетсе чустана якатса яратчĕ, шĕвĕр пÿрнипе варринче шăтăк туса кăмакана хыватчĕ. Çăкăра - инçет кĕтессене, кукăле, яшкапа пăтă чукунне хĕрринерех лартатчĕ. Кăмака çăварне питлĕхпе хупса хуратчĕ. Кукăльсене - 20 минутран, çăкăра пĕр сехетрен кăлармаллаччĕ. Яшкапа пăтта кăмакара кăнтăр апачĕ çитиччен лартатчĕ.

Пиçсе çитнĕ çăкăра йывăç кĕреçепе пĕрерĕн кăларса аллипе кĕле шаккаса тасататчĕ. Питне шывпа е тип çупа сĕретчĕ, сарлака сак çине килте тĕртнĕ çиттипе çемçелме витсе хуратчĕ. Эпир, ача-пăча, аннерен çăкăра хуçса е касса пама ыйтаттăмăр.

Анне пĕçернĕ çăкăр час типместчĕ. Вăл вăхăтра çатăрка хутаçсем çукчĕ, хаçатпа чĕркесе хураттăмăр.

Çакăн пек вăл çĕр çинчи пурнăçа тытса тăракан анне пĕçернĕ хура çăкăр!


Николай РОЗОВ,

тавра пĕлÿçĕ.

Чĕмпĕр облаçĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.